Республикӑра
![]() https://ruj.ru/news/analiz-professii-zhurnalist-na-rossiiskom-rynke-truda-10337 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ. «HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ. Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Чӑн журналистсем пулсан, 15 чӑн журналистран - 5-кӗш тухса кайӗҫ.
Ыттисем - республикӑра Тӗп Хуҫи улшӑнсан, пурте ӗҫ вырӑнӗ пирки шухӑша путрӗҫ, пуль
Вӗсем урӑх ӗҫ тума пӗлеҫҫӗ-ши?..