Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла.