Республикӑра
![]() Игорь Поручиков Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ. Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ. |
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев Ставрополь хулинче иртнӗ «Раҫҫейри студентсен ҫуркунни» фестивале хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхри 75 яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ кайнӑ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисемпе Чӑваш Ен ертӳҫисӗр пуҫне тата ЧР вӗрентӳ министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем Михаил Васильевича тӗрлӗ ыйту панӑ. «Сирӗн ӑнӑҫӑвӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?» – ыйтнӑ вӗсенчен пӗри. «Ӗҫченлӗх», – хуравланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫамрӑксен хушшинче тӗрлӗ сӗнупе тухакан та пулнӑ. Сӑмахран, акӑ, тӗл пулура 2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен ҫуркуннине» пирӗн республикӑра ирттересси пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ку сӗнӗве йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» (чӑв. Олимп) стадионта велоспорт-шоссе енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче критериум енӗпе тупӑшӗҫ. Чемпионата тата первенствӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчен спортсменсенчен пуҫтарӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 ытла ҫын пуҫтарӑнӗ. Ӑмӑртӑва 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем, 17-18 ҫулсенчи юниорсемпе юниоркӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ. Спортсменсен 21-30 километр тӑршшӗне тупӑшма тивӗ. Чемпионата хутшӑнакансене 10 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлӗҫ. Старта спортсменсем 11 сехетре тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нацин ача-пӑча электрон вулавӑшӗ чӑвашла кӑларнӑ, сайра тӗл пулакан тӑхӑр кӗнекепе пуянланнӑ. Асӑннӑ электрон вулавӑша Раҫҫейӗн ача-пӑчан патшалӑх вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Халӗ электрон вулавӑша ҫак хайлавсем пуянлатнӑ: Ефим Никтинӑн «Иван паттӑр» юмах-пьеси, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ «Куян пӳрчӗ» юмах, Иван Мучин «Тавӑрпи» юмахӗ, «Улӑп» халапсен пуххи, «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм» ача-пӑча юрри, Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» калавӗ, «Ӑслӑ сӑмахсемпе юптарусем» ваттисен сӑмахӗсен, каларӑшсен, тупмалли юмахсен пуххи. Электрон вулавӑша маларах ача-пӑча литературин 19 кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене кирек хӑш самантра вулама тата PDF форматпа уҫласа илме пулать. Вулавӑш сайтӗнче регистрациленнишӗн укҫа тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Цифра телекуравӗн операторӗ — Раҫҫейӗн телевиденипе радиосечӗ — пӗрремӗш мультиплекса кӗрекен мӗнпур канала ҫӗнӗ йышши формата куҫарса пӗтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви паян пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗн каҫхине «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) та 16:9 форматпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапла вара пӗрремӗш мультиплекс йышӗнчи вунӑ канал та унчченхи 4:3 форматран ҫӗнӗ йышшине куҫса пӗтнӗ. 16:9 – хальхи вӑхӑтри телевизорсем валли хатӗрленӗ формат.Телекӑларӑмсене вӑл пысӑк пахалӑхпа кӑтартма май парать. Пӗрремӗш мультиплекса ҫак каналсем кӗреҫҫӗ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пятый канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», ОТР и «ТВ Центр». Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра пурӑнакансен 99 проценчӗ вӗсене тӳлевсӗр пухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫак уйӑхра Шупашкартан Симферополе тата Анапӑна самолетсем вӗҫме пуҫламаллаччӗ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра авиарейссем уҫӑлаймӗҫ. Кӑлтӑк Шупашкарти аэропорт ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑнман. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шӑпах ҫав авиакомпани «Симферополь – Шупашкар – Симферополь» тата «Анапа – Шупашкар – Анапа» авиамаршрутсемпе самолетсене вӗҫтермеллеччӗ. Симферополе самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Анапӑна ҫӗртмен 8-мӗшӗнче вӗҫме пуҫлӗҫ. Саккунпа пӑхнӑ тӑрӑх, билет туянса тӑкакланнине саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Надежда Прокопьева Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче хӗрӳ лини ӗҫлӗ. Ун вӑхӑтӗнче граждансен ыйтӑвӗсене Надежда Викторовна Прокопьева омбудсмен йышӑнӗ. Хӗрӳ линин вӑхӑчӗ 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ. «Уполномоченнӑйпа тӗрлӗ ыйтупа ҫыхӑнма пулать. Кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрхантаракан, саккунсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле саманта та сӳтсе явма май килӗ», — ӗнентереҫҫӗ Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче. Надежда Прокопьева унччен апла хӗрӳ лини йӗркелемен, ку вӑл шучӗпе — пӗрремӗш. Ыйтусене 8 (8352) 62-33-80 номерлӗ телефонпа йышӑнӗҫ. Надежда Викторовна малтан Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче ӗҫленӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Енӗшӗн тарӑн шухӑша яракан кӗнеки пичетленнӗ. «Виталий Енӗш хайлавӗсен сӑнарӗсем – шӑпӑрлансем – пӗрмаях пӗр-пӗр кулӑшла лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем пурнӑҫра хӑйсене кирлине вӗренеҫҫӗ. Ак, сӑмахран, тин кӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Асаннӳ пур-и?» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Хуплашки тӳрех тыткӑнларӗ: таса чунлӑ ача пӑхса тӑрать ман ҫине. Кӗнеке ячӗ те хӑйне евӗр – «Асаннӳ пур-и?», — хыпарлать Любовь Левацкая. Кӗнекене халапсемпе калавсем кӗнӗ. Чылай калавра пулӑмсене ҫыравҫӑ чӑн пурнӑҫран илнӗ иккен. Сӑмахран, «Музыкант», «Кӗтмен тӗлпулу» хайлавсене. Вӗсенчи ӗҫ-пуҫ авторпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ. |
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Евгения Николаевнӑпа Александр Олеговичӑн ҫемйинче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗр пӗрчи ҫуралнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне Сафият ят панӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать. Арап чӗлхинчен куҫарсан «Сафият» «таса», «ҫылӑхсӑр», «суйласа илни» тенине пӗлтерет иккен. Хӑйне евӗр ҫак ята кил хуҫи килӗштернӗ, мӑшӑрӗ вара унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. Йыш хушнӑ ҫемьене Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу суннӑ, хӗрне вара Раҫҫей гражданинӗн пӗрремӗш документне — ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панӑ. Палӑртса хӑвармалла, ку ятпа Дагестанӑн пӗрремӗш киноактриси, чӗлхесӗр кино ҫӑлтӑрӗ Сафият Аскарова палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкултан 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ хӗр вилнӗ. Унӑн виллине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ умӗн тупнӑ. Вилене ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 13 сехетре асӑрханӑ. Кӗҫех математикӑпа экзамен иртмелле пулнӑ. «Ку хурлӑхлӑ хыпар пӗрле вӗреннисене тата вӗрентекенсене питӗ хурлантарать. Ашшӗ-амӑшне питӗ шел», - тенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ хӗрӗн тусӗ «Про Город» хаҫата. Хӗрӗн халӑх тетелӗнчи страницинче тусӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |