Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кӳкеҫсем сквера хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 04.11.2019 16:34 | 164 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ача-пӑча скверне хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Ҫав ятпа унта пысӑк пуҫлӑхсем таранах пухӑннӑ. Пӗчӗккисен лапамне «Комфортная городская среда» (чӑв. Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ) программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ.

Скверта ачасем валли аттракционсем, вылямалли япаласем вырнаҫтарнӑ, тӗмсем лартнӑ. Шупашкар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе «Дорстройсервис» общество пурнӑҫланӑ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: сквера чылай вӑхӑт турӗҫ.

Сквера уҫнӑ ятпа хӗрлӗ хӑю касма Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев, Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин хутшӑннӑ. Владимир Вершинин подрядчика ырласа сӑмах каланӑ, сквер поселокӑн мӑнаҫлӑхӗ пулӗ тесе палӑртнӑ, ыттисем патшалӑх тавралӑха хӑтлӑх кӳме укҫа-тенкӗ уйӑрнипе хӑпартланнӑ.

#хӑтлӑх, #Кӳкеҫ, #Шупашкар районӗ, #ачасем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӳкеҫре кӑҫал та веловулавӑш ӗҫлет
2019, 05, 20
«Пӳрнескере» пӳрне хӗстерсе лартнӑ
2019, 06, 17
Элтепер шкул ачисене Правительство ҫуртне йыхравланӑ
2019, 10, 06
Коммунистсем савута хирӗҫ-и е хӑйсене кӑтартасшӑн-и?
2019, 10, 06
Ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнине ӑнланма ыйтасшӑн
2019, 10, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org