Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре кӑҫал та веловулавӑш ӗҫлет. Ун пеккине кӳкеҫсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫласа ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Кӗнеке тиенӗ виҫӗ урапаллӑ велосипед ҫула тухма пуҫланине Пӗтӗм тенчери ваттисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк кӗр енне аванах сулӑннӑран ун чухне пит нумаях ҫӳресе ӗлкӗреймен. Кӑҫал, акӑ, ҫу уйӑхӗнчех ӑна уҫнӑ. Веловулавӑша ҫула кӑларас шухӑша кӳкеҫсем Белоруҫ ҫӗршывӗнчи ӗҫтешӗсене кура тытнӑ. Урапаллӑ вулавӑш ача-пӑча лапамӗсене тата ваттисем патне эрнере пӗрре ҫитӗ. Ваттисем патне — ытларикунсерен, ача-пӑча лапамӗсене — кӗҫнерникунсерен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |