Нацин ача-пӑча электрон вулавӑшӗ чӑвашла кӑларнӑ, сайра тӗл пулакан тӑхӑр кӗнекепе пуянланнӑ.
Асӑннӑ электрон вулавӑша Раҫҫейӗн ача-пӑчан патшалӑх вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Халӗ электрон вулавӑша ҫак хайлавсем пуянлатнӑ: Ефим Никтинӑн «Иван паттӑр» юмах-пьеси, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ «Куян пӳрчӗ» юмах, Иван Мучин «Тавӑрпи» юмахӗ, «Улӑп» халапсен пуххи, «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм» ача-пӑча юрри, Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» калавӗ, «Ӑслӑ сӑмахсемпе юптарусем» ваттисен сӑмахӗсен, каларӑшсен, тупмалли юмахсен пуххи.
Электрон вулавӑша маларах ача-пӑча литературин 19 кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене кирек хӑш самантра вулама тата PDF форматпа уҫласа илме пулать. Вулавӑш сайтӗнче регистрациленнишӗн укҫа тӳлемелле мар.