Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша учитель кӗнеке парнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.05.2018 04:46 | 1730 хут пӑхнӑ
Культура

Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша кӗнеке вулакансенчен пӗри, Н.В. Кошелева, «Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ» кӗнекене парнеленӗ. Кӗнекене Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен шкулӗнче ӗҫленӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ учительсене халалланӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан та вӗсем хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Автор кӗнекене вӑрҫӑ паттӑрӗсем тата вӗсен тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех, ветерансен дневникӗсемпе, тӑванӗсене ҫырнӑ ҫырусемпе, кивӗ хаҫатсемпе усӑ курнӑ.

Кӗнеке Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра 2018 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ - Надежда Кошелева, Аслӑ Чементи вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ. Автор вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем те ҫырать. Надежда Васильевна — акӑлчан чӗлхипе 2 методика пособийӗн авторӗ.

#культура, #вулавӑшсем, #Патӑрьел, #Аслӑ Чемен, #кӗнекесем, #вӗренӳ, #шкулсем, #вӗрентекенсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем