Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 27.10.2019 06:21 | 126 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫак эрнере Шупашкарта тепӗр ача пахчи уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

«Планета детства» (чӑв. Ачалӑх планети) ят панӑ 207-мӗш номерлӗ ача пахчине. Вӑл Шупашкарти Сад микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти Чаломей академик урамӗнче. Ҫӗнӗ микрорайонта пурӑнакансем ку учреждение тахҫанах кӗтнӗ. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. 2013 ҫултанпа вара 44 ача пахчи хута янӑ.

«Ачалӑх планетине» тума 148 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Ку учреждение пурӗ 240 ача ҫӳрӗ. Унта пӗтӗмпе 12 ушкӑн пулӗ.

#ача пахчисем, #ачасем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сусӑр ачасем ӑмӑртнине депутат та пӑхнӑ
2019, 02, 26
Алимент тӳлемен арҫын чаплӑ машинӑсӑр тӑрса юлнӑ
2019, 07, 04
Ача пахчи тума укҫа пур, анчах ӗҫӗ юлса пырать
2019, 07, 08
Ача пахчисем тӑвасси кая юлса пырать
2019, 08, 12
Икӗ ача пахчи 4 млн ытла тенкӗ субсидие тивӗҫнӗ
2019, 09, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org