Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шашкӑ кӗрӗк тесе 30 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 03.12.2018 16:34 | 575 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискер Самар облаҫӗнчен килнӗ икӗ арҫынна ӗненнӗ те 30 пин тенкӗпе кӗрӗк туяннӑ, анчах кӗрӗкӗ шашкӑ тирӗнчен ҫӗлени маррине килне ҫитсен кӑна тавҫӑрса илнӗ. Кун пирки паян «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ.

Юрать, ҫулланнӑ хӗрарӑм ҫухалса кайман — тӳрех йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ. Лешӗсем те ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ, суйса сутаканскерсене тытма ятарлӑ план хатӗрленӗ. Ҫапла майпа кӗрӗк сутуҫисен автомобильне ҫул-йӗр инспекторӗсем чарнӑ. Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн 44 тата 45 ҫулсенчи ҫав арҫынсем Чӑваш Ене хӑйсен «Хендай-Солярис» машинипе темиҫе хут та килни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та, полици ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, вӗсен вӑлтине ҫакланакансем тата пулма пултарнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #полици, #ултав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ
2018, 01, 21
Ольга Бузова шупашкарсене кӳреннӗ
2018, 01, 31
Эмел вырӑнне курупка сутнӑ
2018, 02, 26
Ҫамрӑксем суту-илӳ центрне чӗртсе ярасшӑн пулнӑ
2018, 05, 07
Шупашкарти скверта арҫын перӗнсе вилнӗ
2018, 05, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org