Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.
Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.
«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.
Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.