Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашла картта ҫӗнӗлле кун ҫути курчӗ — хӑтлав кӗҫнерникун

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 10.12.2018 13:12 | 1272 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ схемине ҫӗнетсе тепӗр хут кӑларчӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ Чӑваш Республикин схеми малтанхипе танлаштарсан тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ (ку кӑларӑмра Чӳрекел, Хулаҫырми, Ирҫел, Вӑта Тимӗрҫен, Анат Тимӗрҫен, Клин тата Солнце чӑваш ялӗсене те курма май пур!). Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен тӗплӗхӗсене (центрӗсене) те кӑтартнӑ — ҫапла май ялсене шыраса тупассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр — схемӑра ял ячӗсене чӑвашла ҫеҫ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялсен историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнине, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ пулнине, тата ыт. те.

Чӑваш Республикин схемине «СУМ» электронлӑ лавккара туянма май пулӗ. Хакӗ — 200 тенкӗ. Карттӑн хӑтлавӗ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17 сехетре иртӗ. Пурне те 201-мӗш пӳлӗмре кӗтетпӗр!

#чӑваш чӗлхи, #Солнце, #Клин, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #чӑвашлӑх, #Хулаҫырми, #Ирҫел, #Чӳрекел, #Вӑта Тимӗрҫен, #Анат Тимӗрҫен

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/59651.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш халӑхӗ, сана пуҫ таятпӑр!
2018, 02, 15
Чӑваш чӗлхин олимпиадинче ҫӗнтернӗ
2018, 04, 24
Ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисем пичетленӗҫ
2018, 08, 24
Чӗмпӗр тӑрӑхӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашла тивӗҫлӗ шайра вӗрентмеҫҫӗ тесе шухӑшлать
2018, 11, 13
Оперӑпа балет театрне чӑвашлӑх сӗмӗ ҫапнӑ
2018, 12, 03

Комментари:

Agabazar // 1051.21.0409
2018-12-10 15:19
Agabazar
Солнце ял Аслă Накаткынран 10 çухрăм кăнтăрарах вырнаçнă. Тата тепĕр 20 çухрăмран Чĕмпĕр хули пуçланать. Карттă вара çав таранах тăсланкă пулса тухнă-и?
2018-12-11 10:56
Аçтахар Плотников
Аха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org