Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ.
Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ.
22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ.