«Ҫыхӑнура» интернет-портал хӑйӗн сайтӗнче «Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗнче камшӑн сасӑлама палӑртатӑр?» ыйтӑм йӗркеленӗ. Элтеперӗн тивӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевшӑн канашлу ҫайҫисенчен 9,7 проценчӗ сасӑлама хатӗр иккен. Ун пек ыйтӑма интернет-портал нарӑс уйӑхӗнче те ирттернӗ-ха. Ун чух Михаил Васильевичшӑн суйлавҫӑсенчен 8,5 проценчӗ хӑйсен сассине пама хатӗррине пӗлтернӗ.
Хальхи ыйтӑма 617 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 36,1 проценчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗнче Элтепер суйлавне хутшӑнас шухӑшлӑ Валентин Шурчановшӑн сасӑлас шухӑшлӑ имӗш. Форумра ларакансенчен тепӗр пайӗ, чӗрӗке яхӑнӗ темелле, суйлава каймасси пирки пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗ Олег Николаев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Ыйтӑма хутшӑннисенчен уншӑн 24,8 проценчӗ сасӑлама хатӗр иккен. Элтепер пуканӗ пирки шухӑшлакан ытти кандидатсене суйлама хатӗррисем 1 процентран пуҫласа 2 процент таран кӑна тупӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки пӗлме пулать. Ведомство кун валли 2013 ҫултанпа Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫӗ gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=10&id=1374818 тытса тӑрать.
Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки хыпарланӑ. Вӑл ҫӗре кирек епле тӗллевпе те усӑ курма май пуррине пӗлтерет Пурлӑх тата ҫӗрт хутшӑнӑвӗсен министерстви. Ҫав шутра — ҫурт-йӗр тума та, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме те-мӗн.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗ тӗлне Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫне 652 гектар йышӑнакан 234 лаптӑк ҫӗре кӗртнӗ. Асӑннӑ лпатӑкран 234-шне ҫурт-йӗр тума илме пулать, ыттине — промышленноҫ паркӗ, технопарк, бизнес-инкубатор тата ытти валли.

Паянхи куна пирӗн сайт ҫумӗнчи электронлӑ вулавӑшра 7 пин ытла хайлав шутланать, вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 41 миллион ытла саспалли. Авторсен йышӗ те пӗчӗк мар — 1000 ытла. Вӗсен шутӗнче ачасем пур пулин те чӑваш литературинче палӑрнӑ пур авторӑнне те тенӗ пекех хайлавӗсене тупма-вулама май пур. Кӗнекесен йышӗ вара 100 яхӑн — 93 штук.
Нумай пулмасть кӗртнӗ кӗнекесемпе хайлавсене аса илес пулсан, ҫаксене асанма пулать: Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн 4-мӗш тата 5-мӗш кӗнекисем, Геннадий Пласкинӑн «Ҫавраҫил» романӗ, Марина Карягинӑн «Хум пӑшӑлтатӑвӗ» кӗнеки (кӗртсе пыратпӑр) тата ыттисем.
Электронлӑ вулавӑша эпир 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Унти кашни хайлава эсир epub форматпа уҫласа илсе хӑвсамӑрӑн смартфонӑрсенче вулама пултаратӑр.
Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ.
Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Геоинформаци порталӗнче ҫӗр саккунне хӑш районта ытларах пӑсни пирки пӗлме пулать. Ку информацие нумаях пулмасть вырнаҫтарма тытӑннӑ. Унта 2011–2015 ҫулсенчи тӗрӗслевсемпе паллаштараҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫакӑн йышши хыпарпа паллашма май туса параканнисем — Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви тата Росреестрӑн республикӑри управленийӗ.
Геоинформаци порталне 2013 ҫулхи ҫулла ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Унтанпа вӑл ҫӗнӗ хыпарсемпе пуянланса пырать. Унта республика территорийӗнче вырнаҫнӑ объектсем пирки пӗлме пулать. Хальлӗхе ун пек информаци 8,5 пин ытла объекта пырса тивет. Вӗсен шутӗнче культура эткерлӗхӗ шутланаканнисем те, инвестици лапамӗсем те, суту-илӳ точки вырнаҫтарма юракан вырӑнсем те пур.
Чӑваш халӑх сайтне уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитсе пынӑ май эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттересси пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те хутшӑнакансем ытлашшиех тупӑнмарӗҫ-ха. Паллах, сайтсем йышӑнса ҫитерессиччен тата вӑхӑт чылай — ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтетпӗр. Ҫавах та сире кӑштах та пулин хавхалантарас тесе ӑмӑрту валли ятарлӑ сайт хатӗрлерӗмӗр. Унпа эсир shursana.chuvash.org адреспа паллашма пултаратӑр.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерӗпӗр. Мала тухнӑ сайтсене премисемпе чыслас шухӑшлӑ.
Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тепӗр конкурс пирки те аса илтерес килет. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленессе нумай юлмарӗ теме пулать. Хайлавсене йышӑнасси акан 27-мӗшӗнче вӗҫленет. Вӑхӑт нумай мар — пӗр уйӑхран та сахалрах.
Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗ вӑхӑт таппипе тан пырать тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Йӑлана кӗнӗ евӗр мелсемпе усӑ курни кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшланӑ май «Интернет-йышӑну» ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе центр ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑл кӳрекен мӗнпур пулӑшу пирки пӗлме, кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама пулать. Мӗнпур ыйтӑва социаллӑ тытӑм ӗҫченӗсем ҫийӗнчех хуравлассине, пулӑшассине шантараҫҫӗ.
Ыйтусене http://www.shumerly-centr.soc.cap.ru адреспа кӗрсе «Ыйту–хурав» баннерта хӑварма пулать. Анчах малтан регистрациленмелле. Кунсӑр пуҫне Skype электрон сервис урлӑ та уҫӑмлатма май пур. Специалистсем ыйтӑва электрон-ҫырупа хуравлӗҫ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче пулсан ҫийӗнчех уҫӑмлатӗҫ.
«Интернет-йышӑну» талӑкӗпех ӗҫлет.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци старт илнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Акципе килӗшӳллӗн «1945» номер ҫине шӑнкӑравласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кӗвӗсенчен пӗрине карас телефонӗн шӑнкӑравӗ ҫине лартма пулать: «Темная ночь», «Прощание славянки», «Катюша», «Синий платочек». Шӑнкӑрав тӳлевсӗр.
Ҫак номерпех шӑнкӑравласа «Этот День Победы» сериала итлеме, 70 ҫул каялла фронтра мӗн пулса иртнине пӗлме май пур. Ҫавӑн пекех «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци эмблемине тӗнче тетелӗнчен уҫламашкӑн каҫӑ илме пулать.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци пулӑшнипе Ҫӗнтерӳ историйӗпе тӗплӗнрех паллашма май пур. Ку акци пӗрремӗш хут 2010 ҫулта иртнӗ. Унта 20,9 миллион ҫын хутшӑннӑ.
Акци пирки may9.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать. Унта «МТС», «Билайн», «Мегафон», «Теле 2» ҫыхӑну операторӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Паян кӑнтӑрла икчӗлеллӗх пирки каласа паракан ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ, вӑл www.ich.edu.cap.ru/?t=eduid&eduid=4823 адреспа вырнаҫнӑ. Сайта хатӗрлекенсем ун урлӑ ашшӗ-амӑшӗ килте тата вӗренӳре хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе мӗнле усӑ курмалли пирки материалсемпе пулӑшма шантараҫҫӗ, тӑтӑшах ҫӗнӗ статьясемпе тивӗҫтересси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Чӑвашла «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем» ят панӑ сайта тӑватӑ чӗлхепе хатӗрленӗ — чӑвашла, вырӑсла, тутарла тата ирҫелле. Пирӗн республикӑра ҫак тӑватӑ чӗлхепе те вӗренӳ пырать иккен. Ҫавах та сайт йӗркелӳҫисем каярах, май килнӗ таран, унта ытти чӗлхеллӗ материалсемпе те паллаштарма шантараҫҫӗ.
Сайта хатӗрлекенсен йышӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвне тата уйрӑм ҫынсене асӑннӑ.
Халӗ пурте тенӗ пекех халӑх тетелӗсенче регистрациленсе пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн — пурнӑҫ малаллах шӑвать, ҫӗнӗ технологисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ те халӑхпа хутшӑнасшӑн. Паллах, халӑх тетелӗнче. Администрацин Инстаграм сӑнӳкерчӗксен тетелӗнче хӑйӗн официаллӑ страници пур.
Хула адиминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку страницӑра хула хуҫалӑхӗн тата ытти тытӑмӑн ӗҫне сӑнлакан сӑнсем, Шупашкар аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ сюжетсем пичетленеҫҫӗ.
Сӑнсем пичетлесси — тӗп тӗллев мар. Администраци халӑхпа ҫыхӑнасшӑн, унӑн шухӑшне пӗлесшӗн. Администрацин ытти халӑх тетелӗнче те страницӑсем пур. Унта ҫынсем унта сӗнӳсем ҫыраҫҫӗ. Администраци вара унпа усӑ курса ӗҫлет.
