Пушӑн 20-мӗшӗнче ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче «вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне хакласси» сасӑлав хута кайнӑ. Тепӗр кун валли унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ятарлӑ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалтан пуҫласа халӑхра хӑйтытӑмлӑх ертӳҫем епле ӗҫленине хакламашкӑн ҫулталӑкра пӗр хут ыйтӑм ирттерме тытӑнӗҫ.
Ыйтӑма влаҫ органӗсен порталӗнчи интерактивлӑ хурмӑсем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. Халӑх хаклавне экспертсен ятарлӑ комиссийӗ тишкерӗ. Пӗр-пӗр тытӑм ӗҫӗ сасӑланӑ халӑхӑн 30 процентне тивӗҫтермерӗ тӗк ӑна япӑххисен йышне кӗртӗҫ.
ЧР Информаципе массӑлла коммуникацисен министерстви ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче тата муниципалитетсен официаллӑ сайчӗсенче информаципе телекоммуникаци тетелӗсемпе тата информаци технологийӗсемпе усӑ курса ыйтӑмӑн веб-хурмине шухӑшласа кӑларнӑ. Ыйтӑмра арҫын е хӗрарӑм пулнине, ӳсӗме, вӗренӗве, социаллӑ вырӑна палӑртмалла. Сасӑлавҫӑсене ЧР Элтеперӗн ӗҫне, муниципалитетсен администрацийӗсен ертӳҫисене, вырӑнти депутатсен пухӑвне хаклама сӗнеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать.
Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ.
Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ.
YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук.
Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет.
Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: http://hypar.ru. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.
Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи Николай Никольский 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ.
Паянтан пирӗн электронлӑ вулавӑшри чылай хайлава epub форматпа уҫласа илме пулать. Унпа усӑ курса эсир хайлавсене электронлӑ вулав хатӗрсенче — смартфонсенче, планшетсенче — вулама пултаратӑр. Уҫласа илес тесен хайлав страницине уҫмалла, унта вара epub форматӑн иконкине шыраса тупмалла та ун ҫине пусмалла.
Ҫавах та кашни хайлава хальлӗхе электронлӑ вулав хатӗрӗ валли тӑвайман-ха — кунта кӑткӑс тытӑмлӑ текстсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем валли скрипта каярах хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир малашне кӗнекесене те уйрӑм файлпа уҫласа илме май туса парасшӑн. PDF формат пирки те манса кайман, анчах та ӑна валли хатӗрлеме кӑшт кӑткӑсрах пулнине шута илсе ку ӗҫе малашлӑха куҫарса.
Ҫавӑн пекех нумай пулмасть эпир шырав пайне кӑшт ҫӗнетсе — малашне унпа усӑ курса сӑвӑсенче уйрӑммӑн тата прозӑллисенче уйрӑммӑн шырама май пур.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра 6 500 яхӑн хайлав вырнаҫнӑ. Пурӗ 70 ытла кӗнекепе пуян. Хальтерех кӗртнисен шутӗнче Алексей Воробьевӑн «Ҫут пайӑрка», Лидия Филипповӑн «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт», Анатолий Ырьятӑн «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх», Аркадий Ӗҫхӗлӗн «Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ» кӗнекесене асӑнма пулать.
Ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви патшалӑх пурлӑхне приватизацилес йӗркене ансатлатма шут тытнӑ. Ҫӑмӑллатас тени ҫавӑн пек тӑвасси ҫинчен пичет кӑларӑмӗсенче хыпарлас йӗркене пӑрахӑҫлассипе ҫыхӑннӑ.
«Пурне те пӗлтересшӗн мар», — тесе пӗтӗмлетме кирлӗ мар-ха. Приватизацилеме шухӑшланӑ патшалӑх пурлӑхӗ пирки информацие тӗнче тетелӗнче пичетлӗҫ. Ҫавсенчен пӗри вӑл суту-илӳ пирки систерекен ятарлӑ сайтсенчен пӗри — torgi.gov.ru. Кунсӑр пуҫне информацие сутуҫӑн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Ҫапла йышӑнни хысна туприне перекетлеме тата суту-илӳ вӑхӑтне кӗскетме пулӑшмалла иккен. Ятарлӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе ҫитересшӗн.
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ.
Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Тӗпренчӗкӗсене ача-пӑча пахчине яма черете тӑрас тесен ӳлӗмрен вӗренӳ пайне е нумай ӗҫ тӑвакан центра ҫити кайма кирлӗ мар. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен черете килте ларсах ҫырӑнма май туса панӑ.
Электрон черете тӑрас тесен компьютер тата тӗнче тетелне тухма май пулмалла кӑна. Sad.edu.cap.ru текен сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унтан ашшӗ-амӑшӗ валли ятарлӑ код ярса парӗҫ. Ун тӑрӑх вӗсем черет епле шунине сӑнаса тӑрайӗҫ. Онлайн меслечӗпе специалистсенчен тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май та туса панӑ.
Шел те, пирӗн тӳре-шарасем ниепле те сайтсем тунӑ май республикӑн икӗ патшалӑх чӗлхипе те усӑ курма вӗренсе ҫитеймеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сайт та — вырӑсла кӑна.
Пирӗн сайтра орфографи йӑнӑшӗ сахал мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри вӗсем пирки ансат мелпе пӗлтермелли май туса пама ыйтатчӗ. Чӑваш Республикин официаллӑ влаҫ порталне те тӗслӗх пек илсе кӑтартатчӗҫ. Паян вара ҫак хатӗре сайта вырнаҫтартӑмӑр.
Эпир «Orphus» системӑна суйласа илтӗмӗр. Пӗрремӗшӗнчен — вӑл чи анлӑ усӑ кураканскер, иккӗмӗшӗнчен — ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Чӑвашла ҫуккӑччӗ те хамӑрӑн тӑван чӗлхепе те куҫарса патӑмӑр. Хайхи халь ҫак хатӗрпе усӑ курса асӑрханӑ йӑнӑша тӳрех пире пӗлтерме пултаратӑр. Малтан шӑшипе йӑнӑш текста уйӑрӑр, кайран харӑс Ctrl-па Enter пускӑчсене пусӑр. Уҫӑлнӑ чӳречере йӑнӑш пирки ӑнлантарса пама та пултаратӑр. «Пӗлтер» ҫине пуссан информаци пирӗн пата ҫитӗ.
Ку хатӗре ҫитес вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтне тата электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарӑпӑр. Сӑмах май, эпир унччен чӑвашла текстсенчи орфографи йӑнӑшӗсене тупмалли хатӗр — Hunspell — ӑсталасаччӗ. Вӑл паян кун та ӗҫлет, унпа усӑ курма пултаратӑр.
Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр).
Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар тата Канаш районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ).

Кӑҫал эпир ҫитес ҫул валли ятарлӑ кунталӑк (календарь) кӑлартӑмар — чӑваш уявӗсемпе. Вӗсене эпир палӑртасса палӑртрӑмӑр та, анчах чылайӑшӗ вӗсем пирки пӗлсех каймасть — епле тата хӑҫан уявланине, ӑҫта пухӑннине, камсем ирттернине. Ҫавӑнпа та пӗчӗк саспаллисемпе айӑккинче асӑнса хӑвартӑмӑр — тӗплӗрех пӗлес тесен пирӗн сайта кӗрсе пӑхмалла имӗш. Паян эпир ҫапла май Нартукан пирки ятарлӑ страница йӗркелерӗмер (вӑл кун вӑрӑмланма пуҫланӑ кун, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пуҫланать-ҫке! Халь шӑп та лӑп Науртукан эрни пырать).
Унта эсир уява мӗне тӗпе хурса уявланине, «нартукан» сӑмах епле пулса кайнине пӗлме пултаратӑр. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫак уява епле ирттерни кӑсӑклӑ-и? Йӑлт кӗртрӗмӗр — Куславкка тӑрӑхӗнчи йӗркене те, Самар облаҫӗнчине те, инҫетри пушкӑрт чӑвашӗсенне те. Унсӑр пуҫне Нартукан юррисемпе те паллашма май пур. Унта эсир Хӗл турханӗ кам иккенне пӗлме пултаратӑр, Ҫилачипе Юрпике мӗншӗн унпа пӗрле ҫӳренине.
