
Пултаруллӑ сӑвӑҫсем пирӗн халӑхӑн сахал мар пулин те Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ Алексей Аттил вӗсен йышӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Пурӑннӑ пулсан паян вӑл 70 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман унӑн, вӑтӑр улттӑра ҫӗре кӗнӗ.
Алексей Аттил (ашшӗпе Васильевич) хӑйӗн сӑввисене васкамасӑр ҫырнӑ, — пӗлтерет Вениамин Тимуков: «Вӑл хыпаланмасӑр, чунра капланнӑ шухӑш-туйӑма ҫынсене каласа памасӑр пурӑнма май ҫук чухне кӑна сӑвӑсем хывнӑ». Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсем нумаях мар пулин те, кашни сӑввинче тенӗ пекех тарӑн философи вуланать.
Алексей Аттилӑн сӑввисем уйрӑммӑн пӗр кӗнекере ҫеҫ тухнӑ — «Илем» ятлинче (1985). Паян эпир ҫав кӗнекене электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗмӗр — пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗпе унта туллин паллашма пулать.
Ытларикун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2012 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе сесси иртӗ. Унта эпир сӑмахсарсен сайчӗ пирки каласа панисӗр пуҫне ҫӗнӗ сайтӑн хӑтлавне те ирттерӗпӗр — унпа паллаштарӑпӑр. Пӗтӗмлетӳллӗ сесси 9 сехетре пуҫланать. Чӑваш терминологийӗпе ӗҫлеме кӑмӑллакансене хӑтлава пыма йыхравлатпӑр.
Терминсен онлайн-канашлӑвӗ http://termin.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Эпир ӑна «Хавал» пӗрлешӳпе пӗрле ӑсталарӑмӑр. Тӗп страницӑра тӗрлӗ пайсен йышне курма пулать. Унтах эсир ҫӗнӗ куҫарусемпе, куҫарӑва кӗтекен терминсемпе паллашайратӑр. Кашни терминӑн уйрӑм страници пур: сӳтсе явма, куҫарусем сӗнме пулать. Сайт ӗҫӗпе кулленех паллашса тӑма кӑмӑл пур пулсан — сире валли сайтри ӗҫ сӑнавӗпе терминсен тулли йышӗн страницисем пур.
Терминсене хушма, куҫарусем сӗнме регистрациленнисем кӑна пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл бета-верси шайӗнче ӗҫлет. Шухӑшласа хунӑ хӑш-пӗр япалана ҫеҫ туманнине шута илсен унпа паян та туллин усӑ курма май пулнине пӗлтерес килет. Хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 700 ытла термин, 420 ытла куҫару.

2011 ҫулта пирӗн сервер юрӑхсӑра тухнӑччӗ. Шел пулин те, ӑна халӗ те ӗҫлеттерсе яма пултараймарӑмӑр-ха — ҫаплипех вӑхӑтлӑха тара илнӗ вырӑнта «пурӑнатпӑр»-ха. Кунта нумай вӑхӑта вырнаҫмӑпӑр тесе хӑш-пӗр пайсенчи кӑлтӑксене курса тӑрсах тӳрлетмесӗрех хӑварнӑччӗ. Эсперанто версинчи даннӑйсене, сӑмахран, пачах та кӗртменччӗ...
Анчах вӑхӑт шӑвать, сервер ҫаплах ӗҫлемесӗр выртать. Кӑлтӑксем те сайт пахалӑхне пӗрре те ӳстермеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе паян пурне те (куҫа курӑннисене) юсама тӑрӑшрӑмӑр: сайт пуҫелӗкӗнчи ӑнсӑртран тухакан ӑслайлӑ сӑмахсене курӑнмалла турӑмӑр (малтан сарӑ тӗспе тухатччӗҫ те вуланмастчӗҫ); «Сӑмахсем» пая тавӑртӑмӑр; эсператно версийӗнчи даннӑйсене кӗртрӗмӗр (статьясем, хыпарсем, сӑмахсем, тата ытти); акӑлчан версинчи хыпарсене юсарӑмӑр (ӑнсӑртран унта акӑлчанлисем вырӑнне чӑвашлисене кӗртнӗччӗ). Тен, вӑхӑт тупӑнсан, сӑнсен галерейине те ӗҫлеттерсе ярӑпӑр :) — унӑн калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран сайта сервера куҫарма питӗ йывӑр...
Хамӑрӑн сайта эпир «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн телепрограммине вырнаҫтартӑмӑр.
Телепрограмма сулахай енче пулӗ — вӑл кашни кун ҫӗнелсе тӑрӗ. Унта эсир паянхи кун кӑтартакан программӑсен йышне курма пултаратӑр. Ҫав шутра иртсе кайнисем пулмӗҫ — вӗсемпе эсир наци телерадиокомпанийӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.
Ҫавӑн пекех, тен, ҫывӑх вӑхӑтра, радиокӑларӑмсен йышне те вырнаҫтарӑпӑр.
Чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре усӑ курма чарнӑ сайтсен «хура списокӗ» ӗҫлеме пуҫланӑ. Реестра вӑл е ку сайта кӗртнине zapret-info.gov.ru адреспа тӗрӗслеме пулать.
Пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ӗҫ тума хистекен, сарӑмсӑр вилӗм патне туртакан, алкогольпе, наркотикпе, пируспа туслашма хӗтӗртекен информацие сарнӑшӑн «Ачасене сывлӑхне тата аталанӑвне сиенлетекен информацирен хӳтӗлесси ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнман граждансене — 3 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене тата усламҫӑсене 25 пин, юридици сӑпачӗсене 200 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 7 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах ҫак кун 2005 ҫулта Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑннӑ.
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ интернет-педканаш хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ирттерекен ҫак форум кӑҫал 6-мӗш хут чӑваш чӗлхипе литературине, культурӑна тата ытти хӑш-пӗр предмета вӗрентекенсене пуҫтарать. Яланхи пекех педагогсем инҫет канашлура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ, вӗренӳ институчӗпе тата ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Самаях кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикн министерстви те хастаррӑн хутшӑнать.
Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫалхи форумра 9-мӗш тата 11-мӗш классем патшалӑх экзамӗнӗсене мӗнле тытнине тӗпчес, ачасене изложенипе сочинени ҫырма вӗрентес, ачасен чӑвашла хутшӑнӑвне аталантарас ыйтусем тата чӑваш педагогӗсем валли тухса тӑракан пӗрремӗш «Шкулта» электрон журнал тавра пырӗ.
Интернет педканаш хӑйӗн ӗҫне авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетме палӑртать.
«Тӑван ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа паян 80 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лӑп утӑн 27-мӗшӗнче «Колхозник ҫулӗ» ятлӑ хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫакна тӗпе хурса ӗнтӗ «Тӑван ен» хаҫатӑн ҫӗнӗ сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Паллах, ырӑ пулӑм. Анчах та чуна ыраттараканни — вӑл вырӑсла пулни. Мӗн вара, халӑх вырӑсланса пырать тесе, хаҫат-журналсене те вырӑсла ҫеҫ кӑлармалла-им? Хитре ӗнтӗ, анчах та кунта пӗрре те тытӑнса тӑрас килмест — мӗнле уҫнӑ, ҫавӑн пекех хупас килет. Чӑвашла тума майсем ҫук-и? Укҫа-тенкӗ ытларах ыйтать? Е чӑвашлипе аппаланас килмест?
Ыйтассӑм килет: республикӑра чӑвашла тухакан хаҫат-журнал сайчӗсем хӑҫан хӑнасене ЧӐВАШЛА кӗтсе илме пуҫлӗҫ? Тӗслӗхрен, «Хыпар» хаҫат сайтӗнче чӑвашли ытларах пулсан та хӑнасене вӑл «Добро пожаловать!» тесе кӗтсе илет! Апла пулни вырӑнлӑ марри пуҫа та кӗмест пулас хаҫат пуҫлӑхӗсене.
Вак-тӗвек шайӗнче те пулӗ ку япала, анчах та шута илмелле — кунашкал вак-тӗвексем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахри асӑхамасӑр лекнӗ йӑнӑша епле куратӑр — вырӑсла тунӑ сайт ҫавӑн пекех куҫа пырса тӑрӑнать (маларахри «асӑрхамасӑр» сӑмаха ятарласа йӑнӑшпа ҫырнӑ).
Паянтан пуҫласа тетелти «СУМ» лавккари кашни тавар пирки эсир хӑварӑн шухӑшӑра хушма пултаратӑр. Шухӑша кӗртнӗ май эсир тавара хак пама, ӑна сӗнме пултаратӑр. Ҫапла май, сирӗн шухӑшӑрсене шута илнӗ май тавара пӑхакан тен ӑна туянма та шутлӗ.
Комментари, е шухӑш хушасси тетелти чылай лавккан пур, халӗ унашкал хатӗр «СУМ»-ӑн та ӗҫле пуҫларӗ.
Кӗскен: «СУМ» лавккара эсир терлӗ кӗнекесем (200 яхӑн), DVD (100 ытла!) тата CD дисксем туянма пултаратӑр. Ҫӗнӗ таварсем шутӗнче: «Нараста юмахӗсем» (200 тенкӗ), «Повествование о чувашах» (2-мӗш кӑларӑм, 132 тенкӗ), Н.И.Ашмаринӑн «Болгары и чуваши» (135 тенкӗ), Юхма Мишшин «Реют знамена Волжской Болгарии» (400 тенкӗ, 2 историллӗ романӑн вырӑсла куҫӑрӑвӗ).
Тетелти «СУМ» лавкка ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — Чӑваш Ен (9 саккас), Шупашкар (4), Мускав (3), Пушкӑртстан (3), Чӗмпӗр (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, Тутарстанран, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр.
Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр.
