«Кунçул хитре ыр тĕллевпе кăна...»
Алексей Аттил кунçулĕ вăрăм пулмарĕ. Нумай çул хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн вăл, вăтăр çичĕ çула кайнăскер, 1979 çулта çĕре кĕчĕ. Поэзире çирĕм çула яхăн ĕçлерĕ сăвăç. Шучĕпе илсен, Алексей Аттил çырнă произведенисен йышĕ пысăках мар. Вăл хыпаланмасăр, чунра капланнă шухăш-туйăма çынсене каласа памасăр пурăнма май çук чухне кăна сăвăсем хывнă. Поэзие тарăннăн, анлăн ăнланнăскер, поэт кашни произведенирех чунри хавхаланупа пăлханăва витĕмлĕн, сăнарлăн кăтартма тăрăшнă.
Виçĕ авторпа пĕрле кăларнă «Виçĕ хĕлĕх» кĕнеке (1971) хыççăн А. Аттил сăввисем «Хĕвел пайăрки» ятлă коллективлă сборникра (1981) тухнăччĕ. Аттилпа Шупашкарта, пединститутра, пĕрле вĕреннĕрен, пĕрле пурăннăран, кайран та час-часах тĕл пулнăран, эпĕ унăн ĕмĕчĕсене, шухăшĕ-туйăмĕн хăйевĕрлĕхĕсене самай аван чухлаттăмччĕ. Хура кăтра çӳçлĕскер, литературăпа искусство çинчен калăçнă чухне яланах канăçне çухатакан çамрăк, поэзири ăстасен пултарулăхне вĕçĕ-хĕррисĕр тĕпчетчĕ. Халиччен хăнăхман, çамрăксене хальлĕхе ăнланма йывăртарах сăнлăх меслечĕсемпе çырнă пĕр савса тĕпчесех тепĕр чухне пĕр-икĕ кун иртсе каятчĕ. Пултарулăхăн тĕрлĕ мелĕсене ăса илме ăна музыка, живопись, скульптура тата ытти искусствăсем çинчен çырнă кĕнекесене тишкерсе вулани те пулăшатчĕ.
«Илем» кĕнеке — А. Аттилĕн уйрăм тухакан пĕрремĕш сборникĕ. Унта халиччен ниçта пичетленмен сăвăсем те нумай. Поэт произведенийĕсем вулакансене хăйне евĕрлĕ тĕнчене — шухăшпа илем тĕнчине — илсе кĕреççĕ.
Хăйĕн пултарулăхĕн пуçламăшĕнче А. Аттил çапла çырнă:
Кунçул хитре ыр тĕллевпе кăна.
Çĕнсен çеç пархатарлă вăл. Çĕнтер.
Тасалăх сан хĕçпăшалу. Ăна
Ан тиркештер, тытма вăй-хал çитер.
Çак тасалăхпа, ырă тĕллевпе кевĕленĕ сăвăç хăйĕн кеввисене.
А. Аттил поэзийĕнчи тĕнче çутă, хавхалануллă, çав вăхăтрах кăткăс та пăлхануллă. Унăн çутçанталăк ӳкерчĕкĕсем те этем пекех чĕрĕ. «Çутăлнă чух хĕвел хайне ирпе кăштах юлса вăраннă пек туять: питçăмартийĕ ун вăтаннипе йăм-хĕрлĕ шуçăм тăсĕпе тулать», — çакăн пек сăнарлать поэт çуллахи хĕвеле «Çутăлнă чух» сăввинче. Чăваш халăх поэчĕ Александр Алга та А. Аттилăн «Илем» ятлă алçырăвне çамрăк сăвăçсен 1975 çулхи семинарĕнче пăхса тухнă хыççăн, çак сăвва уйрăмах палăртса, çапла çырса хăварнă:
«Тӳрех калас, «Илем» алçырăвĕнчи сăвăсенчен мана пайтахăшĕ килĕшрĕç. Сăмахран, «Çутăлнă чух» епле хитрен шăранса тухнă. Акă унăн юлашки строфи:
Канма ларсан хĕрарăм улăхра
Пухса парать те ачине çырла,
куратăп: шуçăм çĕнерен тухать
Ача кулли çинче тăр-кăнтăрлах.
Кунта сăнарлăх та пур, шухăш та. Ырă илем куçа курăнсах каять. Яр-уçă сăвă».
А. Аттил çуралса ӳонĕ ял — Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт. Ку тăрăхра вăл шкулта та чылай ĕçленĕ, юлашки çулĕсене кунта пурăнса ирттернĕ. Ял икĕ енче те ĕмĕрхи сĕм вăрман, мăйăрлă, çырлаллă, кăмпаллă ĕшнесем. Унта-кунта колхоз утарĕсем, уçă саслăн шăнкăртатакан çăлсем.
Кĕр кунĕ тăвăл евĕр ирĕк.
Ăна хăлаçлансах хуçаймăн:
шыв çийĕн ӳпĕннĕ те çирĕк,
хăй шăпине сăнать куç айĕн.
Алексей Аттил çырнă çак йĕркесене вуласан, мана ял пуçĕнчи ешĕл улăхри çирĕклĕх аса килет. Поэт сăввисенчи çутçанталăк этем пекех чĕрĕ терĕмĕр. Черĕ те ырă кăмăллă, ĕçчен те хавхалануллă, илемлĕ те пысăк ĕмĕтлĕ вăл. Акă, илсе пăхар-ха хăшпĕр йĕркесене: «Кĕр кунĕ тăвал евер ирĕк. Килет кĕтмен çĕртен пĕр çулсăр», «Телей вăл — тин вăраннă ир», «Кĕркуннехи уç сывлăш — панулми. Пиçсе кӳпченĕ çăтмахра — сипетлех. Сывлатăн пĕчĕк ачалла туллин. Кулатăн мĕн пурри пурте çитетлĕн», «Пин те пĕр юр пĕрчи — пин те пĕр юрă — пĕр сассăр ярăнать сив сывлăшра», «Юр кĕрчĕсем сывлаççĕ сассăр», «Çурхи тĕлĕнмелле тасалăх пур март йĕркесĕрлĕхĕнче»...
Кунашкал йĕркесем татах нумай асăрхама пулать кĕнекере. Сăвăç произведенийĕсенче гражданлăхпа интимлăх кĕввисем уйрăлми пĕрлешнĕ. Тырпул ӳстерекен, сăмахран, пин-пин юр пĕрчинче пин-пин юрă илтет. Лирикăллă герой яланах илемлĕ пуласлăхшăн хавхаланать: «Эп йĕркесĕр кирпĕч купинче çĕнĕ çурт хăпарнине куратăп» е — «Пылчăкланнă хирсенче ыран хăмăш пек çĕкленĕ тулăх тулă».
Алексей Аттилăн юрату сăввисенче чăн-чăн илем, тасалăх çиçсе тăрать:
Эс, Валя, сывлăм шывĕ пек таса.
Пĕр тумламран ирхи тĕнче пăхать.
Çаплах куллу та, куçусем те сан,
Тен, пĕтĕçтернĕ пур çамрăклăха.
Çав вăхăтрах юрату хавхалануллă та кăткăс. «Елккен те, шелсĕр те илем», — тет ун пирки сăвăç. Савăнăçпа телей, чун ыратăвĕпе асапĕ юнашарах-мĕн унта. Ĕмĕтленнĕ илем час-часах ултавлă шевлисемпе те йăлтăртатса илет-мĕн. Пурнăç кăткăслăхĕ хăй çинчен çынна час-часах аса илтерет пулин те, этемĕн хуçалса, вăйсăрланса лармалла мар, телейшĕн çине тăрса кĕрешмелле — акă мĕнле туйăм çуралать А. Аттил сăввисене вуласан.
Телей — таса çамрăклăхран
Мĕн ватлăха çити пĕр намăс
ĕçпе вараланмасăрах
утас тени. Ут — пуçна ан ус.
Çак сăмахсем — сăвăçăн кăмăлĕ, ĕçĕ. Ахальтен мар вăл хăйĕн пирки çакăн пек калама пултарнă:
Йывăç, вăхăчĕ çитсен,
йывăр улмине пăрахтăр.
Лăпкă эп те. Ман кунсен
ыр пĕлтерĕшĕ пурах-тăр.
Сборникра халиччен ниçта та пичетленмен сăвăсем те нумай терĕмĕр. Вĕсенчен чылайăшне поэт хăйĕн пурнăçĕн юлашки çулĕсенче верлибр формипе çырнă. Пуçа капланса килнĕ шухăша уçăрах, ăнланмалларах калас тенĕ пуль вăл:
Тĕнче виçĕ тĕспе пуян:
хĕл — шурă, çу — симес, кĕр — сара.
Çĕрле чуна çĕклекен тепĕр тĕс —
çăлтăрсен çулăмĕ.
Чун икĕ тĕспе ирĕклĕ:
шурă-хура асам.
Умра —
çулçăсем вĕçеççĕ,
юр тăкăнать,
календарь листисем татăлаççĕ.
Хыçран
эп ăсталанă япаласемпе
эп ят панă ăнлавсем
хурлăн пăхса юлаççĕ.
Хăй юратнă поэтсен произведенийĕсене те хавхаланса куçарнă Аттил. Вĕсем хушшинче эпир Пастернак, Рильке, Тютчев, Фет тата ыттисен сăввисене куратпăр. Венгри поэчĕсен чăвашла тухнă антологийĕнче те вăл куçарнă сăвăсем пур.
Алексей Аттил сăввисенчи шухăш-туйăм, чĕрĕ ӳкерчĕксем, сăнлăхсем вулакансене малашне те нумай хавхалантарĕç, шухăша ярĕç, пархатарлăхпа тасалăх патне чĕнĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...