Вениамин Петрович Тимаков Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче 1940 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă.
Ялта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухать. 1964 çулта ăна Вăрмар районĕнчи Шăхаль вăтам шкулне вĕрентме яраççĕ. Унта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн В.Тимаков ЧР Телевиденипе радиовещани комитетĕнче тăлмачра ĕçлет, унтан ăна «Пионер сасси» хаçата чĕнсе илеççĕ.
1972 çулта В.Тимаков И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш литератури кафедри çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухать, ун хыççăн Ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн литературăпа фольклор пайĕнче ĕçлеме тытăнать, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн анлă пултарулăхне тĕпчесе каярахпа филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕлет.
1976-1980 çулсенче поэт «Тăван Атăл», «Хатĕр пул» журналсенче, ЧР писательсен союзĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлет.
В.Тимаковăн паллăрах кĕнекисем: «Аслă çыхăну», «Юмансар», «Туссемпе тĕл пулни», «Хирти сасăсем».
В.Тимаков 1976 çултанпа СССР писателĕсен союэĕн членĕ пулнă.
Поэт 2002 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...