Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сайтсем

Темиҫе ҫул хушши ӑсталаннӑ «Тупмалли юмахсем» проектра тинех ӑмӑрту пуҫланчӗ! Ӑна пуҫлама пулӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫине В. Андреева; тупмалли юмахсен пуххине нумайлатма пулӑшнӑшӑн Г.А. Дегтярёва; сайт ӗҫне тӗрӗслеме пулӑшнӑшӑн Chuvash.Org пӗрлӗхре хутшӑнакансене тав сӑмахӗ калатпӑр!

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырама лекӗ. Шырани харама каймӗ — чи ӑнӑҫлисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр:

 

1 вырӑн. Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ чӑваш сӑмахӗсен пуххи.

2 вырӑн. Э.И. Патмар 10 кӗнекере хатӗрлесе кӑларма палӑртнӑ халӑх сӑмахлӑхӗн пуххинчи кӗнекесем.

3 вырӑн. ЧПГӐИ пичетлесе кӑларнӑ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» кӗнеке.

 

Ӑмӑртӑва вӑйӑ майлӑ йӗркеленӗ. Вӑйӑҫа 10 ҫӑлтӑр парӗҫ. Тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлсен нухрат лекӗ, пӗлмесен ҫӑлтӑр шутне катӗҫ.

Малалла...

 

АВН
14

Савӑнӑҫлӑ хыпар
 Виталий Михайлов | 14.09.2009 18:02 |

Трак ене Мускавран савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» экологи форумӗ ирттерекен конкурсӑн лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Вӑрмана хӳтӗлер» сайчӗпе «Хальхи технологисем - ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре" (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен конкурсӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкули обществознани предметне вӗрентекен Михайлов В.М.

Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс планета — 2009» форумра «Вӑрман пурнӑҫӗ тата ҫын шӑпи» (литература конкурсӗ) номинацире Жукова Анастасия (Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази) тата Михайлова Татьяна (Шывпуҫ шкулӗ) лауреат пулса тӑнӑ.

Конкурс оргкомитетне пултарулӑх ӗҫӗсене Раҫҫейри 73 регионтан тата тӗрлӗ ют ҫӗршывран тӑратнӑ. Ҫав шутра: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Бразилирен, Индирен, Италирен, Казахстанран, Кипртан, Китайран, Молдовӑран, Румынирен, Словакирен, Туркменистанран, Турцинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Уругвайран.

Малалла...

 

Пирӗн сайтра вырнаҫнӑ электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ пин ҫурӑран иртрӗ!

Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Паллах, чӑвашла хайлавсем пирӗн сайтра унччен те вырнаҫнӑччӗ. Шел те, вики технологийӗпе меллӗ электронлӑ вулавӑша йӗркелеме май ҫукки курӑнчӗ — ҫаванпа та ятарлӑ сайт тума тиврӗ. Движокне те ятарлине хатӗрлемелле пулчӗ — хатӗррисем ытла та кӑткӑс, тата чӑваш литературин уйрӑмлӑхӗсене палӑртмаҫҫӗ. Ҫапла май пирӗн сайтра электронлӑ вулавӑш ҫуралчӗ те.

Унтанпа ҫулталӑк та иртрӗ темелле. Ӗҫне нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла. Ҫулталӑк хушшинче вулавӑш, каларӑм ӗнтӗ, 1 500 ытла хайлавпа пуянланчӗ. Калас пулать — вӗсенчен пин патнелле — сӑвӑсем. Ҫавах та ытти тӗрлӗ жанрсем те пур: калав (200-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (60 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (15 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 4 повесть, 4 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 1 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати», чӗрӗкне кӗртнӗ), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур.

Малалла...

 

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Малалла...

 

ҪӖР
24

Ҫӗнӗ сайт
 Аçтахар Плотников | 24.06.2009 11:53 |

Паян тӗнче тетелӗнче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.

 

Сайта икӗ чӗлхепе хатерленӗ — чӑвашла тата вырӑсла. Эсир кунта Комисси мӗн ӗҫӗпе ӗҫлени ҫинчен, вӑл хатӗрленӗ проектсемпе тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ытти документсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫак сайта уҫнӑ тӗле хатӗрленӗ сарӑма (раскладкӑна) та тупма пултаратӑр — унпа усӑ курса чылай программӑра чӑвашла пичетлеме май пур. Ыйтусем ҫуралсан — ятарлӑ формӑпа усӑ курса вӗсене комисси пайташӗсене пама пулать.

 

Сайт пурри Комисси пайташӗсене (вӗсен йышне сайтра тупайратӑр) лайӑхрах ӗҫлеме май парасса шанса тӑратпӑр!

 

Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 пинрен иртрӗ. Ӗнер, акан 6-мӗшӗнче 10 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Хайдеггер Мартин ятлӑ нимӗҫ философӗ ҫинчен пулчӗ.

Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 125 пин ытла статья тупма пулать) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (3,7 пин), удмурт (400 патнелле), пушкӑрт (430), ҫармӑс, мӑкшӑ (300 ытла), ирҫе (700 патнелле) уйрӑмӗсем.

Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!

 

Ҫапла, паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 7 пине ҫитрӗ. 7 пинӗмӗш сӑнӳкерчӗкне «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртнӑ мероприятинче ӳкернӗ — ку та пирӗн шутпа питӗ палӑртуллӑ пулӑм.

 

«Чӑваш тӗнчи» — пысӑк калӑпӑшлӑ галерея. Эсир унта Чӑваш Енри нумай ялсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах тӗрлӗ музейсене, мероприятисене виртуаллӑ майпа ҫитсе курма май пур. Галерея пӗтӗм чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ. Унта Чӑваш Ен кӑна мар, чӑвашсем пурӑнакан ытти вырӑнсем те пур.

 

Сайт адресӗ:: http://gallery.chuvash.org

 

НАР
09

Атилла медаль-плакеткӑпа паллашас килсен
 Балтай Атилла | 09.02.2008 23:40 |

Интертетелте Балтай Микуҫӑн блогӗ уҫӑлни ҫинчен сире пелтересшӗн. Вӑл http://baltaj.blogspot.com вырнаҫнӑ. Микуҫ медаль ӑсталас ӗҫпе 25 ҫул ӗслет ӗнтӗ — ун блогӗнче вӗсемпе эсир паллашма пултаратӑр. Тӗслӗхрен, Атилла патшана халалласа тунӑ медальне курма май пур.

Енчен те Балтай Микуҫпа мӗн пирки те пулин калаҫса илмелли пур пулсан, унӑн электронлӑ адресӗ: mikus2@narod.ru

 

Ҫапла, вӑхӑт шӑвать... Ак, ӗнтӗ, «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗнӗлле ерешленсе ҫӗнӗ вырӑна куҫрӗ. Халӗ ун адресӗ: http://peter.chuvash.eu

Хаҫатри статьясене сайтра тӳррӗн вулама май пур, вуламашкӑн pdf файла уҫлама кирлӗ мар. Кашни статьяна уйрӑм ушкӑна кӗртсе тухни те хаҫатпа паллашнине ҫӑмӑллатать.

Хаҫат сайтне тума Анатолий Миронов пулӑшнӑ. Хаҫат вырӑсла-чӑвашла тухнӑ май сайтӑн икӗ верси пур — чӑвашли тата вырӑсли.

 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын