Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сайтсем

Кун кӗнекин пичӗ
Кун кӗнекин пичӗ

Чӑваш Республикин президенчӗн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи влаҫри органсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе унта пурӗ 8 уйрӑм. Президент Администрацийӗн пресса хӗсмечӗ шантарнӑ тӑрӑх унти информаци пуянлансах пырӗ.

«Хамӑн сӑмаха тухса каланӑ чухне эп Чӑваш Енри влаҫ уҫӑ пулмалли пирки пӗрре мар каланӑ, калатӑп та. Министерствӑсемпе ведомствӑсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органсем хӑйсене пирӗн республикӑра епле кӑтарнине, хӑйсен ӗҫне епле ҫутатнине эп сӑнасах тӑратӑп — ӳсӗмсем пирки ҫеҫ мар пӗлтереҫҫӗ, йӑнӑшсем пулсан та хӑвӑрт тӳрлетме тӑрӑшаҫҫӗ» (куҫарӑвӗ — манӑн, Николай Плотниковӑн), — ҫырать Михаил Игнатьев кун кӗнекин пуҫламӑш страницинче. Малалла Чӑваш Ен Президенчӗ влаҫ уҫӑмлассине хӑйӗнчен пуҫлани пирки пӗлтерет, пурне те конструктивлӑ диалога хутшанма чӗнет. Калаҫу усӑллӑ пуласса шанать.

Тӗнче тетелне усӑ куракан пур ҫын та ҫак интерактивлӑ кун кӗнекинче хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарать.

 

Шел те, кун кӗнекине вырӑсла ҫеҫ калӑпланӑ.

Малалла...

 

Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑна 3 пин хайлавлӑччӗ, паян ак вӗсен шучӗ 4 пинрен иртрӗ! Ҫак 7 уйӑх хушшинче кӗртнӗ хайлавсен шутӗнче асӑнса хӑвармалла: Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫне, Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне, Денис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне, Валентина Элпин повеҫӗсене, Иван Мучин кулӑшла калавӗсене, тата ытти-ытти тӗслӗ сӑвӑ-калавсене.

Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 3 пине яхӑн. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхӑн хушӑннӑ), юрӑ (80 ытла), юмах (170, 50 хушӑннӑ), шӳтлӗ сӑвӑ (67), кулӑшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мӗшӗ ҫурҫул хушшинче хушӑннӑ), сӑвӑллӑ юмах (8). Пысӑк калӑпӑшлисене илес пулсан, халӗ 21 повесть (малтан 12 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).

 

Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑша 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Кашни ҫур ҫул хушшинче вӑл вӑтамран пӗр пин хайлавпа пуянланса пырать.

Малалла...

 

Л. Федотова сайчӗ
Л. Федотова сайчӗ

Авӑнӑн 20-мӗшпе 30-мӗшӗ хушшинче Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен хушшинче «Вӗрентекен сайт-портфолио» ӑмӑрту иртрӗ. Пурӗ 39 сайт хутшӑннӑ. Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетнӗ — пурӗ 6 чи лайӑх сайта палӑртнӑ:

1. Ефимов Дмитрий Владимирович, Шупашкар хулин 61-мӗш шкулӑн ӳнер вӗрентекенӗ.

2. Кузьмина Светлана Ниловна, «1-мӗш гимнази» МВУ хими вӗрентекенӗ.

3. Федотова Людмила Аркадьевна, Шупашкар хулин 60 шкулӑн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.

4. Тюлина Елена Владимировна, Шупашкарти 47-мӗш шкулӑн биологи учителӗ.

5. Александрова Екатерина Ивановна, 44-мӗш лицейра хими вӗрентет.

6. Леонтьева Раиса Михайловна, 45-мӗш шкулта ачасене вырӑс челхипе литературине вӗрентет.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсен сайчӗсем рестпулика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ. Ӑнӑҫу сунас вӗсене!

 

Сайт пичӗ
Сайт пичӗ

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен тӗнче тӗтелӗнче чӑваш вӗрентекенӗсен интернет педканашӗ ӗҫлӗ. Ку канашлу тӑваттӑмӗш хут иртет. Кӑҫалхи форума ирттерме ятарласа ҫӗнӗ сайт уҫнӑ. Унта http://pkanash.chv.su/ каҫӑпа кӗме пулать.

Педканаша Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Виҫӗмҫулхи педканаша 72 педагог хутшӑннӑччӗ, пӗлтӗр канашлӑва хутшӑннисен хисепӗ 101-пе танлашрӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче форума хутшӑнакансем вӑл е ку ыйтупа 700 хут ытла сӑмах илнӗ.

Виҫӗ ҫул хушшинче Чӑваш Республикин пур районӗнчи педагогсем форумпа тухса калаҫнӑ, унсӑр пуҫне Чӗмпӗр, Тутарстан тата Пӑшкӑрт Республикин тӑрӑхӗсенчи чӑваш педагогӗсем те педканашра хӑйсен сӑмахне каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pedkanash.chv.su
 

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Chuvash.Org пӗрлӗхе йӗркеленӗренпе 5 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лӑп ҫак кун 2005 ҫулта пӗрлӗхӗн пӗр пайӗ, Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла. Нумай пулмасть сайтӑн пуҫӗ ҫӗнелчӗ.

Ҫак 5 ҫул хушшинче сахал мар ӗҫлерӗмӗр: тӗнче тетелӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗ 10 пин ытла статьяпа тулчӗ, электронлӑ вулавӑш йӗркеленчӗ (унта 3 пин ҫурӑ ытла хайлав вырнаҫрӗ), сӑнсен галерейинче 15 пине яхӑн фото пухӑнчӗ, электронлӑ сӑмахсарсем вырнаҫрӗҫ, темиҫе программӑна чӑвашла куҫартӑмар, чӑвашла компьютер терминологине йӗркелес тӗлӗшпе самай тӑрӑшрӑмӑр.

Малалла...

 

Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ.

Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://president.cap.ru
 

Пӗр пин хыпар. Нумай-и? Сахал-и? Чӑн та, нумай мар. Ак Чӑваш Енӗн официаллӑ порталнех илер — 1996 ҫулта уҫӑлнӑранпа вӑл пурӗ миллион ытла хыпарпа тулнӑ. Пирӗн порталӑн вара, ҫак 1000 хыпарпа тулас тесе, 5 ҫул кӗтме тивнӗ. Аха, сӑмах ун пирки пырать — порталӑн чӑваш версийӗнче паян 1000-мӗш хыпар кун ҫути курчӗ.

Хыпарсен пайне йӗркеленӗ май ытти хыпар ресурсӗсене чылай тишкерме тиврӗ — вӗсен чи лайӑх енӗсене усӑ куртӑмӑр. Хыпарсене эпир туллин кӑтартма тӑрӑшатпӑр — сӑнсем, хушма каҫӑсем кӗртетпӗр. Ҫавӑн пекех вулавҫӑ хыпар тӑрӑхӗпе те паллашма пултарать — кашни хыпара тенӗ пекех эпир сайтри статьясемпе ҫыхӑнтаратпӑр. Хыпар кунӗнче ытти ҫул мӗн пулса иртнипе те паллашма май пур — ятарлӑ календарь хатӗрленӗ (сӑмах май, ун урлӑ вӑл кун мӗнле пулӑмсем пулса иртнипе те паллашма пулать). Унсӑр пуҫне вулавҫӑ кашни хыпар пирки хӑйӗн шухӑшне хӑварма пултарать.

Ҫитменлӗхсем те ҫук мар — йӑнӑшсем нумай, чылай чухне хыпарсем ытла та типӗ пулса тухаҫҫӗ, ҫыракансем сахал. Вӗсене тӳрлетес тесе пӗтӗм вӑя паратпӑр.

 

Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Кӑҫал юпан 14-мӗшпе 25-мӗш кенӗсенче пӗтӗм Раҫҫейре ҫырав иртӗ. Вӑл чылай ыйту кӑларса тӑратма пултарать — ҫавна май «Чӗрӗ журналта» вӗсене сӳтсе явмалли вырӑн уҫнӑ. Адресӗ: http://chuvashstat.livejournal.com.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кун кӗнеки урлӑ халӑха оперативлӑ информацие ҫитерме тӑрӑшӗҫ — ҫырав мӗнле пырать, ӑна ирттерес ӗҫсем епле майлашса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫыравпа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе акцисем пирки те пӗлме пулӗ. Чӑвашстан ӗҫченӗсем ку блог урлӑ ытти ҫӗршывсемпе патшалӑхсенче ҫырав епле иртни ҫинчен те каласа парӗҫ. Чи пахи вара — ку сайтра эсир хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтерме, ыйтусем пама пултарни.

 

Пирӗн электронлӑ вулавӑш уйӑхсерен ӳссе пырать — кашни кун тенӗ пек ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянланать. Паян вара 3 пинӗмӗш хайлав вырнаҫрӗ.

Электронлӑ вулавӑш 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлсаччӗ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. 2 пинӗмӗш хайлав пӗлтӗр юпан 26-мӗшӗнче хушӑнсаччӗ, 6 уйӑх хушшинче вара вулавӑш тепӗр пӗр пин хайлавпа пуянланчӗ.

Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 2 пинрен те иртет. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (330 ытла), юрӑ (70 ытла), юмах (120 ытла), шӳтлӗ сӑвӑ (60 ытла), кулӑшла калав (45), поэма (21), халап (22), новелла (18), юптару (17), сӑвӑллӑ юмах (7). 6 уйӑх хушшинче электронлӑ вулавӑш пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсемпе те пуянланчӗ. Халӗ кунта 12 повесть (малтан 6 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).

Электронлӑ вулавӑш малалла та пуянланса пырӗ — вулама кӑмӑллакансене вӑл ялан хапӑлласах кӗтсе илӗ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lib.chuvash.org/
 

Трак ен сайт сӑн-сӑпачӗ
Трак ен сайт сӑн-сӑпачӗ

Красноармейски район сайчӗ виҫӗ чӗлхепе ӗҫлеме пуҫларӗ. Вырӑсли официаллӑ ӗҫлӗ сайт шутланать, ӑна, паллах, район администрацийӗн яваплӑ ӗҫченӗсем тытса пыраҫҫӗ. Чӑвашлине вара Михайлов Алексей, Чӑваш Республикин Президенчӗн 2010-мӗш ҫулхи стипендиачӗ йӗркелесе пырать. Вӑл Красноармейскинчи 2-меш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет. Алеша Пӗтӗм тӗнчери веб-сайтсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи те. Сайт редакторӗ тата администраторӗ — ҫак шкултах чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М.Михайлов. Акӑлчан чӗлхипе сайт тытса пыма вара ҫӑмӑлах мар. Анчах та ҫак пархатарлӑ ӗҫе Красноармейски 2-мӗш шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекен Никифорова Анастасия пуҫӑннӑ. Ӑна амӑшӗ (сайт редакторӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентекен) пулӑшса пырать.

Сӑмах май, ку пулӑм Чӑваш Республикипе пӗрремӗш темелле. Ытти район сайчӗсем вырӑсла кӑна (уйрӑм статьясене шута илмесен). Ман шутпа, темиҫе чӗлхеллӗ сайт тума йывӑр мар, ӑна йӗркелеме пуҫаруллӑ ҫынсене ҫеҫ тупмалла. Тавах ҫак маттур чӑваш ачисемпе вӗсене пулӑшакансене. Уйрӑмах — Красноармейски район администрацийӗн информатизаци секторӗн пуҫлӑхне Владимир Тимофеевич Никифорова.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть