Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Игнатьевӑн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.11.2010 17:03 | 1739 хут пӑхнӑ
Кун кӗнекин пичӗ
Кун кӗнекин пичӗ

Чӑваш Республикин президенчӗн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи влаҫри органсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе унта пурӗ 8 уйрӑм. Президент Администрацийӗн пресса хӗсмечӗ шантарнӑ тӑрӑх унти информаци пуянлансах пырӗ.

«Хамӑн сӑмаха тухса каланӑ чухне эп Чӑваш Енри влаҫ уҫӑ пулмалли пирки пӗрре мар каланӑ, калатӑп та. Министерствӑсемпе ведомствӑсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органсем хӑйсене пирӗн республикӑра епле кӑтарнине, хӑйсен ӗҫне епле ҫутатнине эп сӑнасах тӑратӑп — ӳсӗмсем пирки ҫеҫ мар пӗлтереҫҫӗ, йӑнӑшсем пулсан та хӑвӑрт тӳрлетме тӑрӑшаҫҫӗ» (куҫарӑвӗ — манӑн, Николай Плотниковӑн), — ҫырать Михаил Игнатьев кун кӗнекин пуҫламӑш страницинче. Малалла Чӑваш Ен Президенчӗ влаҫ уҫӑмлассине хӑйӗнчен пуҫлани пирки пӗлтерет, пурне те конструктивлӑ диалога хутшанма чӗнет. Калаҫу усӑллӑ пуласса шанать.

Тӗнче тетелне усӑ куракан пур ҫын та ҫак интерактивлӑ кун кӗнекинче хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарать.

 

Шел те, кун кӗнекине вырӑсла ҫеҫ калӑпланӑ.

#сайтсем, #президент, #политика, #Чӑваш Ен

 

Комментари:

2010.11.10 18:07
Аçтахар Плотников
Пур çын те тенĕ-ха та, анчах та ман шухăша темшĕн вырнаçтармарĕç курăнать. Блинов вырăсла çырнă та — унне вырнаçтарнă. Эп чăвашла çыртăм та манне вырнаçтарасшăн мар-ши?.. Е чăвашла пĕлекене шыраççĕ-и (эп унта мĕн çырнă-ши тесе)?
Тексчĕ ман çаплаччĕ:
«Ырă кун пултăр!

Хăçан та пулин сирĕн шутпа чăвашлăх текенни ыттипе танлашĕ-ши? Мĕншĕн чăвашлине хамăр республикăра пирĕн вăйпа ыйтмалла? Вырăслине, е ют чĕлхеллине пулсан халăх пĕр хирĕçмесĕр йышăнать, чăвашлишĕн вара тапăçланма тивет. Ак çак сайта та вырăсла кăна тунă, чăвашлине каллех, ав, ыйтма тивет. Мĕншĕн пирĕн обществăра чăвашлипе вырăсли пĕр тан мар? Çак тĕресмарлăха пĕтерес тесен сирĕн шутпа мĕн тумалла?»
2010.11.12 14:22
Аçтахар Плотников
Вăрçса тепер хут çырса ятăм та вырнаçтарчĕç. Чĕлхе саккунĕпе чăвашпа вырăс чĕлхи пĕр тан иккенне пĕлтертĕм. Модератор хăлхине кĕчĕ курăнать вара.
Сувар С. // 6445.1.3023
2010.11.13 17:05
Сана та вырнаçтарнă
http://gov.cap.ru/blog/Arhiv.aspx?id=8
2010.11.13 22:10
Аçтахар Плотников
Ара çыртăм-çке — чĕлхе сакунĕ çине кăтартрăм та (чăвашли вырăслинчен ним те кая мар тесе) вырнаçтарчĕç. Маларах унашкал урăх çын çырни пурришĕн вырнаçтарман пулĕ тесеччĕ, кайран вара, çавнашкалли тепре тухсан — кусене чăвашла çырни килĕшменни курăнчĕ (те чăвашла вулама пĕлекенни çук вĕсен унта...).
Сувар С. // 8866.5.7448
2010.11.23 13:00
Открылся блог: Общественная интернет-приемная Президента Чувашии.

В заголовке написано:
Ваши предложения по улучшению работы Президента и других госструктур
http://pismo21.livejournal.com/profile
Сувар С. // 8866.5.7448
2010.11.23 13:57
Оказалось, что открыли очередной клон блога.
2010.11.23 15:15
Аçтахар Плотников
Унта таçта пушшех те вăйлă хирĕçӳ пырать тенине илтнĕччĕ — пĕр сисадмин çак кун кĕнеки форматне, калăплавне вăйлă тиркенĕ те имĕш — ăна ĕçрен кăларса янă. http://celt-tv.livejournal.com/252108.html
Сувар С. // 3442.23.7158
2010.11.23 17:52
Аха, эп уна вуласа.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем