
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Ӗпхӳри чӑвашсен П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗшӗн сасӑлав пырать. Вӗренӳ учрежденийӗ хӑй пек ытти заведенисем хушшинче «Чи лайӑх сайт» ята ҫӗнсе илесшӗн кӗрешӗве тухнӑ.
Конкурс пирки «Одноклассники» халӑх тетелӗнче Ӗпхӳ ҫынни Иван Тарасов ҫапла ҫырнӑ: «Калаҫҫӗ: чӑваш ҫынни ӑссӑр ҫын, чӑваш малтан кӗвӗҫет, чӑваша чӑваш ырӑ сунмасть, пулӑшма тӑрӑшмасть, хӗрхенсе хӗлле юр памӗ, такӑнтарас тӗлӗшпе ура хума ӳркенмӗ… Конкурс кӑтартса пачӗ: калани — ултав, суя сӑмах, эпир — ун пек халӑх мар! Чӑваш — ӑслӑ, илемлӗ, маттур, хастар, паттӑр, ӗҫчен, чи шанчӑклӑ тус! Чӑвашшӑн чӑваш — чи ҫывӑх тус, тӑван-хурӑнташ! Тав сире! Ǎнӑҫу ялан пултӑр Сирӗнпе пӗрле!»
Сӑмах май, сасӑлав ыран юлашки кун пырать. Апла тӑк эсир те Ӗпхӳри вырсарни шкулӗшӗн сасӑлама пултаратӑр. Хальлӗхе уншӑн 118 компьютертан сасӑланӑ иккен.
«Мӗншӗн «Вконтакте» ӗҫлемест? Мӗншӗн тетеле кӗме май ҫук?» Ҫак ыйтусен хуравне Google, Яндекс шырав тетелӗнчӗ чӑваш, вырӑс тата ытти реогионсенчи ҫамрӑксем ӗнерхи кун тӑтӑшах тупма хӑтланкаланӑ. Юратнӑ тетел ӗҫлеме пӑрахни вӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. «Контактра» социаллӑ тетеле хура списокне кӗртни ҫинчен те сӑмах тухнӑ имӗш.
Асӑннӑ ыйтун хуравне вара Роскомнадзор ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх «Контактра» тетеле йӑнӑшла хура списока кӗртне пулнӑ иккен. Тетелен пӗр пайне хуратма тӑнӑ Роскомнадзор ӗҫченӗ сайтра йӑнӑшла паллӑ лартса тӗппипех ӗҫлеме пӑрахтарнӑ.
Паянхи куна ҫамрӑксен кӑмӑлне каякан «Контактра» тетел чиперех ӗҫлет. Ӗнерхи ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленни тетелпе усӑ куракансене самаях савӑнтарчӗ ӗнтӗ.
Ӗнертенпе пирӗн сайтра «Хыпарла 2» проект ӗҫлет. Малашне хыпар ҫыракансен йышӗнче ятарлӑ икӗ ҫын пулӗ — эпир вӗсене укҫа тӳлесе тӑрӑпӑр. Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх хыпарҫӑсен кунне 5-шер хыпар ҫырмалла.
Эпир суйлана ҫынсем: пӗри пиҫсе ҫитнӗ журналист Вера Эверкки (вӑл «Тӑван Ен» хаҫатра нумай ҫул ӗҫленӗ), тепри — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студентки Анастасия Владимирова (вӑл 3-мӗш курсра вӗренет).
Хыпарҫӑсем тӗрлӗ пулӑмсене ҫутатса тӑрӗҫ: Шупашкартисене те, республикӑрине те. Тулай чӑвашӗсен хыпарӗсем те пулӗҫ. Верӑпа Настя ӗҫӗ сирӗн кӑмӑла каясса шанса тӑратпӑр.
«Хыпарла 2» проект пуҫарнӑ май сирӗн хыпарсене те малтанхи пекех вырнаҫтарӑпӑр — «Хуш» каҫӑпа усӑ курса кӗртмелле ҫеҫ. Паллах, ытти хыпарсемшӗн малашне эпир укҫа тӳлеме пӑрахӑпӑр. Сӑмах май, «Хыпарла» проектри парӑма эпир майӗпен пӗтерсе пыратпӑр.
Ҫапла, ӗнертенпе пирӗн сайтра хыпарсен йышӗ 2 500 иртрӗ. Малтанхи кӑтартӑва, 1 500 хыпар йышне эпир 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫитсеччӗ (2 пин шутне палӑртмасӑр хӑварса). 500 хыпара ҫырма ун чухне пире ҫулталӑк (2010, ҫурла вӗҫӗ) кирлӗ пулчӗ пулсан, хальхинче информаципе пуянланас ӗҫ самах хӑвартланчӗ теме пулать.
Унсӑр пуҫне пирӗн малашне ҫӗнӗ проект ӗҫлеме пуҫлӗ — «Хыпарла 2». Унпа килӗшӳллӗн эпир ятарласа икӗ журналиста тытӑпӑр — вӗсем кунне 5-шер хыпар ҫырма шантараҫҫӗ. Кама илессине палӑртрӑмӑр теме пулать — ун пирки сире, вулаканӑмарсем, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗлтерӗпӗр. Кашни кун пирӗн сайт 10 ҫӗнӗ хыпарпа пуянланса пыни пирӗн сайтра ҫӗнӗ ҫынсем ытларах явӑҫасса шанатпӑр.
Енчен те сирӗн Чӑвашри тӗрлӗ енлӗ хыпар-хӑнара пӗлсе тӑрас килет пулсан — пирӗн пата хӑнана кашни кунах кӗрсе тухни пӑсмӗ. Эпир тӳре-шаран ӗҫӗнчи кӑлтӑкӗсене те, вӗсен ӳсӗмӗсене те палӑртсах тӑрӑпӑр. Тӗрлӗ сферӑри хыпарсене ҫутатӑпӑр — ял хуҫалӑхӗнчен пуҫласа экономика таранах. Чӑваш ҫӗрӗнчисене ҫеҫ мар, Раҫҫейпе тӗнче шайӗнчисем те пулӗҫ.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе Windows 8 операци системинче усӑ курма пулать. Ятарлӑ приложенине Мирон Толи ҫырнӑ.
Приложени сайтри базӑпа усӑ курать, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗ валли тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну кирлӗ. Хальлӗхе приложение ансат мелпе хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та авторӗ программҫӑсенчен, ӳнерҫӗсенчен пулӑшу ыйтать. Усӑллӑ сӗнӳпе пулӑшнишӗн те хавас вӑл.
Приложенин кочӗ, унпа паллашас кӑмӑл пур пулсан, кунта вырнаҫнӑ: github.com/mirontoli/chuvash-dict. Авторпа «Контактра» е тӗвӗт (твиттер) урлӑ ҫыхӑнма пулать.
Сӑмах май, электронлӑ словарьсен ӗҫне Мирон Толи хӑй те хутшӑнса — вӑл тӑрашнипе унта «Никольскийӗн чӑвашла-вырӑсла словарӗ» сӑмахсара кӗртме май пулчӗ.
Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр.
Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар.
Пӗр кун хушшинче 10 хыпар ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — уйӑхне 10 пин тенкӗ. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет:
◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла;
◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле;
◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла;
◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла;
◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар);
◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла;
◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле;
◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем.
«Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Рунетри чи анлӑ усӑ куракан «Вконтакте» пысӑк обществӑллӑ тетел акӑлчанла, китайла, вырӑсла (тата ытти чӗлхесемпе) кӑна мар, халӗ чӑвашла та «калаҫать» иккен. Куҫаракан ушкӑнӗ — чӑвашсен обществӑлла пӗрлешӗвӗ «Хавал».
Тӗнчипе анлӑ сарӑлнӑ тетеле чӑвашла куҫарас ӗҫ темиҫе ҫул тӑсӑлнӑ. Ҫак ӗҫпе самай тӑрмашакан «Хавал» йӗркеленӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне курас тесен «Вконтакте» тетелте регионаллӑ ӗнерлевсенче «чӑвашла» пункта суйласа лартмалла.
Паянхи куна «Вконтакте» (е чӑвашла «КонтактРа») чӑвашла версийӗ халӑхра анлӑ усӑ курӑнмаҫ-ха. Халӑх тетелӗн чӑвашла версийӗпе паллашма ӗлкӗрнисем хушшинче «КонтактРи» куҫару ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсене асӑрхакансем те тупӑннӑ-мӗн. Куҫару канашлӑвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тетеле ҫитес вӑхӑтсенче ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме пултараҫҫӗ. Ыйтупа, канаш парас кӑмӑл тӑвакансене ҫак группӑра ҫырма ыйтаҫҫӗ: VK.com Cӑvašla. Куҫару канашлӑвӗ.
Ҫакна тата паллӑртса хӑварас пулать: «Вконтакте» халӑх тетелне паянхи куна чӑваш чӗлхисӗр пуҫне тутарла, ҫармӑсла, удмуртла тата ытти Раҫҫей халӑх чӗлхисене куҫарнӑ.
Акан 18-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗпе «Хавал» пӗрлешӳ Чӑвашла терминсем ӑсталама хатӗрленӗ сайтӑн хӑтлавне ирттереҫҫӗ! Эпир чӑваш чӗлхипе тачӑ ӗҫлекен пур ҫынна та йыхравлатпӑр — ӑсчахсене, студентсене, хаҫатҫӑсене тата терминологипе кӑсӑкланакан ыттисене те. Хӑтлав гуманитари институчӗн Ӑслӑлах канашӗн пӳлӗмӗнче иртӗ.
Ҫак кун маларах ҫав пӳлӗмрех Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тӑй те «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ятлӑ ҫавра сӗтел ирттерет. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ, вӗҫленсен пирӗн хӑтлав иртӗ.
Ҫавра сӗтелте ҫак ыйтусене сӳтсе явӗҫ: чӑваш тӗнчи тата паянхи лару-тӑру; чӑваш чӗлхипе культури аталанӑвӗн стратегийӗ; чӑваш чӗлхине документлас ӗҫ; хальхи хаҫат-журнал чӗлхи; чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курасси; чӑвашла терминсем тӑвас ӗҫ; электронлӑ кӑларӑмсем хатӗрлесси тата ытти те.
Унсӑр пуҫне вӑл кунах, апата каяс умӗн, «Хавал» пӗрлешӳ тӑрӑшнипе тухнӑ «Пин те пӗр сӑмах» ӳкерчӗклӗ сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ — сирӗн ӑна туянма, унпа тӗплӗнрех паллашма май пулӗ.
Ҫулталӑк ытла ӗнтӗ ҫак сайт пирӗн курӑмсӑр выртрӗ. 2011 ҫул вӗҫнелле пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна каялла тавӑрма питӗ йывӑрччӗ — сӑнсем те нумайччӗ унта, тата движокӗнче те йӑнӑшсем сахал маррине пула тӳрех ӑна чӗртме май ҫукччӗ. Ытти сайтсене те хута ямаллаччӗ те «Чӑваш тӗнчи» пирки майӗпен манса та кайрӑмӑр.
Халӗ, сайтсене каллех тепӗр сервера куҫарма пуҫланӑ май (вӑйлӑраххи ҫине куҫатпӑр, Амстердамран — Питӗре), вӑл сайта хута ятӑмӑр. Анчах пӗр ҫӗнӗлӗх пур: малашне унта регистрациленме май пулмӗ. Маларах регистрациленнисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Паллах, енчен те сирӗн Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑнсем пур пулсан — вӗсене унта кӗртме май паратпӑрах (ҫырупа ыйтса ярӑр та).
«Чӑваш тӗнчи» — 2006 ҫултанпа ӗҫлекен сӑнсен галерейи. Унта 18 пин ытла сӑнӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен кӗтесӗсене кӑтартакан сӑнсен йышех 5 500 яхӑн. Ҫавӑн пекех эсир унта музейсемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе, уявсемпе паллашма пултаратӑр. Сайтҫӑсен альбомӗсенче те сӑнсем сахал мар — 2 500 ытла.
