«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хӑйӗн сайчӗн официаллӑ версине чӑвашла кун ҫути кӑтартма тытӑннӑ.
Вырӑслинче евӗрех материалсене икӗ тӗрлӗ уйӑрнӑ: пӗрисем — хыпарсем, теприсем — статьясем. Хыпарсен рубрикаторӗ вырӑсла версирен кӑштах уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта «Чӑваш Ен», «Политика», «Экономика», «Чӗлхе», «Истори», «Йӑла-йӗрке» категорисене уйӑрнӑ.
Хӑш-пӗр материала (сӑмахран, сылтӑм енчи колонкӑри икӗ статьяна) вырӑсла пичетлемӗҫ, вӗсем чӑвашла версипе паллашакансем валли кӑна пулӗҫ.
Пӗр чӗлхерен тепӗрне куҫмаллине сайтӑн ҫӳлти сылтӑм кӗтессине вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла версие хута яриччен ӑна чылай вӑхӑт тӗрӗслев-меслетпе ӗҫлеттернине пӗлтереҫҫӗ.

Раҫҫейри пысӑк халӑх тетелне, «Контактра» ятлине, йӗркелесе янӑ Павел Дуров Раҫҫейрен тухса кайса Кариб тинӗсӗ хӗрринчи Сент-Китс тата Невис патшалӑхӑн гражданинӗ пулса тӑнӑ.
Кариб ҫӗршывӗн саккунӗпе килӗшӳллӗн унта гражданлӑх илме йывӑрах мар. Чи кирли — укҫа пултӑр. 250 пин доллар. Ун чухлӗ «кӗмӗл» хывсан кирек кама та хӑйсен евӗр йышӑнӗҫ.
Павел Дуров ҫав ҫӗршывӑн гражданинӗ хӑҫан пулса тӑни пирки тӗрлӗрен калаҫакан пур иккен. «Контактра» акционерсене ҫывӑх ҫынсенчен пӗри «Известия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Дуров нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупрана Сент-Китс тата Невис ҫӗршывӗн Сахӑр фондне куҫарнӑ. Теприсем вара, хӑйсене Дурова лайӑх паллакансем тесе калакансем, гражданствӑна каччӑ ҫулталӑк каяллах илнӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн. Павел Дуров Арабри Пӗрлештернӗ Эмирата кайнӑ тесе калаҫакансем те пур имӗш.
Асӑннӑ ҫӗршыв ҫынни пулса тӑма Павелӑн тӑванӗ Николай та, «Контактра»-рf вӑл техника директорӗнче тӑрӑшнӑ, ӗмӗтленет имӗш.
Раҫҫейрен тухса каяс умӗн Павел Дуров Раҫҫеt таврӑнас кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑ иккен, пирӗн патра интернет-услампа ӗҫлеме май ҫук тенӗ-мӗн.
«Контактра» пуҫлӑхӗн ӗҫне пӑрахма вӑл пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче заявлени ҫырнӑ, анчах кайран ӑна каялла илнӗ теҫҫӗ.

Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур.
Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.
«Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ.
«Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир.

Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ.
Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ.
Асӑннӑ рейтинга Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулас волонтерсемпе РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуху ирттернӗ.
Мероприятире наркотик хуташӗсене тӗнче тетелӗнче сарни пирки калаҫнӑ. Малашне волонтерсемпе пӗрле «шурӑ вилӗме» сутакан сайтсен мониторингне йӗркелесшӗн. Пухӑва хутшӑннисем наркомани витӗмӗ пирки видеоролик пӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫумӗнче сайт уҫма сӗннӗ. Унта кирек мӗнле волонтер те наркотик саракансем, унпа туслисем пирки информаци кӗртме пултарӗ.
Пухура Чӑваш Республикин «Хисеплӗ волонтерӗ» ята памашкӑн ҫирӗплетнӗ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чыслӗҫ, вӗсем волонтер кӗнекине тивӗҫӗҫ, тӗрлӗ съездсемпе конференцие хутшӑнма пултарӗҫ.

Кун пирки Google шыравҫӑн Раҫҫейри блогӗ пӗлтерет. Шӑп та лӑп паян чӑвашла-вырӑсла куҫаруҫӑн бета-тӗрӗслевне пуҫланӑ. Куҫаруҫӑ хальлӗхе каялла — вырӑсла-чӑвашла — куҫарма пӗлмест-ха.
Чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарас тесен сирӗн Google-переводчик сайтне кӗмелле. Унтан «Определить язык» ҫине пусса «чувашский» чӗлхене суйламалла. Чӑвашла текст кӗртнӗ хыҫҫӑн «Перевести» пускӑч ҫине пусас пулать, вара сылтӑм енче вырӑсла текст тухать. Сӑмах май, чӑвашла текста акӑлчанла, украинла тата ытти чӗлхесене те куҫарма пулать. Анчах ку куҫару виҫҫӗмӗшле пулни пирки пӗлтереҫҫӗ хыпарта. Малтан программа вырӑсла куҫарать, кайран вара ҫав куҫарӑва — ытти чӗлхесене.
Сӑнанӑ тӑрӑх хальлӗхе Google куҫаруҫи ҫын ячӗсене тата ял ячӗсене пӗлсех каймасть. «Ӗмӗр сакки сарлака» романри пӗр сыпӑка куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын ячӗсене пӗлеймерӗ. Анчах текста кӑнтаммӑн пулин те ӑнланмалла куҫарса пачӗ.
Google блогӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи пӗрремӗш. Малалла вара тутарсенне тата пушкӑртсенне кӗртесшӗн.

Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ.
8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ.
Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.
Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ.

Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. Зорыч тете кун кӗнеки палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет.
Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать.
Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла версийӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 5 пин хыпар ытла. Юбилейлӑ хыпар шутне «Ют ҫӗршывра кӑларнӑ медицина хатӗрӗсене «хӗсесшӗн» ятли кӗчӗ — вӑл медицинара Раҫҫейре туса кӑларнӑ хатӗрсемпе ытларах усӑ курма шутлани пирки пулчӗ. Ун хыҫҫӑн тата та ҫырнине шута илсен ку 5 006-мӗш пулнине пӗлтерме пулать.
Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтри чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче тухса. Ку вӑл — тепӗр движок ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн. Унччен эпир 1 уйӑх хушши Друпал ҫинче ӗҫлесе пӑхсаччӗ те, анчах вӑл пире тивӗҫтерменнипе хамӑрӑннипе усӑ курма тытӑнтӑмӑр. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ, хыпарсем те пирӗн улшӑнса пычӗҫ. Тӗслӗхрен, чи малтанах вӗсен пуҫелӗк ячӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра вара кашнин ячӗ те пур, рубрики те, тэгӗсем те. Унсӑр пуҫне тӑтӑш ҫырса тӑракан авторсен йышӗ пиллӗк ҫынна ҫитет — вӗсем кашни кун сире ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштараҫҫӗ. Ытларах эпир, паллах, республикӑри хыпарсене ҫутататпӑр, анчах та ун тулашне те тухмасӑр иртместпӗр. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи кӑсӑклӑ хыпарсемпе те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн хыпарсемпе тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче паллашма май пур.

http://samah.chv.su адреспа вырнаҫнӑ электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе малашне мобилла хатӗрсемпе — смартфонсемпе, планшетсемпе — ҫӑмӑлтарах усӑ курма май пулӗ. Сайт малашне вӗсене валли ятарлӑ калӑпланӗ — чи кирлӗ информаци малта, ытти хыҫалта вырнаҫӗ. Тепӗр май каласан эпир сайтра адаптацилле дизайн турӑмӑр.
Ку ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Миронов. Ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн сайт епле ӗҫленине вӑл Apple iPhone, Android, Microsoft Phone карас телефонӗсенче тӗрӗслерӗ — пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине пӗлтерчӗ.
