
Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ республика Элтеперӗпе ирттерекен «Приложение силы» (чӑв. Вӑй парса) кӑларӑма чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Ютуб» видеохостингра онлайн трансляци ирттерсе куракан патне ҫитерӗҫ.
Трансляци пулассине пӗлтернине комментариленисене, эфир пынӑ вӑхӑтра ҫырнисене те онлайн мелпе кӑтартнӑ чух сӳтсе явма палӑртнӑ.
Элтеперпе онлайн трансляци ирттерессине телерадиокомпани Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Эфирта республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн оппопенчӗсем шырав тата нимеҫӗ (волонтер) юхӑмӗсен хастарӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем тата патшалӑх служащийӗсем пулӗҫ.
«Приложение силы» кӑларӑм «Ютуб» видехостингра онлайн трансляци мелӗпе миҫе сехетре эфира тухассине телеканал каярах хыпарлама шантарнӑ.

Чӑваш халӑх сайчӗ укҫа-тенкӗ пухма «Ниме-купонсем» кӑларчӗ. Вӗсем 100, 200, 300 тата 500 тенкӗлӗх.
Ниме-купонсене туянма питӗ ҫӑмӑл: «Спонсорлӑ пулӑшу» текен вырӑнта «+100», «+200», «+300», «+500» каҫӑ ҫине пусмалла та сире тӳрех тӳлев форми ҫине ярӗҫ. Тӳлеме вара темле май ту пур: электронлӑ енчӗксенчен те, карточкӑсенчен те, телефонсенчен те. Ята пӗлтерсен сирӗн хушамат спонсорсен списокӗнче пулӗ.
Пӗтӗм пухӑннӑ укҫана эпир сайта тӗрлӗ енчен аталантарма ярӑпӑр — конкурссем ирттерме, проектсене тӗкӗ пама.
Сӑмах май, сайта тытса тӑма хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 20 пин тенкӗ ытла тӑкаклатпӑр.

Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Хальхинче — Йоханнeс Бeнцингӑн нимӗҫле-чӑвашла сӑмахсарӗпе.
Ӑна электронлӑ варианта куҫарса хатӗрлекенӗ: Мирон Толи. Унӑн тытӑмӗ ансат: кашни нимӗҫле сӑмах валли чӑвашла куҫарӑвне илсе кӑтартнӑ. Шырама меллӗ пултӑр тесе оригиналта илсе панӑ чӑвашла сӑмахсен латинла ҫырулӑхӗпе пӗрлех хальхи орфографипе ҫырнине те кӑтартнӑ. Ӑна Мирон Толи хатӗрлеме пуҫланӑ, йӗркене Аҫтахар Плотников кӗртсе ҫитернӗ. Хальхи орфографипе ҫырни словарь статьисемпе шыравра усӑ курма та меллӗ пулӗ.
Нимӗҫле-чӑвашла сӑмах пуххипе калаҫу кӗнекине 1943 ҫулта Берлинта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна хатӗрлекенӗ — Йоханнeс Бeнцинг (1913–2001). Чӑваш чӗлхипе ӗҫлеме вӑл Берлин университетне вӗренме кӗрсен пуҫланӑ. Ҫавах та пирӗн чӗлхе ӑна маларах та кӑсӑклантарнӑ. Сӑмахран, вӑл Николай Ашмаринӑн словарьне пахаласа темиҫе статья ҫырнӑ, чӑваш грамматикипе ҫыхӑннӑ темиҫе тӗпчев ӗҫӗ тунӑ. Маларах асӑннӑ словаре кӑлариччен 1943 ҫултах вӑл «Чӑваш чӗлхин кӗске кӳртӗмӗ» (Kleine Einführung in tschuwaschische Sprache) кӗнеке те кӑларнӑ.

Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ паянхи кун 12 тултарчӗ. Эпир — сайтӑн тӗп редакторӗ тата корреспонденчӗсем — пурте те ҫак кун ячӗпе саламлатпӑр!
Паянхи кун «Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ шутланать. Пирӗн МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ те пур — ЭЛ № ФС 77 - 68592, ӑна 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Кӑҫалхи тепӗр ҫитӗнӳ — Чӑваш халӑх сайчӗн халӗ хӑйӗн пӳлӗмӗ те пур. Вӑл Пичет ҫуртӗнче (Иван Яковлев пр., 13-мӗш ҫурт) 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Кӑмӑл пуррисене паян 621-мӗш пӳлӗме йыхравлатпӑр (16:30).
Ҫавах та Чӑваш халӑх сайчӗ вӑл хыпарсем ҫеҫ мар. Пирӗн портал анлӑшӗ самай пысӑк. 12 ҫул хушшинче эпир электронлӑ вулавӑш, сӑмахсарсен пуххине, чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайта, чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ ҫӳпҫине, чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре тата ытти нумай-нумай япалана ӑсталаса хатӗрлесе!
Пирӗн сайта пулӑшакансене, хыпарсемпе тивӗҫтерекенсене, пирӗн сайтра информаципе паллашакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр!

«WordPress’ӑн 20%-не тинех куҫартӑмӑр. Ҫакӑ ҫирӗм процент малалли 80% куҫармашкӑн шанчӑклӑ никӗс пулса тӑчӗ», — тесе пӗлтернӗ тӑватӑ кун каялла «VulaCV» чӑвашла вулаттаракан сайтра.
Хастарсем пӗлтернӗ тӑрӑх, WordPress’ӑн чӑвашла куҫарса тытӑннӑ чухне хальхи ансат пуплев чӗлхине; татӑклӑ терминсене — ҫӗнӗлле сӑмахсемсӗр; компромислӑ алфавита (Rf) тӗпе хунӑ.
Унтан тата ҫакна палӑртнӑ: «Анчах мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулассине, еплерех ҫӗнӗ ӗҫ тунине ун чухне лайӑхах тӗшмӗртмерӗмӗр. Ансат сӑмах ҫаврӑнӑшсемпе пӗрле хальхи, малалла пӑхакан, глобальлӗ ҫынсен ыйтӑвӗсемпе ӑнтӑлӑвӗсене чӑвашла ӑнлантарма лекет», — тенӗ унта.
Терминологине куҫарнӑ май ҫуррине вырӑсларан, пӗр пайне акӑлчанларан илсен те, чӑвашла ҫӗнӗ, анчах ӑнланмалла сӑмахсем тусан лайӑх шухӑша та тӗпе хунӑ.

Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать. Ыттисем кантӑкран «ку кӳршӗ мӗн тиесе килчӗ-ха?» тесе ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ушкӑнпа ӗҫлесси пӑрахӑҫа туха пуҫларӗ, ытларах кашни уйрӑм пурӑнма тӗмсӗлет мар-и? Е эпӗ йӑнӑшатӑп...
Нимелле, е тепӗр май ушкӑнпа ӗҫлесси вара пирӗн халӑха сӑнлакан чи пӗлтерӗшлӗ паллӑсенчен пӗри шутланать. Вырӑсланса пынӑ май эпир ҫак хамӑрӑн йӑлана та манса пыратпӑр. Паянхи пурнӑҫӑн йӗрки ҫапларах тесе тӳрре кӑларас килмест ман ҫакна. Тем тесен те ҫак пулӑмӑн чӑн сӑлтавӗ — хамӑр халӑхран писсе, тӑван чӗлхене сирсе ют чӗлхе ҫине куҫнӑ май «ютла» (е тепӗр май — вырӑсла) пурӑнма хӑтланни.

Темиҫе уйӑх хушши эпир «Эрне хыпарӗсем» рубрика тытса пытӑмӑр. Унта эпир эрне хушшинче пирӗн халӑха хӑш хыпарсем кӑсӑклантарни пирки каласа пама тӑрӑшрӑмӑр. Ҫавах та юлашки тапхӑрта вӑхӑт сахал пулнине пула (пахчапа кил таврашӗнчи ӗҫсем те, ыттисем те ку тӗлӗшпе витӗм кӳчӗҫ) ҫак рубрика пирӗн сайтран ҫухалчӗ.
Ҫавах та унашкал япаларан эпир хӑпас темерӗмӗр, ҫавӑнпа та ӑна ҫӗнӗлле йӗркелес тесе шут тытрӑмӑр. Малашне ҫак пай хӑйне хӑй йӗркеленсе пырӗ. Пӗр-пӗр хыпара уҫсан сулахай енче эсир «Эрне хыпарӗсем» текен пай курма пултаратӑр. Унта вара эрне хушшинче кун ҫути курнӑ чи кӑсӑклӑ, чи нумай вуланӑ хыпарсем пулӗҫ. Ҫапла май эсир пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе паллашмасӑр юлмастӑр тесе шутлатпӑр.

Чӑваш халӑх сайчӗ шанчӑклӑ протокол ҫине куҫрӗ. Е тепӗр май ӑна https теҫҫӗ. Ҫапла май малашне пирӗн сайтпа усӑ курнине, эсир унпа мӗнле информаципе ылмашӑннине ют ҫынсем пӗлеймӗҫ (сӑмах кунта ҫыхӑнӑвӑн хушшине вырнаҫса илме пултарасси пирки пырать). Шанчӑклӑ протоколпа ӗҫленине браузерсем адрес йӗрки умӗнче симӗс ҫӑра кӑтартса палӑртаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чылай браузер ахаль http протоколпа ӗҫлекен сайтсене уҫнӑ чухне вӗсем шанчӑксӑр пулни пирки пӗлтерет, парольсене ҫырнӑ чухне те вӗсем ют ҫын аллине лекес хӑрушлӑх пурри пирки асӑрхаттарать. Шыравҫӑсем те шанчӑклӑ, информацие хӳтӗлекен ҫыхӑнупа ӗҫлекен сайтсене лайӑхрах йышӑнаҫҫӗ, вӗсене пысӑкрах вырӑнсем параҫҫӗ. Ҫакна пӗтӗмпех шута илсе эпир шанчӑклӑ протокол ҫине куҫас шухӑш тытрӑмӑр та.
Шанчӑклӑ протоколпа ӗҫлеме пуҫлас енӗпе республикӑра эпир малтисен ретӗнче. Официаллӑ влаҫ порталӗ те, пирӗн тӑрӑхри хаҫат-журналсен сайчӗсем те ку тӗлӗшпе пуҫ ватма пуҫламан-ха, вӗсем ахаль протоколпах ӗҫлеҫҫӗ. Шанчӑклӑ протоколпа ӗҫлекенсен йышӗнче «Ҫыхӑнура» канашлӑва илсе кӑтартма пулать, унсӑр пуҫне унашкал сайт эпир тупаймарӑмӑр.

Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ!
Ҫӗнӗ версинче сӑмахсен йышӗ 29655 ҫитнӗ. Чи пысӑк улшӑнусем вара аффикссен файлӗнче пулса иртрӗ — сӑмах ушкӑнӗсене пысӑклатнӑ май ушкӑн ячӗсене латин саспаллипе мар, цифрӑсемпе палӑртасси ҫине куҫрӑмӑр. Ҫапла май тинех, тӗслӗхрен, хисеп ячӗсене йӗркене кӗртме май пулчӗ. Ытти йышши тӳрлетӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Пӗтӗмӗшле хакласан вара хальхи сӑмах пуххи ӑнсӑртран илнӗ текстри сӑмахсен 4% ҫеҫ пӗлмест. Пӗлменнисен ытларах пайӗ — пайӑр ятсем. Вӗсене шута илмесен 1% ҫеҫ пӗлмест теме пулӗччӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ текста тӗрӗслемелли хатӗре унӑн ятарлӑ сайтӗнчен уҫласа илме пултаратӑр. Унтах хӑвӑрӑн текста та тӗрӗслесе илме май пур. Ҫавӑн пекех вӑл сайтра браузерсем тата офис программисем валли хатӗрленӗ хушӑмсене уҫласа илме пулать. Эпир хамӑр енчен LibroOffice офис программипе тата Mozilla Firefox браузерпа уса курма сӗнетпӗр. Вӗсенче чӑвашла текста тӗрӗслеме питӗ меллӗ, ытлашши чӑрмавсем сиксе тухмаҫҫӗ. Сӑмахран, Apache OpenOffice программӑра текста ҫырса пынӑ май яланах ҫав текст чӑвашла пулнине пӗлтерсе тӑмалла пулсан LibroOffice-ра унашкал чӑрмав ҫук.
