ҪҪХПИ ҫӑхав ҫырмалли ҫӗнӗ сайт хута яма палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерме май пулӗ.
ҪҪХПИ ертӳҫи Виктор Нилов каланӑ тӑрӑх, сайтӑн техника пайӗ хатӗр. Халӗ ҫӑхавсене пӑхса тухмалли йӗркене ансатлатас тесе саккуна пӑхса тухмалла.
Тӗнче тетелӗнчи сайта пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хӑтласшӑн. Ҫул ҫинчи йӗркене пӑсни пирки ҪҪХПИн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерме пулать. Хальӗхе каланӑ тӑрӑх, ҫӑхава анонимлӑ мелпе ҫырма май пулӗ.
Сӑмах май, ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, судсем административлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне сӑнӳкерчӗксемпе тата видеосемпе ӗнентерекен фактсем пек усӑ курма пулать.
Чӑваш халӑх сайтне ытларах аталантарас тӗлӗшпе спонсорсене шыратпӑр. Спонсорсем куҫарнӑ кашни 200 тенкӗшӗн пӗрер магнитик парнелетпӗр. Вӗсене эсир курма ӗлкӗртӗр те ӗнтӗ (халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарса).
Укҫа мӗн утма кайӗ? Пӗрремӗшӗнчен хыпарҫӑсене тӳлеме. Ятарлӑ тытса ӗҫлекеннисем пирӗн 2-3 ҫын. Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла пайри хыпарсене те тӑтӑшах пӗлтерсе тӑма пуҫласшӑн. Ҫак ӗҫ валли пире уйӑхне 10 пинрен сахалрах мар кирлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — сервер валли. Уйӑхсерен эпир сервершӑн 5000 тӳлетпӗр. Хальхи вӑхӑтра, унӑн хӑвачӗ ҫителӗксӗррине пула, тепӗр сервер вырнаҫтарасшӑн. Уншӑн уйӑхне 700 тенкӗ кӑна тӳлемелле пулӗ тесе шутлатпӑр-ха. Виҫҫӗмӗшӗнчен: эпир хутшӑнакан тӗрлӗ конкурссем валли укҫа кайӗ (парнесемшӗн). Тӑваттӑмӑшӗнчен: кӗнекесем сканерлас ӗҫе эпир вӗҫлемен-ха. Электронлӑлатас ӗҫе эпир сахал мар турӑмӑр пулсан та (тӗслӗхрен, «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 6 кӗнекине те кӗртрӗмӗр) электронлӑ вулавӑша кӗртмелли кӗнекесен йышӗ пурах-ха.
Хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 15 пин тенкӗ пӗтеретпӗр. Эсир пулӑшсан сайта тата та лайӑхрах аталантарма май пулӗ. Хыпарсемпе статьясем ҫырма, тӗрлӗ функционала пурнӑҫа кӗртме ҫав-ҫавах ҫынсем кирлӗ-кирлех.
Шупашкарта ятарлӑ сайт ӗҫлет. Унта кӗрсе маршрут таксийӗсем мӗнле хӑвӑртлӑха ҫӳренине сӑнама пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Общество транспорчӗ мӗнле ҫӳренине 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнченех сӑнама пулать. Ку — Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗ.
Шупашкарти пур общество транспортне те ГЛОНАСС системӑпа тивӗҫтернӗ. Унӑн даннӑйӗсем ятарлӑ сервера килеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урапасен хӑвӑртлӑхне 224 камера сӑнама пулӑшать. Вӗсене хулара вырнаҫтарнӑ.
Сайта кӗрсен хӑвӑра кирлӗ маршрут таксийӗн номерне суйламалла ҫеҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре чи лайӑх выпускниксем пирки даннӑйсем пухма тытӑнӗҫ. Вӗсене «Чи лайӑх выпускник» сайтра вырнаҫтарӗҫ.
Даннӑйсене кӑрлач уйӑхӗнчен пухма тытӑнӗҫ. Ҫапла майпа организацисемпе предприятисене кирлӗ ӗҫченсене шырама меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем аслӑ шкулсенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вӗренсе тухнӑ чи лайӑх ҫамрӑксенчен суйлама пултарӗҫ. Ку яш-хӗршӗн те ӗҫе вырнаҫма питӗ меллӗ.
Даннӑйсен банкне вӗренӳ организацийӗсене хӗрлӗ дипломпа пӗтернисем, ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тунисем, конкурссенче ҫӗнтернисем кӗме пултарӗҫ. Сайтпа кирек кам та паллашма пултарӗ.
«Чи лайӑх выпускник» проекта ҫулсерен 500 ытла выпускник хутшӑнӗ.
«Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) информаци ресурсӗсен регионти порталӗсен танлаштарӑмӗнче Раҫҫӗйре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗпчеве «Инфометр» проект ирттернӗ. Унтисем пахаланӑ тӑрӑх, пирӗн республика уҫҫӑнлӑх енӗпе экспертсемпе усӑ куракансен 88,7 процентне тивӗҫтерет. Аудита 86 йышши параметрпа ирттернӗ.
Ҫуркуннехи танлаштарӑмра та пирӗн республика начар вырӑнта пулман. Ун чухне вӑл улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ, ав, регионсенчи сайтсемпе разделсем хушшинче кӑтарту тата лайӑхланнӑ.
Аса илтерер, «Открытые данные» республика порталӗ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ пирки ҫӑмӑллӑнах пӗлме май парать. Ҫав вӑхӑтра унта 183,8 пин хут ытла кӗрсе пӑхакан тупӑннӑ.
Тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ теме ҫук. Террористсем «хастарланни» пурне те хӑратать. Ҫавна май халӑх тетелӗсенче те халӑха пӑлхантармалли информацисем тухма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче Чӑваш Енре 18 террорист пурри пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Унта ҫынсене халӑх пухӑнакан вырӑна тухса ҫӳреме сӗнмен.
Ку — суя. Кунашкал хыпара ҫӗршывӗпех сараҫҫӗ. «18 террорист» Самарта, Вогоградра та пур-мӗн. Экстремизпа кӗрешекен центр та ку суя хыпар пулнине пӗлтерет.
Ку хыпар тӗнче тетелӗнче виҫӗ эрне ҫӳрет-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ кун тӗлӗшпе. Чулхулара полицейскисем икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ, вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫамрӑксем кӑна пуҫтахаланас тӗллевпе тунӑ.
Йӗрке хуралҫисем ку хыпара ӗненме хушмаҫҫӗ. МТВра та, Мегамолра та нимӗнле «шахидкӑна» та тытман.
Чӑваш халӑх сайтӗнчи шырав тинех кирлӗ пек ӗҫлеме пуҫларӗ. Пирӗн портала уҫнӑранпа 10 ҫул иртрӗ пулин те ҫак функционал хальхи вӑхӑтччен чипер ӗҫлеместчӗ. Хыпарсенче пушшех те шырама май ҫукччӗ, энциклопеди пайӗнче вара шырасан тупса панӑ материалпа усӑ курма йывӑрччӗ.
Халь шырав пайӗпе усӑ курассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Хыпарсен пайӗнче шыранӑ чухне — вӑл анлӑшра тупӗ, энциклопедиллинче пулсан — информациллӗ пайра. Шыранӑ чухне те тӗрлӗ пайсем тӑрӑх куҫассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Мӗнле шырамаллине вара шырав страницинче уҫӑмлатса панӑ: эсир кирлӗ сӑмахсене палӑртма, кирлӗ маррисене сирме, уйрӑмах кирлисене ушкӑнлама пултаратӑр.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ дизайна эпир кӑҫал тума тытӑнса. Ун концепцийӗ тӑрӑх шырав йӗрки сайтӑн чи ҫӳллӗ пайӗнче вырнаҫнӑ, страницӑна антарсан та вӑл ҫухалмасть. Унсӑрӑн пуҫне шырав пайне йӗркене туса ҫитересси пирки эпир сайтӑн 10 ҫулне халалланӑ статьясенче те палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енре вӗренӳ отраслӗн, медицинӑн порталӗсем йӗркеленӗччӗ. Малтанхи юлашки вӑхӑтра ӗҫлеме пӑрахрӗ. Ҫакӑ укӗҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарчӗҫ кун пирки хӑй вӑхӑтӗнче.
Малашне вара культура ӗҫченӗсен хӑйсен порталӗ пулӗ. Анчах регион шайӗнче мар, ҫӗршывра. Культура.рф портал юпан 5-мӗшӗнчех ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Культура министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ портал асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче вырӑн тупнӑ.
Порталта Раҫҫейри культура тата ӳнер темипе ҫыхӑннӑ материалсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене уйрӑмсемпе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара хыпарсене музей, кино, йӑла-йӗрке, лекцисем, фильмсем, спектакльсем, регионсенчи пулӑмсем тӑрӑх уйрӑм та шыраса тупма, вӗсемпе паллашма пулать. Ҫӗршывра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗ те ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.
Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.
Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.

Ӗнер Чӑваш Республикин наци вулавашӗнче «Чӑваш халах сайчӗн аталану ҫулӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Мероприятие портала йӗркеленӗрепне 10 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ. Халӑх сахал мар пухӑнчӗ.
Тӗп доклад тӑваканни Николай Плотников пулчӗ. Вӑл Чӑваш халӑх сайтне мӗнле аталантармалли ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл докладпа туллин порталӑн Статьясен пайӗнче паллашма пулать. Ытти тухса калаҫакансем вара сайтӑн дизайнне ҫӗнетмелли, видеосен пайне ытларах аталантармалли пирки каларӗҫ. Унсӑр пуҫне Игорь Алексеев Чӑваш халӑх сайчӗн малтанхи утӑмӗсене те аса илчӗ, пухӑннисене паллаштарчӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторне хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ — Чӑваш наци конгресӗнчен тата Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗнчен.
Ҫавра сӗтелпе туллин каярах «Сӑвар ТВ»-ри видеора паллашма май пулӗ.
