
Ак, хайхи ҫак самант ҫитрӗ те! Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче кӑнаҫ 94 пин ытларахччӗ... Ҫавах та пӗрлехи вӑйпа Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫӗр пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр-тӑвайрӑмӑрах!
Аҫтахар Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова, Тихонова Татьяна, Марина Яковлева... Ку списока тата та тӑсма пулать — шӑп вӗсем тӑрӑшнипе ӗнтӗ ҫак корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ пӗлтерӗшлӗ чикӗ урлӑ каҫрӗ.
Паллах, ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Йӗркеллӗ машинлӑ куҫаруҫӑ тума пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн ҫак тӗллевӗн 10% ҫеҫ-ха. Ҫавах та тӑрӑшса ӗҫлесен — ҫулталӑк иртӗ-и, иккӗ-и, е виҫҫӗ — пӗр миллион мӑшӑр тӑвасси шансах тӑратпӑр!

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекорд лартни пирки пӗр иккӗленмесӗр калама май пур. Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелеймерӗ пулин те, икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 20 пин ытла ӳсрӗ. Унсӑр пуҫне чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографие тӗрӗслемелли хатӗр ҫӗнелчӗ — ҫӗнӗ верси тухрӗ.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи паянхи кун тӗлне 94 455 куҫарнӑ пуплевӗшпе пуян. Утӑ уйӑхӗнчипе танлаштарсан унта 21 622 куҫару ытларах. Унччен уйӑх хушшинче чи нумай мӑшӑр кӗртни — ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ. Ун чухне эпир 18 пин ытла кӗртрӗмӗр. 20 пин ытла тума пире Борис Полевойӑн «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫне», Анлександр Пушкинӑн «Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем» тата «Дубровский» хайлавӗсене, ҫавӑн пекех Юлиус Фучикӑн «Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмахне» тата Михаил Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри геройне» электронлӑлатса ҫитерме пултарнипе май килчӗ. Александр Пушкинӑн «Капитан хӗрӗ» те майӗпен корпуса кӗрсе пырать — ҫуррине ытла тунӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫавӑн пекех Лев Кассилӗн (ача-пӑча ҫыравҫи) «Аслӑ хирӗҫтӑрӑвне» кӗртетпӗр, майӗпен Вениамин Каверинӑн «Икӗ капитанне» электронлатпӑр.

Утӑ уйӑхне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра та эпир сахал мар ӗҫлерӗмӗр: икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 10 пин ытла ӳсрӗ, сӑмахсарсен сайчӗ Николай Ашмаринӑн черетлӗ томӗпе пуянланчӗ.
Хальхи вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтӗнче 3-мӗшпе 5-мӗш томсем кӑна ҫитмеҫҫӗ. 3-мӗшне, унпа ӗҫлекен ҫын пире пӗлтернӗ тӑрӑх, туса ҫитернипе пӗрех. Пиллӗкмӗшӗпе те ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен хатӗрлесе пӗтерме шантарчӗҫ. Паянхи куна илес пулсан Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» пурӗ 42,8 пин статья (иртнӗ уйӑхра 39,1 ҫеҫ пулса). Тата унсӑр пуҫне эпир тепӗр ӗҫ те пуҫларӑмӑр — Василий Егоров хатӗрленӗ чӑваш чӗлхин этимологи словарьне электронлатас ӗҫе. Вӑл та ҫак сайтра вырӑн тупасса шанатпӑр (ӗҫлекенни — Алина Иванова).
Икчӗлхеллӗ корпусра вара паянхи кун 72 833 чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку кӑтарту 10 750 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланнине кӑтартать. Ҫакна тума Владислав Николаевӑн икӗ пьеси (вӗсене вӑл пире хӑй тивӗҫтерчӗ) тата Леонид Агаков куҫарнӑ Валентин Катаевӑн «Полк ывӑлӗ» повеҫӗ май пачӗ. Унсӑр пуҫне ҫак хушӑра эпир саккунсене те сахал мар кӗртрӗмӗр.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра уйрӑмах хӗрӳ ӗҫлерӗ — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ те чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсемпе самай пуянланчӗ, черетлӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» томӗ те хушӑнчӗ.
Чи малтанах электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн черетлӗ томӗпе — 4-мӗшпе — пуянланни пирки калас пулать. Ҫапла май халь вӑл сӑмах пуххинче 39,1 статья пур. Унччен 36,2 пинччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра 3, 5 тата 8-мӗш томсем электронланасса шанатпӑр.
Чи пысӑк ӗҫ вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗнче иртрӗ — мӑшӑрсен шучӗ 44 012-рен 62 083 ҫитрӗ. 18 пин ытла кӗртме пултартӑмӑр. Вӑл шутра — Библири мӑшӑрсене пурне те хушрӑмӑр, Феодосия Ишетер куҫарнӑ «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекерисене тата Василий Шукшинӑн сакӑр калавне асӑнас пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра корпусра машинлӑ куҫарӑвӗн бета-вариантне вырнаҫтарассипе ӗҫлӗпӗр. Мӑшӑрсем сахал пулнӑ май хальхи вӑхӑтра вӑл куҫару ҫавах ытла пахалӑхлӑ пулманнине асӑрхаттаратпӑр. Мӑшӑрсен шутне ӳстерес ӗҫе чӑвашла пӗлекенсем хутшӑнма пултарни пирки та асӑнса хӑвармасӑр пултараймастпӑр — пӗрле кар! тӑрса ӗҫленипе кӑна чӑваш чӗлхине эпир тӗнче шайне хӑпартма пултаратпӑр!

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, 40 пинрен эпир ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртрӗмӗр. Иртнӗ уйӑха вара 44 012 пуплевӗшпе вӗҫлерӗмӗр. Тепӗр май каласан, иртнӗ эрнере эпир корпуса пӗр 8 пин патнелле куҫарнӑ пуплевӗшпе пуянлатрӑмӑр. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пире Библири («Кивӗ халалтисене» кӗртсе пӗтернӗ) мӑшӑрсене усӑ курни тата Феодосия Ишетер куҫарнӑ Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнеки пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Хветӗр Акивер куҫарнӑ Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» хайлавӗсем те пӗчӗк тӳпе хыврӗҫ. Ҫапла май малалли тӗллев — 60 пин куҫару.
Ытти кӑтартусем: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» халь 1 175 текст, вӗсенче 90 827 пуплевӗш, пурӗ 1 257 пин сӑмах. Куҫарусенче (вырӑслисенче) 773,8 пин сӑмах. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — ӗҫлесен ӗҫ каять. Ҫавна май пурне те пире пулӑшма йыхравлатпӑр!

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ калӑпӑшне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле.
Пӗрремӗшӗнчен, Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмаринӑн черетлӗ 6-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫавна май халь тата 4 кӗнеке ҫеҫ юлать: 3, 4, 5, 8. 4-мӗшне тахҫанах ярса пама шантарнӑччӗ-ха та, анчах уйӑх хушшинче унпа ӗҫлекен ҫын ӑна вӗҫне ҫити редакцилесе ҫитереймерӗ. Унсӑрӑн пуҫне сӑмахсарсен сайтӗнче Ашмарин словарьне (унта халӗ 36,2 пин сӑмах статйи) эпир «хатӗрлесе ҫитернӗ пекех» статуса хӑпартрӑмӑр — ҫавна май списокра вӑл кӑшт ҫӳлерех хӑпарчӗ.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ пирки каласан, кунта та ҫитӗнӳсем ҫук мар. Куҫарнӑ пуплевӗшсен йышӗ сӑмахран 44 012 ҫитрӗ. Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах. Ытти кӑтартусем: корпусра халь 1 158 текст (+55), 83 532 пуплевӗш (+3 291), 1 182 874 cӑмах (+27 841). Майӗпен ӳссе пыратпӑр.

Чӑваш чӗлхе лабораторийӗ тӑрӑшнипе хатӗрленнӗ Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи пирки пӗлеттӗр пулӗ — ӑна ятарласа Яндекс.Куҫаруҫӑ тата Google.Translate йышши хӑй тӗллӗн ӗҫлекен тӑлмачсем валли йӗркеленӗ. Тӗрлӗ чӗлхесенчен чӑвашла куҫарас тесен пӗр-пӗр чӗлхепе куҫару мӑшӑрӗсем пулмалла. Ку енчен чи ҫывӑх чӗлхе вара — вырӑс чӗлхи. Ҫавна май ҫак сайтра чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗсем хатӗрленсе пыраҫҫӗ. Паянхи кун вара вӗсен йышӗ 40 пинрен иртрӗ (хыпара ҫырнӑ чухне статистика «40 592» шута кӑтартатчӗ).
Ытти тӗлӗшрен те ку чӑваш чӗлхи корпусӗ пуянланса пырать: калӑпӑр чӑвашла текстсен йышӗ 1 124 ҫитрӗ, пуплевӗшсен йышӗ — 81 пине ҫывхарать. Калӑпӑшӗпе пӑхсан вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче 1 161 818 cӑмах шутланать (танлаштарма: ҫармӑссен корпусне 20 миллион сӑмах таран ҫитересшӗн).
Ку ҫитӗнӗве тата та вӑйлӑрах ӳстерес тесен куҫару ӗҫне эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Ӗҫлеме вара унта пӗрре те йывӑр мар. Пӗрле кар тӑрса ӗҫлесен кӑна пысӑк ҫитӗнӳсем тума май пулӗ!

Паян «Хавал» пӗрлӗхӗн пухӑвӗ иртрӗ — унта аякран ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институтӗнче вӑй хуракан Андрей Чемышев та пулчӗ.
«Хавал» Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекин электронлӑ вариантне хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа кӳленесшӗн. Аса илтеретпӗр, ку ӗҫе вӗсем унченех пуҫарнӑччӗ, ятарлӑ сайт та хатӗрленӗччӗ. Александр Блинов каласа панӑ тӑрӑх вӗсен сӑмах кӗнекине оригиналлӑ орфографипе электронлӑлатасшӑн, ҫавна май ҫармӑс чӗлхеҫине сӗнӳпе пулӑшма ыйтнӑ. Ҫармӑссем ку енӗпе чӑн та пысӑк утӑмсем тунӑ — сахал мар словарьсем сканерласа тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Андрей Чемышев Йошкар-Олари чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институчӗ паянхи кун мӗнпе ӗҫлени пирки те каласа пачӗ — вӗсем Яндекс.Тӑлмач валли вырӑсла-ҫармӑсла текстсем хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ — 2020 ҫул вӗҫне унти сӑмахсен йышне 20 миллиона ҫитересшӗн. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен институчӗ миллиона яхӑн тӑракан сканер туяннӑ, кӗҫех чӗлхе корпусӗ валли ятарлӑ сервер хута ярӗҫ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн уйӑх хушшинчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл хӑйӗн ӗҫне иртнӗ уйӑхра, акай уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине паянхи кун ыйтнӑ шайра аталантарса пырасси. Тепӗр май каласан — электронлӑ хатӗрсене кӗртсе пырасси.
Ака уйӑхне пӗтӗмлетнӗ май тунӑ ӗҫ сахал пулмарӗ темелле. Сӑмахран, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ пӗр томпа пуянланчӗ — 1-мӗшпе. Вӑл кӗнекене электронлӑлатма самай йывӑр — унта усӑ курнӑ саспаллисем ытти томрисенчен кӑткӑсрах. Кӗҫех тата тепри электронлӑ словарьсен сайтне вырнаҫӗ — ӗҫе пурнӑҫлаканӗ каланӑ тӑрӑх 4-мӗш тома хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май халь пирӗн тата тепӗр 4 кӗнеке ҫеҫ юлӗ (3, 5, 6, 8).
Ик чӗлхеллӗ корпусра та ӗҫ вӗресе тӑрать. Ака уйӑхӗ хушшинче унта 2847 куҫару хушӑнчӗ. Паллах, 100 пине ҫитме тата нумай вӑй хумалла, анчах ӗҫ пӗр вырӑнта тӑманни савӑнтарать, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама май пуррине кӑтартать. Сӑмах май вӑл корпусра халь пурӗ 37 684 куҫарнӑ пуплевӗш (514 334 сӑмах). Хӑй корпус вара 1 103 текстран тӑрать — ку вӑл 1 155 033 сӑмахран тӑракан 80 241 пуплевӗш.

Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» электронлӑлатас ӗҫ малалла пырать. Тин кӑна эпир 1-мӗш томне, тӗрӗслесе якатас тӗлӗшӗпе чи йывӑррине, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтне вырнаҫтартӑмӑр. Ҫапла май халь унта пурӗ 12 том вырнаҫнӑ теме ҫирӗппӗн калама пулать. Тата тепӗр 5 томне электронлӑлатасси кӑна юлать. Пурӗ вырнаҫтарнӑ сӑмах статйисен йышӗ вара 33 пинрен иртрӗ.
«Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ пурнӑҫлать. Ку ӗҫе Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранта 150 ҫул ҫитнӗ тӗле вӗҫлес ӗмӗтлӗ (2020 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче пулӗ). Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл тата ыттисем тӑрӑшнипе тӗллеве самай маларах пурнӑҫласса шанӑҫ пур. Пӗлтӗр сайта сакӑр том кӗртнӗ пулсан, кӑҫал тӑватӑ уйӑх хушшинче 4 хушӑнчӗ те ӗнтӗ.
Сӑмах май, «Электронлӑ сӑмахсарта» ытти улшӑнусем те пулса иртрӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен вӑл уйрӑм сервер ҫине куҫрӗ (ку сервер хӑвӑртрах ӗҫлет), иккӗмӗшӗнчен эпир Михаил Иванович Скворцов хатӗрлесе кӑларнӑ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарьне» тӳлевсӗр меле куҫартӑмӑр (шел те, тӳлевлӗ словарьпе усӑ курас тесе пӗр ҫын та абонемент туянмарӗ).
