Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сайтсем

Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пуплевӗшсен шучӗ пӗр миллион та 500 пинрен иртнӗ. Сӑмахсен шучӗ те 15 миллион патнелле ҫывхарса пырать. Текстсен йышӗ те 5 пинрен кӑшт кӑна сахалрах. Чӑваш чӗлхин корпусӗнче шӑп ҫакнашкал кӑтартусене паянхи кун асӑрхама пулать те.

Чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн 20 миллион сӑмах пулмалла теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ку тӗллев патне майӗпен талпӑнать те ӗнтӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 14 миллион пулнӑ пулсан паянхи кун вара кунти сӑмахсен калӑпӑшӗ 14 миллион та 850 пин патне ҫывхарса пырать.

Унсӑр пуҫне корпусра нумай пулмасть хушнӑ функционал та пуянланса пырать. Сӑмах сасӑланӑ текстсем пирки. Вӗсен калӑпӑшӗ паянхи куна 1 сехет ҫурӑран иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна нумай пулмасть кӑна хушнӑ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, текстсене сасӑласа пулӑшас енӗпе кашниех пулӑшма пултарать. Енчен те регистрациленме кӑмӑл ҫук пулсан эсир ятарлӑ аккаунтпа усӑ курма пултаратӑр. Унӑн логинӗ: «sasala», вӑрттӑн сӑмахӗ те ҫавӑн пекех: «sasala». Енчен те хӑвӑр сасса ыттисенчен уйрӑм ҫырас килет пулсан уйрӑммӑн регистрациленме пулать. Текста сасӑланӑ чухне чаплӑ хатӗр-хӗтӗр (микрофон, ятарлӑ студи) кирлех мар.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» Hunspell валли тунӑ чӑвашла сӑмах пуххине ҫӗнетнӗ. Унчченхи версине ҫӗнетнӗренпе ҫулталӑк иртнӗрен тахҫанах ҫӗнӗ верси кӑларма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Паян вара эпир ҫак ӗҫе пурнӑҫларӑмӑр.

Сӑмах пуххи пуянланса пынӑҫемӗн унӑн калӑпӑшне ӳстерме йывӑртарах ӗнтӗ. Апла пулин те пӗлтӗрхипе танлаштарсан словарь 274 сӑмахпа пуянланчӗ (пӗтӗмӗшле сӑмах йышӗ 31 775-е ҫитнӗ). Унсӑр пуҫне тӗрлӗ йӑнӑшсене юсанӑ, сӑмах формисене хатӗрлекен правилӑсене тӳрлетнӗ. Ҫапла май ҫӗнӗ словарь мӗнпур чӑваш сӑмахӗсене палласа илме вӗренеймен пулин те унашкал сӑмахсен йышӗ пӗчӗкленнӗ.

Hunspell хатӗрпе Mozilla Firefox браузерта, LibreOffice офис пакетӗнче тата ытти хӑш-пӗр программӑсенче чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографине тӗрӗслеме май пур. Паллах, мӗнпур опечаткӑна вӑл кӑтартаймӗ (сӑмахран, «вал» та «вӑл» та уйрӑммӑн илсен тӗрӗсех, контексне кура кӑна йӑнӑш пуррине палӑртма пулать), анчах йӑнӑшсене ҫавах сахаллатма пулӑшӗ.

Mozilla Firefox браузер валли, LibreOffice офис пакечӗ валли ятарлӑ хушӑмсене «Hunspell чӑвашла» сайтран уҫласа илме пултаратӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hunspell.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ҫӗнӗ функционалпа пуянланнӑ — пуплевӗшсене сасӑлассипе. Ҫӗнӗ функционал Mozilla Common Voice евӗр ӗҫлет, тепӗр май каласан, унпа усӑ курса текстсене сасӑлама, сасса куҫарма пулать.

Пуплевӗшсене сасӑпа ҫырасси мӗн валли кирлӗ-ха? Чи малтанах ку ӗҫ сасӑпа ҫырнине текста куҫарма кирлӗ. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ сасӑ пуххи пур — ҫавӑн чухлӗ тӗрӗсрех текста уйӑрса илме май пур. Mozilla Common Voice сервисра 26 сехете яхӑн чӑвашла текст ҫырнӑ пулин те ку ҫителӗклех мар. 10 пин сехет ҫырса илсен кӑна ҫак ӗҫе пахалӑхлӑ тума май пур. Тепӗр енчен, аудиоматериалсем, текста ҫыхӑнтарнӑскерсем, сасӑллӑ синтезатор хатӗрлеме те кирлӗ. Тӗрлӗ ҫынсен сассисене уйӑрма тивнӗрен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» функционалпа усӑ курса пуплевӗшсене сасӑлас тесен регистраци урлӑ тухма тивет те.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫери» «Сасӑла» пай патӗнчи «Функционал пирки» каҫӑпа куҫса пӗлме пулать. Mozilla Common Voice проектпа танлаштарсан пирӗн функционал сасӑлама сӗнекен пуплевӗшсене корпуса кӗртнӗ ҫӗнӗ текстсенчен илнипе кӑна уйрӑлса тӑрать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен ертӳҫисем Сӑр чиккипе ҫыхӑннӑ хыпарсемпе паллаштаракан сайт йӗркелеме 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 740 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.

Асӑннӑ информаци ресурсне 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Сайта йӗркелеме тата тытса тӑма укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.

Пӗрремӗш контракта виҫӗ ҫуллӑха (2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен) алӑ пуснӑ. Ҫав вӑхӑт иртсен тепӗр хутчен конкурс ирттернӗ, хальхинче 740 пин тенкӗпе Хабаровскри «Веб Нова» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Сайта, сӑмах май, Хабаровскри тепӗр компани йӗркеленӗ.

Сайта уйӑхра 10 хыпартан кая мар, ҫулталӑкра 12 лонгридран кая мар вырнаҫтармалла.

 

Тӗнче тетелӗ
Сайтпа паллаштарнӑ самант
Сайтпа паллаштарнӑ самант

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Наследие Чувашии» ҫӗнӗ сайта хӑтларӗҫ, вӑл мӗнлерех пулмаллине сӳтсе яврӗҫ.

Ҫӗнӗ сайта культурӑпа ӳнер тӗлӗшпе мӗнпур нацишӗн пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшас тӗллевлӗ Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ. Грант илнӗренпе мӗнпурӗ 4 уйӑх ытларах иртнӗ пулин те ҫӗнӗ сайт сӑн-пичӗ хатӗр те ӗнтӗ. Пур пая та информаципе тултарса ҫитереймен пулин те кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ сайт пӗтӗмӗшле пӑхсан хатӗр.

Наци вулавӑшӗ ку сайтра чӑваш халӑхӑн культурине ҫутатакан мӗнпур информацие пухса вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ҫеҫ те кӑна мар, кунта ҫыннисем пирки те, ял-хула ҫинчен те, халӑхӑн историйӗ, республикӑн паллӑ вырӑнӗсем пирки информаци пулмалла. Ҫак мӗнпур информацие наци вулавӑшӗ тӗрлӗ вырӑнтан пухса йӗркелесшӗн. Сӑмахран, «Паллӑ кунсен календарӗнчи» информацие. Ҫавӑн пекех кунтах республикӑра пичетленсе тухнӑ районсен энциклопедийӗнчи информацие тупма май пулӗ.

Плансем пысӑк, ҫавӑнпа та тӳрех тултарса ҫитерме май ҫук. Анчах вал информаци майӗпен тулса пырассине проект авторӗ шантарсах каларӗ.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.

Уйрӑмах хаҫат-журнал статйисен йышне ӳстермелле. Вӑл текстсем тем тесен те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче пысӑк пай йышӑнаҫҫӗ. Апла-тӑк, вӗсене ытларах кӗртмелле. Шел те, республикӑра тухакан чылай хаҫат хӑйсен тексчӗсене сайтсенче вырнаҫтармасть. Ытларах чухне вӗсем «вӗсене сайта вырнаҫтарсан пирӗн хаҫата кам ҫырӑнӗ» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вара купи-купипе вырӑсла текст вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен тиражне чакармасть пулас. Шел те капла ӗҫлени чӑваш чӗлхипе усӑ курнине чакарса та чакарса пырать.

Ҫутӑ ҫул

Хаҫат статйисене шыракаланӑ май паян «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн сайтне пырса кӗтӗм.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Нумай пулмасть Google.Translate сервисри куҫарусен пахалӑхне ӳстермелли сообществӑра «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑр хушӑннӑ. Унччен малтан «Акӑлчанла-Чӑвашла» мӑшӑр кӑна пурччӗ (унта пирӗн чӗлхен 7800 таран ӳсӗм пур).

Ҫӗнӗлӗхе тӗплӗрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакна асӑрхама пулать: «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑрта хальлӗхе вӗсем хатӗрленӗ мӑшӑрсене ҫеҫ тӗрӗслеме пулать. Чӑвашлисене акӑлчанла куҫарса пулӑшма май ҫук-ха. Тӗслӗхсене тишкернӗ хыҫҫӑн тата ҫакӑ палӑрчӗ: вӗсем ытларах енӗпе автоматически куҫарнисем. Тепӗр май каласан, Google команди чӑваш чӗлхиллӗ моделе ӑсталанӑ, унпа усӑ курса акӑлчанлисене куҫарнӑ. Вӗсене халь тӗрӗслеме ыйтаҫҫӗ.

Асаилтеретпӗр, Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине хӑвӑртрах кӗртччӗр тесен эпир пӗрле кар! тӑрса ӗҫлесен кӑна май пур. Сӑмахран, акӑлчанла-чӑвашла мӑшӑрсене самай хушнӑ хыҫҫӑн Google команди пирӗн чӗлхене асӑрханӑ. Вӑл е ку чӗлхерен акӑлчанла куҫару ушкӑнӗсем пурин те ҫук. Чӑваш чӗлхи валли нумай пулмасть кӑна хушнӑ. Ҫавӑн пекех ҫакна пушкӑрт чӗлхи валли тунӑ. Раҫҫейри халӑхсене илес пулсан, акӑлчанла куҫакан пуплевӗш мӑшӑрсене ҫавӑн пекех тутарла кӗртме пулать, тата чечен чӗлхипе.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.google.com/contribute
 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.

Иртнине тишкерсе

«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Телеграмсемпе халӑх тетелӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш халӑх сайчӗ, тӗпрен илсен, хӑйӗн портал структурине сыхласа хӑварчӗ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр япала ҫухалчӗ, теприсем вара хушӑнчӗҫ.

Калӑпӑр, «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» хупӑнчӗ. Кунта сӑлтавӗ Чӑваш халӑх сайчӗ МИХ шайне куҫнинче те пур, унсӑрӑн пуҫне канашлӑва хутшӑнакансен шайӗ те юлашки вӑхӑтсенче самай чакрӗ: ыйтусене сӳтсе явас вырӑнне пӗр-пӗринпе харкашма пуҫларӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Атӑл.Тӑлмач» онлайн-куҫаруҫӑри модель ҫӗнелнӗ. Енчен те малтанхине 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ пулсан, хальхине вӗрентме 1 127 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ. Ҫапла май куҫару пахалӑхӗ ӳснӗ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл «Яндекс.Тӑлмачран» пӗрре те кая мар куҫарать, хӑш чухне ирттерет те. Ку ӗнтӗ моделе вӗрентнӗ чухне ытларах мӑшӑрсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, ҫулталӑкӑн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхин модельне 1 миллион мӑшӑрпа вӗрентсе ҫӗнетнӗччӗ. «Атӑл.Тӑлмача» вӗрентнӗ чухне вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ тата та ӳсрӗ — 1 миллион та ҫӗр пинрен иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пухӑннӑ мӑшӑрсемпе ҫеҫ мар, унсӑр пуҫне ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарнисемпе те туллин усӑ курнӑ. Ҫав шутра — моно корпуссемпе те (калӑпӑр, Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи текстсемпе, Чӑваш халӑх сайчӗн Литература кӗтесне вырнаҫтарнӑ текстсемпе тата ыттипе те). Ку та пахалӑха ӳстерме май пачӗ.

Ҫак вӑхӑт хушшинче «Атӑл.Тӑлмачра» ҫавӑн пекех тепӗр ҫӗнӗлӗх те хушӑнчӗ — сайтра вӑйӗ мелӗпе усӑ курса халь кашни хутшӑнаканӑн тӳпине палӑртма май пур.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи
Николай Плотниковӑн тӳпи ҫурри ытла йышӑнать
Николай Плотниковӑн тӳпи ҫурри ытла йышӑнать

Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине кӗртес тӗлӗшпе пулӑшу эпир сирӗнтен унччен те ыйтнӑччӗ. Шел те, хыпарне вырнаҫтарнӑ чухне кӑна пулӑшакансем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ, каярах вара ҫак ӗҫ пирки пачах та манчӗҫ. Ҫавна май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ сире ку ӗҫе тепӗр хут хутшӑнма йыхравлать!

Пулӑшма кӑмӑл пур пулсан ҫак ӗҫ пӗрре те йывӑр мар. Ҫакна унччен хутшӑннисем те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Пулӑшас текенсен мӗнле утӑмсем тумаллине ятарлӑ статьяра ҫырса кӑтартрӑмӑр. Кӗскен каласан, сирӗн Google.Translate сайта уҫмалла та, «Предложить перевод» пускӑч ҫине пусса ятарлӑ пая кӗмелле. Кунта чӑваш чӗлхине суйламалла та («английский–>чувашский» мӑшӑра) е куҫарусем сӗнмелле, е ыттисем куҫарнине тӗрӗслемелле. Пулчӗ те.

Ку пулӑшӑва акӑлчанла пӗлмесен те ним йывӑрлӑхсӑр тума пулать. Google е Яндекс пулӑшнипе ним мар акӑлчанларан вырӑсла (Яндексӗ вара тӳрех чӑвашла та куҫарма пултарать!) куҫарма пулать. Вырӑслине чӑвашла куҫарма вара йывӑр мар. Кӑмӑл кӑна пултӑр!

Сӑмах май, чӑвашсем «ҫывӑрнӑ» хушӑра пушкӑртсем те, яккутсем те пирӗнтен иртнӗ. Чеченсем пирки каласси те ҫук.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.google.com/
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 32
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть