«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» Hunspell валли тунӑ чӑвашла сӑмах пуххине ҫӗнетнӗ. Унчченхи версине ҫӗнетнӗренпе ҫулталӑк иртнӗрен тахҫанах ҫӗнӗ верси кӑларма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Паян вара эпир ҫак ӗҫе пурнӑҫларӑмӑр.
Сӑмах пуххи пуянланса пынӑҫемӗн унӑн калӑпӑшне ӳстерме йывӑртарах ӗнтӗ. Апла пулин те пӗлтӗрхипе танлаштарсан словарь 274 сӑмахпа пуянланчӗ (пӗтӗмӗшле сӑмах йышӗ 31 775-е ҫитнӗ). Унсӑр пуҫне тӗрлӗ йӑнӑшсене юсанӑ, сӑмах формисене хатӗрлекен правилӑсене тӳрлетнӗ. Ҫапла май ҫӗнӗ словарь мӗнпур чӑваш сӑмахӗсене палласа илме вӗренеймен пулин те унашкал сӑмахсен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Hunspell хатӗрпе Mozilla Firefox браузерта, LibreOffice офис пакетӗнче тата ытти хӑш-пӗр программӑсенче чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографине тӗрӗслеме май пур. Паллах, мӗнпур опечаткӑна вӑл кӑтартаймӗ (сӑмахран, «вал» та «вӑл» та уйрӑммӑн илсен тӗрӗсех, контексне кура кӑна йӑнӑш пуррине палӑртма пулать), анчах йӑнӑшсене ҫавах сахаллатма пулӑшӗ.
Mozilla Firefox браузер валли, LibreOffice офис пакечӗ валли ятарлӑ хушӑмсене «Hunspell чӑвашла» сайтран уҫласа илме пултаратӑр.