Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Google.Translate сервисра «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑр хушӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.10.2022 17:11 | 1084 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нумай пулмасть Google.Translate сервисри куҫарусен пахалӑхне ӳстермелли сообществӑра «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑр хушӑннӑ. Унччен малтан «Акӑлчанла-Чӑвашла» мӑшӑр кӑна пурччӗ (унта пирӗн чӗлхен 7800 таран ӳсӗм пур).

Ҫӗнӗлӗхе тӗплӗрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакна асӑрхама пулать: «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑрта хальлӗхе вӗсем хатӗрленӗ мӑшӑрсене ҫеҫ тӗрӗслеме пулать. Чӑвашлисене акӑлчанла куҫарса пулӑшма май ҫук-ха. Тӗслӗхсене тишкернӗ хыҫҫӑн тата ҫакӑ палӑрчӗ: вӗсем ытларах енӗпе автоматически куҫарнисем. Тепӗр май каласан, Google команди чӑваш чӗлхиллӗ моделе ӑсталанӑ, унпа усӑ курса акӑлчанлисене куҫарнӑ. Вӗсене халь тӗрӗслеме ыйтаҫҫӗ.

Асаилтеретпӗр, Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине хӑвӑртрах кӗртччӗр тесен эпир пӗрле кар! тӑрса ӗҫлесен кӑна май пур. Сӑмахран, акӑлчанла-чӑвашла мӑшӑрсене самай хушнӑ хыҫҫӑн Google команди пирӗн чӗлхене асӑрханӑ. Вӑл е ку чӗлхерен акӑлчанла куҫару ушкӑнӗсем пурин те ҫук. Чӑваш чӗлхи валли нумай пулмасть кӑна хушнӑ. Ҫавӑн пекех ҫакна пушкӑрт чӗлхи валли тунӑ. Раҫҫейри халӑхсене илес пулсан, акӑлчанла куҫакан пуплевӗш мӑшӑрсене ҫавӑн пекех тутарла кӗртме пулать, тата чечен чӗлхипе.

Ҫавна май ҫак ӗҫе пурне те хастар хутшӑнма ыйтатпӑр. Чӑвашларан акӑлчанла куҫарнисене тӗрӗслеме ыйтаҫҫӗ тенӗрен, «Эп акӑлчанла япӑх пӗлетӗп» тесе ҫак ӗҫрен ан пӑрӑнӑр. Тӗслӗхсене тишкернӗ хыҫҫӑн, акӑлчанла куҫару тӗрӗс пулнине мар, чӑвашла тӗслӗхӗ тӗрӗссине пӑхма пулать. Сӑмахран, «Сӑмахран, эпӗ 150 мм актерӑн пысӑк планне ӳкеретӗп тейӗпӗр.» пуплевӗше тӗрӗс е тӗрӗс мар куҫарнине хаклама ыйтаҫҫӗ. Акӑлчанла варианчӗ вара «For example? let's suppose I shoot a close-up of an actor at 150mm». Кунтан тӳрех паллӑ: чӑвашлине автоматически куҫарса тунӑ, акӑлчанли вара йӗркеллех. Ҫапла вара куҫарнине мар, ҫӑлкуҫӗ йӗркеллине кура хаклама май пур.

Google.Translate сервисра чӑваш чӗлхине кӗртме мӗнле пулӑшма май пурри ҫинчен эпир тӗплӗ ятарлӑ статьяра ӑнлантарса панӑччӗ. Унти инструкципе усӑ курса эсир те ҫак ӗҫе хутшӑнасса шанас килет!

#акӑлчан чӗлхи, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #пулӑшу, #тӗнче тетелӗ, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.google.com/contribute
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем