Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Чӑваш Ен эткерлӗхӗ пирки каласа паракан сайта хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.11.2022 20:20 | 1214 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ
Сайтпа паллаштарнӑ самант
Сайтпа паллаштарнӑ самант

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Наследие Чувашии» ҫӗнӗ сайта хӑтларӗҫ, вӑл мӗнлерех пулмаллине сӳтсе яврӗҫ.

Ҫӗнӗ сайта культурӑпа ӳнер тӗлӗшпе мӗнпур нацишӗн пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшас тӗллевлӗ Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ. Грант илнӗренпе мӗнпурӗ 4 уйӑх ытларах иртнӗ пулин те ҫӗнӗ сайт сӑн-пичӗ хатӗр те ӗнтӗ. Пур пая та информаципе тултарса ҫитереймен пулин те кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ сайт пӗтӗмӗшле пӑхсан хатӗр.

Наци вулавӑшӗ ку сайтра чӑваш халӑхӑн культурине ҫутатакан мӗнпур информацие пухса вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ҫеҫ те кӑна мар, кунта ҫыннисем пирки те, ял-хула ҫинчен те, халӑхӑн историйӗ, республикӑн паллӑ вырӑнӗсем пирки информаци пулмалла. Ҫак мӗнпур информацие наци вулавӑшӗ тӗрлӗ вырӑнтан пухса йӗркелесшӗн. Сӑмахран, «Паллӑ кунсен календарӗнчи» информацие. Ҫавӑн пекех кунтах республикӑра пичетленсе тухнӑ районсен энциклопедийӗнчи информацие тупма май пулӗ.

Плансем пысӑк, ҫавӑнпа та тӳрех тултарса ҫитерме май ҫук. Анчах вал информаци майӗпен тулса пырассине проект авторӗ шантарсах каларӗ. Паянхи куна илес пулсан, портал вырӑсла кӑна, анчах та план тӑрӑх унӑн чӑвашла версийӗ те пулмалла — сайт пуҫелӗкӗнче ятарлӑ кнопка та вырнаҫтарнӑ.

Хӑтлава пухӑннисем сайтӑн ҫитменлӗхӗсене асӑнчӗҫ, портала вырнаҫтармалли информацие ӑҫтан илме май пуррине уҫса пачӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗнӗ сайт пурне те кӑмӑла кайрӗ.

#тӗнче тетелӗ, #культура, #сайтсем, #наци вулавӑшӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4358.8.0720
2022.12.01 02:38
Agabazar
Эткер мар, еткер.
Владимир Николаевич // 3000.76.3861
2022.12.01 12:01
Agabazar, çынсене вĕрентме хăтланиччен ху та кăштах ун-кун вĕренкелесен пăсăк пулмĕччĕ. Халь вăйра тăракан "Чăваш чĕлхин орфографи словарьне" уçса пăх (369 с.): эткер, эткерлĕх, эткерçĕ. Сывă пул, ан чирле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем