
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?
Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.
Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир планланинчен те нумайрах ӗҫ турӑмӑр. Ашмарин словарӗн 3-мӗш томне те туллин турӑмӑр (2/3 пайне ҫеҫ мар), тата унсӑр пуҫне Петр Осиповӑн «Элкей таврашӗнче» романа та йӗркелесе ҫитертӗмӗр (корпуса кӗртеймен те ҫавӑнпа укҫине тӳлемен-ха). Халь вара малалли пайӗпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне Александр Гринӑн 5-мӗш томӗпе те ӗҫ пӗтнипе танах (ҫур кӗнекене кӗртнӗ ҫеҫ мар, мӑшӑрласа та пӗтернӗ!) — кӑшт кӑна юлнӑ. Унта ӗҫлекене 5100 куҫарса памалла пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир Юлия Силэмӑн «Юр ҫинчи кӑвайт» повеҫне юсаса корпуса кӗртрӗмӗр.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ. Халӗ кунта пӗтӗм 17 томпа паллашма пулать.
Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар. PDF форматпа ӑна тӗрлӗ сайтсенчен уҫласа илме май пур. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программа та пуррине пӗлетпӗр — вӑл ҫак словарь тӑрӑх шырама пӗлет. Шел те, ӑна хатӗрлекенӗсем унта тӗслӗхсене кӗртмен. «Электронлӑ сӑмахсара» кӗртни вара ҫак сӑмах пуххинче тулли шырав тума май парать. Ҫав шутра, тӗслӗхсенче те!
Ашмаринӑн сӑмах пуххине туллин электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе эпир 2018 ҫулта пуҫӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсем: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников тата ыттисем. Ку ӗҫе эпир паллӑ ӑсчахӑн юбилейӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Йӑлт туса ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, 3-мӗш том кӑна юлнӑччӗ (пӗри хӑйӗн ҫине илнӗ ӗҫе вӗҫлеменнине пула). 3-мӗш томран та 1/3 пайне тунӑччӗ ӗнтӗ (тепӗр ҫын). Кайран пирӗн урӑх ӗҫ тупӑнчӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫак хушӑра 3-мӗш томӑн тунӑ 1/3 пайӗ те таҫта ҫухалнӑ... Шыраса вӑхӑт ирттерес мар тесе хальхинче пӗтӗмӗшле тӑвас терӗмӗр. Тавах Алина Ивановӑна, вӑл ҫак ӗҫе хӑвӑрт туса пачӗ!

«Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Ку хутӗнче унта 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» вырнаҫрӗ. Ӑна И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ. Тӗп редакторӗ — М.В. Лазова.
Ҫак пысӑк сӑмахсара пурӗ 41 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хӑй кӗнеке пурӗ 893 страницӑран тӑрать. Ӑна «Совет энциклопедийӗ» издательство кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене электронлатас ӗҫе Алина Ивановӑпа (текста юсанӑ) Николай Плотников (кӗнекене ӳкернӗ, саспаллатнӑ, юсанӑ текста сайта вырнаҫтарнӑ) тунӑ.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче унсӑр пуҫне ытти вырӑсла-чӑвашла словарьсем те пур. Ку вӑл 1972 ҫулта В.Г. Егоров редакциленӗ словарь (18,7 пин сӑмах); Скворцов М.И. тата Скворцова А.В. хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь (8,9 пин сӑмах, 2002 ҫулта тухнӑ); Скворцов М.И. хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (3,6 пин сӑмах; 2004 ҫулта тухнӑ). Сайтри тулли словарьсен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 15 ҫитрӗ.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» малашне те ҫак сайта ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатас ӗҫе туса пырӗ.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.
Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку пӗтӗмпех йӑлт эсир пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пулчӗ. Унсӑр пуҫне 5 томпа тухнӑ Александр Грин хайлавӗсен пуххин 3-мӗш томне юсаса пӗтертӗмӗр, 4-мӗш томпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 3100 тенкӗ пухӑнчӗ. Малтанхи уйӑхрипе шутласан пӗтӗмӗшле 45 800 тенкӗ пулать. 15 200 пуш уйӑхӗнче тӑкакларӑмӑр, 15 100 — ака уйӑхӗнче (10 000 словаре юсанӑшӑн, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн). Тата 5 000 словарьшӗн тӳлеме выртать [куҫаракансем пуррине кура пурӗ 20 пин тӳлеме йышӑнтӑм] (шел те, паспорт улӑштарнине пула СБП урлӑ куҫараймастӑп; ҫак кунсенче банка кайса паспорт даннӑйӗсене ҫӗнетмелле).

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерет: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсем 1,1 миллиона ҫитрӗҫ. 1 миллиона эпир пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн варринче турӑмӑр пулсан, хальхи 100 пине пухма вӑхӑт самай кирлӗ пулчӗ. Сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра лаборатори ҫак ӗҫпе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах халь кулленхи хыпарсенчи мӑшӑрсемпе пуянлататпӑр. Тепӗр май каласан, енчен те малтан эпир XX ӗмӗрти пуплевӗшсене ытларах усӑ курнӑ пулсан, халь паянхи кун усӑ кураканнисене кӗртме тӑрӑшатпӑр. Хӑвӑрах сӑнама пултаратӑр: енчен те ҫӳпҫере пӗлтӗрхи 319 текст пур пулсан, кӑҫалхисен (4 уйӑх иртнӗ пулин кӑна) йышӗ 189 ҫитнӗ те.
Эпир ӑсталакан «Атӑл.Тӑлмача» та ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме планланӑ. Ку ӗҫе эпир Александр Гринӑн 5 томлӑ пуххине (ӑна Алексей Леонтьев куҫарнӑ) мӑшӑрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑвасшӑн. Паянхи кун тӗлне 3-мӗш томӑн ҫуррине ытла мӑшӑрланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӑлмача ҫӗнетӗпӗр те. Халь вӑл 673 пин мӑшӑрпа ӗҫлет (апла пулин те нумай пулмасть /пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче/ 1 миллион мӑшӑрпа ҫӗнетнӗ «Яндекс.

Паян Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫавна май ятарлӑ парне хатӗрлерӗ — чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ.
Ҫӗнӗ версинче тупнӑ йӑнӑшсене юсанӑ тата сӑмахсен йышне ӳстернӗ. Енчен те малтанхи 31 пин те 82 сӑмаха пӗлнӗ пулсан, хальхи 31 501–31 502 сӑмаха (Libreoffice валли ӑсталанӑ хушӑмра 1 сӑмах ытларах) пӗлет. Вӗсенчен чылайӑшне текстсенче тӗл пулаканнисенчен кӗртнӗ.
Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрпе Firefox браузерта тата Libreoffice йышши офис пакетӗнче усӑ курма пулать. Сирӗн Hunspell (орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ячӗ) валли ӑсталанӑ чӑвашла сайта кӗмелле те ятарлӑ хушӑмсене уҫласа илмелле. Унта ҫавӑн пекех Hunspell валли тунӑ чӑвашла словарӗн тӗп файлӗсене те тупма пулать.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн паянхи тепӗр парни — 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» «Р» тата «С» саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем. Вӗсене паян кӗртрӗмӗр. Ку словарӗн ытларах пайне тунӑ теме пулать, тата пӗчӗк пайӗ (Т-Я) ҫеҫ юлать. Ҫитес вӑхӑтра Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫӗ.

Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш. Кӑна юрать, кун пирки вара юрамасть тени. Тӗллевӗ вара пӗр-пӗр шухӑша е идейӑна сарӑласран хупласа хуни.
Эп вара цензурӑна тепӗр май куратӑп. Ҫук, термин тӗлӗшӗнчен хирӗҫлеместӗп. Цензура вӑл чӑн та ун пек е кун пек пӗр-пӗр информацие сарассине хупласа хуниех. Ҫакна саккун урлӑ та (вӗсене маларах ятарласа йышӑнса) тӑваҫҫӗ, саккунсӑр та. Маншӑн вара цензурӑллӑ патшалӑх ӳпӗнме пуҫланӑ карап пек. Цензурӑна пула карапӑн пӗр енне кӑна тиеҫҫӗ те (тиевӗ вырӑнӗнче кунта ӗнтӗ информаци пулса тӑрать) вӑл вара ҫавна пула тӳрӗ тӑрас вырӑнне пӗр еннелле тайӑлать.

Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.
Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ.
Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ черетлӗ ҫитӗнӳ турӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 10 миллионран иртрӗ. Тепӗр май каласан чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсенче 10 миллион ытла вырӑсла сӑмах халь.
Аса илтеретпӗр: мӑшӑрсен йышӗ 1 миллиона пӗлтӗр, юпа уйӑхӗнче ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑн эпир канса илме шутларӑмӑр. Ытлашши канман-ха: малтанхи пек хӗрӳ ӗҫлемерӗмӗр кӑна. Хамӑр плана ҫулталӑк вӗҫӗччен пурнӑҫланӑ май тепӗр план та тунӑччӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышне 10 миллиона ҫитерме. Хӳрӗ ӗҫлесен пурнӑҫланӑ та пулӑттӑмӑр та, анчах канас терӗмӗр ҫав. Ҫулталӑка ҫапла май 9,8 миллион куҫарнӑ сӑмахпа кӑна вӗҫлерӗмӗр. 200 пин ытларах сӑмаха пухма вара пире 3 уйӑх кирлӗ пулчӗ... Ҫавах та ку виҫӗ уйӑхра эпир хамӑр чӗлхе корпусне ытларах енӗпе тӗрлӗрен материалпа пуянлатма тӑрӑшрӑмӑр. Тӗрлӗ енлӗ текстсемпе.
10 миллион сӑмах урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр «Атӑл. Тӑлмач» куҫаруҫӑна лайӑхрах вӗрентес шухӑшлӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл халӗ те 673 пин мӑшӑрпа ҫеҫ усӑ курать. Паянхи кун пирӗн 1 082 пин мӑшӑр пуррине шута илсен унӑн куҫару пахалӑхӗ татах та ӳсмелле.
Ку ҫитӗнӳ хыҫҫӑн «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» малалла та пуянланса пырӗ.

Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!
Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.
Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп. Пӗлместӗп хальхи шкул программинче пур-и, ҫук-и вӑл калав — пӗр ача пирки унта сӑмахччӗ. Хайхи ача ҫӑмӑллӑн укҫа ӗҫлесе илет те аслисем вӑл укҫана кӑвайта пӑрахаҫҫӗ. Ачи кун пирки ним те шарламасть. Тепӗр хутӗнче ача тар тӑкса укҫана ӗҫлесе илет. Аслисем каллех вӑл укҫана кӑвайта пӑрахма тӑраҫҫӗ те ачи вара тӳрех хирӗҫ тӑрать. Ара, тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫан хисепӗ пысӑк! Пирӗн халӑх хытӑ тесе эп ҫавна пулах каламастӑп — кашни пуса тар тӑкса ӗҫлесе илнӗрен ӑна ют ҫынна, лешӗ ӑна пархатарлӑ ӗҫе юрасса шантарать пулин те, пама йывӑртарах ҫав.
