Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ака уйӑхӗ…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.04.2022 12:38 | 3300 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.

Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ.

Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр. Александр Гринӑн ҫырнисен пуххипе те ӗҫ малалла шӑвать — виҫҫӗмӗш томӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ.

Виҫҫӗмӗшӗ. Пуш уйӑхӗ иртнӗ май эп ҫакнашкал хак пама пултаратӑп. Тупӑш чӑн та, кӗтнӗ пекех, сахалланчӗ. Унсӑр пуҫне тӳлев меслечӗсем те самай хӗсӗнчӗҫ. Ҫавах майӗпен хӑнӑхкаласа пыратпӑр. Халӑх та хӑнӑхать пулас. Кӑштах тӳлеме пуҫлани те сисӗнет. Анчах ҫавах малтанхи пек мар. Унччен малтан Украинӑри ҫынсем сахал мар тӑкакланатчӗҫ те, халь унтан пӗр тӳлев те килмест. Мӗн тӑвӑн, халь вӗсен кану пирки шухӑшлама вӑхӑт ҫук.

Ака уйӑхне илес пулсан пӗрремӗш ҫурри йывӑр килмелле пек, малалла вара лару-тӑру йӗркеленсе каймалла пек. Малтанхи пекех пулмӗ ӗнтӗ, анчах ҫын темле пурнӑҫа та хӑнӑхать. Пирӗн ҫӗршывра та хӑнӑхса ҫитӗҫ. Ав, Ҫурҫӗр Корейӑра та ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ҫке, Иранра та, Венесуэлӑра та… Пурӑнкалаҫҫӗ, шарламаҫҫӗ. Чӑтаҫҫӗ теме те май ҫук — хӑнӑхнӑ. Эп ҫапла кӑна хак парайратӑп. Эпир те, хаксем ӳссе кайнине, тупӑш таврашӗ вара ҫав шайрах юлнине е чакнине хӑнӑхӑпӑр.

Тӑваттӑмӑшӗ. Хӑнӑхӑпӑр тени ӗнтӗ ҫавах хамӑра хамӑр лӑплантарма тӑрӑшни кӑна. Ӗнер кӑна, аҫа ҫиҫӗм евӗр мана пӗр хыпар пӗлтерчӗҫ: сервершӑн малашне 45% ытларах тӳлеме тивӗ (унччен, сӑмахран, 6000 тӳлеттӗм пулсан, ҫӗнӗ хаксемпе — 9000 пулӗ). Сӑлтавӗ — санкцисене пула компьютер пайӗсем ҫав тери хӑпарса кайнинче. Доллар хакӗпе те ҫыхӑну имӗш татӑлнӑ. Асаилтеретпӗр, санкцисене пула Intel та, AMD та малашне хӑйсен процессорӗсене пирӗн пата кӳрсе килмӗҫ. Вӗсене пирӗн патшалӑха тавра ҫулпа тиесе килме тивӗ. Ҫавна май вӗсен хакӗ долларпа ҫыхӑнма пӑрахнӑ. Вӑт, вара ӗнер кивӗ хакпа тӳлес тесе ултӑ уйӑхлӑха (юпа уйӑхӗ варриччен) хостинга тӑсма тиврӗ. Мӗнпурӗ 38 пин тӳлерӗм. Эсир куҫарнине те, хамӑн унччен мӗн пухӑннине те пуҫтарма тиврӗ. Тата ӗнерех журналистсене 14 пин куҫарса патӑм… Вӑт пурӗ пӗр кун хушшинчех 50 пин ытла тӑкакланма тиврӗ. Халь ӗнтӗ хостинг пирки пӑшӑрханас хуйхӑ ҫук. Пурӗ 18 пин перекетленӗ пулса тухать…

Ку хостинг кӑна-ха. Кӗтсех тӑмалла — интернетшӑн та хаксене хӑпартаҫҫех. Провайдерсен те тӑкакӗсем ӳсеҫҫӗ-ҫке! Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ хакӗ чакасси пирки те шанма йывӑр. Ак, калӑпӑр, сахӑр «Пятерочкӑра» халӗ те 80 тенкӗ ытла тӑрать. Ажиотажӗ пӗтнӗ, хакне вара чакармаҫҫӗ… Вӗсене те ӑнланма пулать: 80 тенкӗпе туянакансем пур пулсан ма чакарас? Эпӗ кӑна, айванскерӗ, хамӑн проектра май ҫитнӗ таран хаксене ӳстермесӗр тытма тӑрӑшатӑп :)

Пӗтӗмлетсе каласан, санкцисен витӗмне эпир туйма кӑна пуҫлатпӑр. Пирӗн пуҫлӑхсем пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать тесе шантараҫҫӗ пулин те ку апла маррине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ӑнланатех ӗнтӗ. Украина пире йӳнне лармӗ. Телекурав пире темле те «ӳсӗртме» хӑтланать пулин те ҫавах туйӑпӑр.

Пиллӗкмӗшӗ. Чӑваш Турри пурах терӗмӗр пулин те, вӑл тем тесен те алӑ усса ларакансене пулӑшмасть! Ӗҫлекенсене кӑна. Ҫавна май, алӑ усса ларас мар! Май ҫитернӗ таран чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшар!

Укҫа куҫармалли мелсене ку хутӗнче те пичетлетӗп: камӑн кӑмӑл пур — нухратне хушма пултаратӑр. Ӗҫлекенсене тем тесен те ытларах пулӑшас килет. Сӑмахран, вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма ҫын 15 пинпе килӗшрӗ пулин те унта мӗн чухлӗ ӗҫ пуррине кура ытларах тӳлемеллех пуль тетӗп.

Укҫа куҫармалли майсем:

Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

Хушни

Укҫа куҫарса пулӑшма кӑмӑл тунисем тупӑнчӗҫ пулсан, яланхи пекех вӗсен ячӗсене асӑнса тухатӑп:

  1. С.Н.И. — 500 тенкӗ;
  2. Ч.Б.Б. — 500 тенкӗ;
  3. Т.В.Г. — 1000 тенкӗ;
  4. А.В.А. — 1000 тенкӗ;
  5. Т.А.Ю. — 100 тенкӗ;
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#малашлӑх, #чӑвашлӑх, #сайтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем