Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи рекорчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.09.2019 11:02 | 1746 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекорд лартни пирки пӗр иккӗленмесӗр калама май пур. Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелеймерӗ пулин те, икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 20 пин ытла ӳсрӗ. Унсӑр пуҫне чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографие тӗрӗслемелли хатӗр ҫӗнелчӗ — ҫӗнӗ верси тухрӗ.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи паянхи кун тӗлне 94 455 куҫарнӑ пуплевӗшпе пуян. Утӑ уйӑхӗнчипе танлаштарсан унта 21 622 куҫару ытларах. Унччен уйӑх хушшинче чи нумай мӑшӑр кӗртни — ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ. Ун чухне эпир 18 пин ытла кӗртрӗмӗр. 20 пин ытла тума пире Борис Полевойӑн «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫне», Анлександр Пушкинӑн «Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем» тата «Дубровский» хайлавӗсене, ҫавӑн пекех Юлиус Фучикӑн «Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмахне» тата Михаил Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри геройне» электронлӑлатса ҫитерме пултарнипе май килчӗ. Александр Пушкинӑн «Капитан хӗрӗ» те майӗпен корпуса кӗрсе пырать — ҫуррине ытла тунӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫавӑн пекех Лев Кассилӗн (ача-пӑча ҫыравҫи) «Аслӑ хирӗҫтӑрӑвне» кӗртетпӗр, майӗпен Вениамин Каверинӑн «Икӗ капитанне» электронлатпӑр. Черетре Леонид Агаков куҫарнӑ Максим Горькийӗн «Амӑшӗ» тата Александр Ярлыкин (Ярукка Сантри) куҫарнӑ Валентин Катаевӑн «Пӗччен парус шуррӑн курӑнать» хайлавӗ.

Унчченхи пекех чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи ытти кӑтартусене те асӑнар: кунта халь 1 347 текст (+19), 133 395 пуплевӗш (+24 957), 1 698 250 сӑмах (+284 318).

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #ҫитӗнӳсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем