Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан блог

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.04.2014 17:07 | 1177 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Чӑвашла тата вырӑсла усӑ курнӑ тӗслӗх. Pertanlah блогри сӑн
Чӑвашла тата вырӑсла усӑ курнӑ тӗслӗх. Pertanlah блогри сӑн

Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур.

Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.

«Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ.

«Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир. Етӗрне хулинче, унти халӑхӑн 66 проценчӗ чӑваш пулин те, вырӑнти тӳре-шара 1990 ҫултанпа урам, чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чухне патшӑлӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курмашкӑн май тупайман-ха».

«Ҫурт умӗнче икӗ чӗлхепе ҫырнине кураймасан шалта кунашкаллине тупма тата йывӑртарах, — ҫырнӑ малалла журналта. — Ачасене воспитани памалли вырӑнсенче, культура керменӗсенче, парксенче, ача-пӑча поликлиникисенче пӗр чӗлхепе усӑ курни ҫеҫ ытларах шухӑшлаттарать».

Мониторинг ертӳҫисем вывескӑсене икӗ чӗлхепе тумашкӑн укҫа-тенкӗ кирлине тунмаҫҫӗ. Анчах кивӗ табличкӑсене планпа килӗшӗллӗн улӑштарнӑ чухнех икӗ чӗлхепе ҫырсан укҫа самай перекетленине палӑртнӑ. Вӗсем транспортра вырӑс тата чӑваш чӗлхисемсӗр пуҫне ытти чӗлхепе усӑ курнине хирӗҫ мар-мӗн.

Pertanlah блога икӗ чӗлхепе йӗркелесе пыраҫҫӗ.

#чӑваш чӗлхи, #вырӑс чӗлхи, #кун кӗнекисем, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1815.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.17 08:06
Чăваш республикинче ют чĕлхе чăваш чĕлхине пĕтерсе лартнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем