Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 4 пин ытла хайлав!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.11.2010 15:24 | 1847 хут пӑхнӑ

Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑна 3 пин хайлавлӑччӗ, паян ак вӗсен шучӗ 4 пинрен иртрӗ! Ҫак 7 уйӑх хушшинче кӗртнӗ хайлавсен шутӗнче асӑнса хӑвармалла: Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫне, Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне, Денис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне, Валентина Элпин повеҫӗсене, Иван Мучин кулӑшла калавӗсене, тата ытти-ытти тӗслӗ сӑвӑ-калавсене.

Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 3 пине яхӑн. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхӑн хушӑннӑ), юрӑ (80 ытла), юмах (170, 50 хушӑннӑ), шӳтлӗ сӑвӑ (67), кулӑшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мӗшӗ ҫурҫул хушшинче хушӑннӑ), сӑвӑллӑ юмах (8). Пысӑк калӑпӑшлисене илес пулсан, халӗ 21 повесть (малтан 12 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).

 

Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑша 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Кашни ҫур ҫул хушшинче вӑл вӑтамран пӗр пин хайлавпа пуянланса пырать.

 

Вулавӑш пуянлансах пырӗ — хальхи вӑхӑтра иртекен «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ӑмӑртӑва килнӗ нумай-нумай хайлав вырнаҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫитес вӑхӑтра Александр Артемьевӑн «Симӗс ылтӑн», «Салампи» повеҫӗсене, Виталий Енӗшӗн хайлавӗсене (кӗнекине сканерласа пӗтернӗ), Куҫма Турханӑн «Йӑмраллӑ ялне» вырнаҫтарма тӑрӑшӑпӑр.

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем