Пирӗн электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ икӗ пинрен иртрӗ!
Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Унтанпа ҫулталӑк ытла иртрӗ ӗнтӗ. Виҫӗ уйӑх каялла кӑна хайлавсен шучӗ пин ҫурӑ кӑначчӗ, унтанпа пилӗкҫӗр хайлав хушӑнчӗ! Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ пин те виҫҫӗр ытла. Ытти тӗслӗ жанрсем те пур: калав (240-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (80 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (16 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 6 повесть, 5 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 2 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати» тата «Таркӑнӗ»), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур. Пуян-и? Пуян.
Ҫак электронлӑ вулавӑш урлах эпир кӑҫал (пӗлтӗр те ирттерсе) литература конкурсне ирттеретпӗр. Вӑл «Халап хапха тӑрринче...» ятлӑ. Хайлавсене йышӑнас ӗҫ вӗҫнелле пырать ӗнтӗ — темиҫе кунран йышӑнма пӑрахӑпӑр. Вара хаклав пайӗ пуҫланать. Ярса панисем хушшинче интереслисем те тӗл пулаҫҫӗ.