Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем япӑх пулса кайнӑ кинемее алӑ ҫинче йӑтса килне ҫитернӗ.
87-ри хӗрарӑм уҫӑлма тесе урама тухнӑ. Кӗҫех каҫ сӗмӗ те ҫапнӑ, вӑл таврӑнман. Амӑшне хӗрӗ шыраса ҫӳренӗ-ха, анчах тупайман, вара вӑл вӑрах тӑхтаса тӑмасӑр йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ.
Пакунлисем ватӑ ҫынна ҫырмара тупнӑ. Аптӑраса ӳкнӗ кинемей пулӑшу ыйтса чӗнме те хал ҫитереймен.
«Валя кинемей, мӗнле ӗҫсем?» — аякранах сӑмахланнӑ пакунлисем. «Вилетӗп», — тенӗ халсӑрланнӑ ватӑ. «Вилмелле мар. Эпир халӗ сана тупрӑмӑр», — тесе ӑна йӑтса илнӗ те килне илсе кайнӑ. Унтан ватта пульницӑна сипленме ӑсатнӑ.