Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Улшăнман


Утильсырье пухакан ыйтрĕ:

— Кил-çуртра кирлĕ мара тухнă япаласем пур-ши тесе килтĕм те.

Крахъян карчăк шухăшласа пăхнă хыççăн каларĕ:

— Пур! — терĕ.

Виç кив калуш, тусанланса кайнă бутылкăсем илсе тухрĕ.

Утильсырье пухакан илсе тухнă таваршăн укçа кăларса тӳлерĕ те татах ыйтрĕ:

— Кĕпе-йĕм, карттус, пиншак, тăла пур-и?

— Пур! — терĕ те Крахьян карчăк кивĕ кăвак брюки йăтса тухрĕ.

Утильçырье пухакан, укçа тӳлесен, илнĕ таварсене михĕ ăшне чикрĕ те, çурăм çине хурса, малалла кайрĕ.

Каçхине, ачи ĕçрен таврăнсан, Крахьян утальсырье пухакан килни çинчен каласа пачĕ.

— Утильсырье пухакана брюкуна тата виçĕ калуш, бутылкăсем парса ятăм. Пăрахмаллискерсем. Пустуй вырăн йышăнса выртаççĕ. Панăшăн укçа пачĕ.

— Хăш брюкине патăн?

— Çĕннине мар ĕнтĕ, кăваккине, киввине!

— Кĕсйинчен нимĕн те кăлармарăн-и?

— Кăларман. Ма вара?

— Унта комсомол комитечĕн ĕçĕсем çинчен çырнă отчет пурччĕ. Мĕн туса хутăн-ха апла!

— Эп айăплă-и? Эпĕ пĕлмен. Урăх вырăна хумалла пулнă ăна.

— Хамсăр ман япаласене ан тĕкĕн тесе сана эпĕ миçе хут каланă-ши? Ĕнтĕ отчет çĕнĕрен çырас пулать.

Малалла

«Çуркуннене кĕтсе, эп вăрлăх хатĕрлерĕм...»


Çуркуннене кĕтсе, эп вăрлăх хатĕрлерĕм,

Ăна эп акрăм нӳрлĕ çĕр çине.

Те мĕнлерех акмаллине пĕлмерĕм,

Те ăнланмарăм çак çуркуннене.

 

Эп вăрлăх акнине шута хумарĕ,

Таçта çухалчĕ ăшă çуркунне.

Ун хыççăн шелсĕррĕн килсе хупларĕ

Сив Хĕл Мучи çак пĕтĕм тĕнчене.

 

Ман вăрлăхран калча шăтса тухмарĕ,

Сив Хĕл Мучи халь маншăн чăн тăшман.

Мана çак çуркунне мĕскершĕн улталарĕ,

Çĕн вăрлăх халь ăçтан тупас-ха ман?

 

21-22.04.07

«Çуркуннехи илем ăçта?..»


Çуркуннехи илем ăçта?

Çавна курмастăп,

Кĕркуннехи илем кăна куç умĕнче.

Те чăн илем мĕн иккенне эп ăнланмастăп,

Те хăйĕн илемне улăштарать тенче.

 

Çуркуннене мухтас тесе, эп юрă турăм,

Анчах юрларăм çав юрра сив кĕркунне.

Те çавăнпа пит хурлăхлă ман юррăм,

Те çавăнпа хăй илемне хуплать пуль çуркунне.

 

Çуркуннепе кĕркуннене кам улăштарчĕ,

Кам юрлаттарчĕ юррăма сив кĕркунне?

Кам ватă пуç çине шап-шурă юр çутарчĕ,

Сана ман патăмран çав тĕксе ячĕ, çуркунне...

 

21.04.07

«Кĕреш пӳллĕ, лаштра пуçлă юмансем...»


Кĕреш пӳллĕ, лаштра пуçлă юмансем,

Çил тулларĕ, çил лăскарĕ çав сĕре...

Ваттисем — тĕреклисем, яшшисем — йăвашшисем,

Хура тăвăл тăпăлтарчĕ çав сире.

 

Камшăн ӳснĕ, камшăн тӳснĕ-ши эсир...

Пуç тайса пехил илес чухне сиртен

Йăлмакаллă, сикекенлĕ вĕтĕ чир

Типĕтет каллех сире пурнас çĕртен.

 

Çил кустарчĕ, çил тустарчĕ тек-текех,

Шăтаймасăр хуртланса типет йĕкел...

Çĕн туйралăх ӳстерме пӳрмен пекех

Çут тĕнчемĕр тупаймарĕ-мĕн мехел.

 

Пĕркĕт кайăк йăвисемлĕ юмансем,

Пил памасăр каясси мĕнле йĕрке?

Пил ыйтатăп, пил ыйтатăп пекĕнсе —

Шăтмаллăх çĕн юмансар ман ĕмĕрте!

 

1995, çурла, 4.

Кĕлпикепе Юмансар


Çут çанталăк алăкне

Яри уçса янипе,

Ун илемĕ ытарми,

Куç тулли, тăранайми.

 

Мĕн кирли ăна курма

Пур пĕтĕмĕшле çынра:

Ик ура — çула тухма,

Веçех илтме — ик хăлха.

 

Тата унсăрăн пуçне

Курма панă икĕ куç.

Ăнкарса илмешкĕн пуç,

Чухлаççĕ çавна пурте.

 

Чăнах, мĕн пулса иртет,

Веçех — çут çанталăкра.

Шута илмеççĕ кăна

Çакă пурнăç унтине…

 

* * *

Авал, вăтам ĕмĕрте,

Пăлхар çĕрĕ-шывĕнче,

Пирĕн мăн асаттесем,

Пурăнайнă Пӳлерте.

 

Пӳлер сумне, чаплине

Пĕтĕм тĕнче курайнă.

Пурлăхне те ырлăхне

Пурте пĕлсе тăрайнă.

 

Çирĕп хӳмеллĕ хулан

Хĕрĕх пин тет алăках.

Таçти патша халăхсем

Туйнă Пӳлер хăватне.

 

Пӳлер патши халăха

Пехилленĕ савăнма.

Мăнă, илпеклĕ1 хула

Пурăннă пуянлăхра…

 

* * *

Пĕррехинче, каçхине,

Аслă, хăтлă Пӳлерте,

Малалла

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке


Çурхи сар хĕвел ăшă хĕлхемне çĕр çине кăмăллăн сапалать. Хĕл ыйхинчен вăранса тепĕр хут ураланнă ӳсентăрансем, амăш кăкăрĕ патнелле кармашнă пĕчĕк ача пек, хĕвел ăшшинелле туртăнаççĕ.

Тĕнче илемĕ — пурнăç.

Вилтăпри айĕнче выртакан этемсене çеç нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсем хĕвелĕн ăшă хĕлхемне туймаççĕ. Капăр тумланнă ӳсентăрансене курса савăнаймаççĕ... Вĕсен ячĕсем, ĕçĕсем чĕрĕ тăванĕсен, çывăх тус-йышĕсен чĕрисенче вырнаçса юлаççĕ пулсан та, пурте пĕр тан мар. Пурлăхпа çуклăх, тăпра айне кĕрсе выртсан та, этемĕн уйрăмлăхне палăртса тăрать. Тăванĕсем валли мул хăварнă хисеппе, хăшпĕрисен вилтăприйĕсем çине пысăкрах та çирĕнрех хĕрес лартнă, хăйĕнчен ним хăварайман мĕскĕнсене хĕрессĕр те лайăх пытарнă. Çемçе чĕреллисем мĕскĕнсен вилтăприйĕ çине çăка хĕрес лартнă та, вăл, часах çĕрсе, йăванса ӳкнĕ. Вĕсем çине тăванĕсем пырса куççуль тăкмаççĕ.

«Çап-çут хĕвел пайăркисем тĕрлеççĕ тĕрĕ...»


Çап-çут хĕвел пайăркисем тĕрлеççĕ тĕрĕ

Çап-çаврака таса шыв тĕкĕрĕ çине.

Çак тĕррĕн варринче выртать пĕр кĕмĕл çĕрĕ,

Ăна илсе ман парнелесчĕ савнине.

 

Ялтăртатать, чĕнет мана çав ялкăш çĕрĕ,

Ăна парнелесессĕн савăнĕ савни;

Ман паталла ишет вăл, калăн — чĕрĕ,

Часрах илес, кун пек чух кирлĕ васкани.

 

Сасартăк сӳнчĕ çут хĕвел, çухалчĕ тĕрĕ, —

Тем тĕрлĕ пĕлĕтсем хупларĕç тӳпене.

Шыв çийĕнче ишмест халь нимле çĕрĕ,

Савăнтарса пулмарĕ чунăм савнине.

 

Никамшăн та пулмасть çав янтă савнăç,

Телей те ĕçлемесĕр тупăнмасть.

Туман ĕçсемшĕн халăхра мухтамĕç,

Пакăлтатни кăна телей çулне уçмасть.

 

20-21.04.2007

«Ĕçсе те вăрласа йăпанакан çĕршывăм...»


Ĕçсе те вăрласа йăпанакан çĕршывăм,

Сăнна-пуçна çухатрăн вĕт, çершывăм?

Маçак-мамак пилне ăша илмесĕр

Таçти ăçтиçука итлетĕн эсĕ,

Айван çĕршывăм!

 

Татса та сутăнса пайланакан çĕршывăм,

Вăрă-хурах çаратрĕ вĕт, çĕршывăм?

Ырра та усала картма пĕлмесĕр,

Тĕнсе те минресе арпашрăн эсĕ,

Тăмсай çĕршывăм!

 

Енчен енне çапăнакан çĕршывăм,

Тĕлĕксемпе аташрăн вĕт, çĕршывăм?

Суя сăмахсене чухла пĕлмесĕр

Ачусене вута чикетĕн эсĕ,

Ухмах çĕршывăм!

 

1995, кăрлач, 1.

Шупашкар.

«Кĕтӳ пĕрремĕш хут тухать...»


Кĕтӳ пĕрремĕш хут тухать,

Паян тухать кĕтӳ!

Ял çийĕн янкăс сас юхать —

Урамшăн — хĕпĕртӳ!

 

Мĕкĕрттерсе пырать ĕне,

Çил пек вĕçет путек.

Лачакара кĕрет тĕне

Тăми-выртми мекек.

 

Шур çăкăрпа тăрать инке,

Тăвар сулли — мучин.

Пилеш хулли пулман иккен

Кĕçен кĕтӳç ачин.

 

Вăр-вар хăпарчĕç ачасем

Тайлăк пилеш тăрне.

Таса пилеш турачĕсем

Тыттарчĕç пĕр-пĕрне.

 

Сар чăкăт, шурă çăмарта,

Тултармăш, сĕт, уйран...

Мăнаçлăх — çамрăк кăкăрта,

Инçетлĕх — мăн уйра.

 

Ача-пăча, кĕтӳ — чăлпар!

Яш чĕрлĕхĕн — уяв.

Ĕрчевлĕх парччĕ, Пихампар!

Чарусăр çак туя!

 

1994, çу, 12.

Касак хипхи.

Çăварни


Паян эпир, ахтур, епле пуян,

Сĕтел тулли ларать таса шерпет.

Улпучĕсем те хамăрах паян,

Тарçи-тĕрçи те хамăрпа килпет.

 

Янтал тулли, ахтур, кăпăк сăра,

Сыпса пăхмассерен сыппа каять.

Ялти улпут ырри хамăрсăрах

Сăпсаланса пуç тăррине ларать.

 

Тапăртатать, ахтур, чалт урхамах

Çăварнире чупма питех хавас.

Паян ял-ял улпучĕ хамăрах,

Ыран вара, тăванăм, кам пулас?

 

Ĕçе кайма, ахтур, сиксе тăрсан

Пире валли çăл кутĕнчех витре

...Тĕппи хурар курка килсе тухсан

Юрлар, улпутăм, тепĕр хут хитреГ

 

1994, пуш 24.

Çӳлтикасси.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 ... 547
 
1 Илпеклĕ – вăйлă.