Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемСалампиАтăл шывĕ юха тăратьХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЧапшăн пурăнмастпăрТаркăнЙĕрсем

Уйрӑлу


Эпир санпа çурма çулта

Уйрăлтăмăр, çак кун

Улатчĕ çил-тăман тулта,

Шăнса хытнăччĕ чун.

 

Пĕлмен, халь йывăр асăнма,

Ыйтман пĕр-пĕринчен.

— Каçар… — сăмах çеç калама

Вăхăт пулман ирччен.

 

Çитейрĕ уйăх хăпарса,

Сар кăшăл пек, çӳлтен,

Çак инкеке курса тăрса

Пирĕн хушша кĕмен.

 

Çил ачисем пӳрнисемпе

Лăсканă çӳçсене.

Вĕсем, каçхи асамçă пек,

Тустарнă пуçсене.

 

Яла эс юлăн, хулара

Эп пулăп ырантан, —

Вилмен вĕт-ха эпир, ара,

Сикмен вĕт çырантан…

 

Телей сунма, сыв пул теме

Кам чарнă-ха пире?

Тур хушнă, çырнă этеме

Кĕтмешкĕн çĕн ире.

 

Хĕвелĕ тухрĕ тепĕр ир,

Анчах пирĕншĕн мар.

Çуталчĕ шурă юрлă хир,

Пирĕншĕн вăл — пушар…

 

Ним пулман пек уйрăлтăмăр:

Вăрçман пач, хирĕçмен…

Пĕр-пĕрин урлă тăтăмăр, —

Мĕн тăвăн, тен, пӳрмен?

«Тем ăнланса илнĕ, темĕн ăнланман...»


Тем ăнланса илнĕ, темĕн ăнланман —

Шавласа илет те шăп тăрать вăрман.

Те хамах сив чунлă, тĕ тĕнче кăра...

Юлашки чĕтрев-им ӳкнĕ çулçăра?

 

Те хамах ӳпкевлĕ, те тĕнче кăра.

Асăрханчăк çумăр хăраса тарать.

Мĕн юлать кĕтмелĕх — нимĕн-нимĕн те.

Сар сукмак чĕтревĕ пĕлтĕрхи тĕлте.

 

Пулнă — иртнĕ. (Юлнă! Юлнă-ха асра).

Малашне те шуçăм килмĕ анăçран.

Хĕл иртсе кайсассăн, ахăрмĕ тăман.

Тем ăнланса юлнă, темĕн ăнланман.

Нуша сӑвӑҫӗ


Хĕрĕх урлă каçнă Арлан Ваçлейĕ, район хаçатĕнче пĕр-ик сăвă пичетленĕскер, Писательсен союзне çĕмĕрттерсе кĕчĕ.

— Ăçта кунта сирĕн пуçлăхсем?!

— М-ма? Мĕн пулнă? — хăюсăррăн ыйтрĕ коридор çăвакан Анюк аппа.

— Мĕн пулнине хам пĕлеп! — куçне-пуçне ялтăртаттарчĕ Ваçлей. — Кала, ăçта вĕсем?

— Ав унта ара, юнашарта...

Арлан яваплă секретарь ларакан пӳлĕмелле таплаттарчĕ.

Кĕчĕ те:

— Эсир радио итлетĕр-и? — терĕ тӳрех, сывлăх сунмасăр-тумасăрах. — Хăçан та пулин «Вĕлтрен курăк» юрра илтнĕ-и? Вăт, эпĕ — çавăн авторĕ. Сăмахĕсене çыраканни... Вунă çул ывăнмасăр, хăпартлансах юрлать ăна чăваш халăхĕ!

— Вара? — килнĕ çын çине çемçен, йăвашшăн пăхрĕ секретарь. — Пиртен мĕн кирлĕ? Тульăк майĕпенрех эсир... Аттук, вăн, сĕтел çинчи графин та, стакан та тăр-тăр чĕтреççĕ.

— Майĕпенрех? — сĕмсĕрленчĕ Ваçлей. — Эп пур, ятлă-шывлă поэт, инçетри районтан силленсе килетĕп, — вĕсем вара, кунĕ-кунĕпе йĕм хăшкаса ларакансем, çăвара хуплаççĕ. Ăçта тĕрĕслĕх? Ăçта демократи?!

— Калăр, калăр — йăпатма хăтланчĕ лĕп çилпе тайăлмалла пиçен пек вăрăм та çинçешке Арлана председатель çумĕ. — Итлетпĕр...

Малалла

Юрат мана


Юрат мана иккĕленмесĕр,

Юрат тĕнче мĕнне манса.

Шухăшламасăр, именмесĕр

Юрат мана, çунатланса.

 

Пурин çинчен манса кайса,

Тĕршĕн çума ытакласа.

Кăкăрăм çине пуçна тайса,

Юрат ыр сăмах каласа.

 

Юратăва нимпе виçеймĕн,

Ман чун, сан чун вăл — юрату.

Вĕçертрĕн тĕк — хăвса çитеймĕн,

Чунра хăварĕ ырату.

 

Юратăва эс шан, ан парăн,

Ĕнен ăна мăнаçланса.

Юрату тинĕс евĕр тарăн, —

Юрат, юрат хăпартланса!

 

Юрат мана иккĕленмесĕр,

Юрат та — пар тату сăмах:

— Тур панă пурнăç вĕсленмесĕр

Уйрăлмăп эп санран… Тавах!

Кӑпрат мулӗ


Пулнă пăлхарăн Кăпрат,

Пухăннă ун пысăк мул.

Халь архивра вăл тăрать,

Çавăн хакне пĕлнĕ пул.

 

Пулнă тет Ылтăн Пăлхар

Днепр-Кубань хушшинче.

Мĕншĕн-ха Ылтăн — Пăлхар,

Ылтăнĕ çук ку енче.

 

Калĕ пире ун çинчен

Хан вил тăприн пин тупри.

Лăпкăн ăна сĕртĕнсен

Кăлт! сикетех çын чĕри.

 

Пин те пĕр виç çĕр ал çул

Паттăр Кăпрат куç хупни.

Ĕмĕр кăна иртрĕ пуль

Ун вил тăпри тупăнни.

 

Вăрттăн пытарнă хана

Хăй мулĕпе юнашар.

Тупнă кĕтӳçĕ ăна...

Чим, Кăпратпа паллашар.

 

Вăл Висантти хӳттипе

Вăйлă патшалăх тăвать,

Тинĕс леш ен ĕмпӳпе

Туслăх кĕперĕ хывать.

 

Хăй Константин хулинче

Кĕнĕ Христусăн тĕнне.

Ахăр, хăруш кунсенче

Илнĕ Тур Амăш пилне.

 

Тапăннă хытă авар —

Хирнĕ ăна кар тăрса.

Алă памарĕ сăвар

Уйрăм пурнасшăн пулса.

 

Çĕнĕ ăру вăй парать,

Сумлă тăвасшăн ятне.

Тупрĕ ку тапхăр Кăпрат

Малалла

«Мĕн калаçан — суян вӗт...»


М. С.

 

Мĕн калаçан —

Суян вĕт.

Суян, суян...

Кĕр çулçисен

Вылявĕ —

Аран-аран.

 

Кайăкхурсен

Черечĕ...

Салхулăх çеç...

Кăмăл кăна

Хĕрхенчĕк,

Çемçе-çемçе.

 

Мĕн калаçан —

Суян вĕт.

Суян, суян.

«Чĕмсĕррисен

Ултавĕ

Таса паян...»

«Тĕкĕртен сăна пăхмастăп...»


Тĕкĕртен сăна пăхмастăп,

Сапаланчăклăн кулса.

Çаруран чупса тухмастăп

Санăн уттуна туйса.

 

Эп хальччен савман уя та,

Çĕрлехи пĕччеи уя...

Ан ĕнен мана — суятăп!

Сивĕ куллăм та — суя!

 

Кăмăла уçса юрлас та —

Çăлтăр тăкăнĕ çӳлтен,

Юрату хĕвел пулас-тăк —

Тинĕс тĕпĕ типĕ, тен.

 

Каламан сăмах каланмĕ.

Калаймарăм. Чĕнмĕп те.

Халĕ тин никам ăнланмĕ

Тăлăх юлнă ĕмĕте.

Халхасӑр юлас марччӗ


Хам-хам-хам! Хам-хам-хам! Форточкăна хупрăм пулин те йытă сасси илтĕнме чарăнмарĕ. Çур ял илтмелле хамлатать те ăçтан канлĕх пултăр! Еврочӳрече илсе лартсан илтĕнмест теççĕ те — эпир çав териех пуян мар-ха. Пенси укçи ун валли çителĕксĕртерех.

Хулара пурăнакансен хăйсен нуши теççĕ. Пĕр пысăк çурта вĕллери хурт пек хĕсĕнсе кĕрсе лараççĕ те пĕри сас кăларма пуçласан стена урлă пурте илтеççĕ. Уйрăмах дрель тата пианино текен япаласем кӳршисен лăпкăлăхне сахал мар пăсаççĕ. Пианино текенни — юрĕ-ха, вăл, пурин килĕнче те çук, пур пулсан та хуçисем сăпайлă пулакан, каçхине е çĕрле хăйсен пултарулăхне «тĕрĕслекен» мар-ха. Дрелĕн сасси вара ытла та хăлхана çиет, çавăнпа та ăна юратмаççĕ те. Пĕри стена таврашне пăралама тытăнсан хваттерте ни телевизор пăхаймастăн, ни канлĕн апат пĕçерейместĕн. Пĕрре ман пĕлĕш кӳршĕ ремонт тума пуçланине кунĕн-çĕрĕн чăтайман хыççăн хăй те дрель туртса кăлартăм терĕ. Кайран вара мана: «Ун хыççăн ыттисен те чăтăмĕ пĕтрĕ пулас, шăтăк шăтаракансем подъездра тата виççĕн-тăваттăн тупăнчĕç», — лĕх-лĕх кулкаласа каласа пачĕ.

Хам-хам-хам! Хам-хам-хам-хам!

Малалла

Парне


Чăвашăн ватă патриархĕ

Çывăраймарĕ çĕр хута,

Васкавлăрах ĕçне пăрахрĕ,

Пĕччен ирттерчĕ вăхăта.

Тур кĕтесне тăрса кĕл турĕ,

Ӳксе пуç çапрĕ пĕр кана:

«Катюшăна çăлсамччĕ, Турă,

Ăна илсемччĕ хăв патна.

Катюшăçăм, ăсатаймарăм

Сана чи юлашки çула.

Тепре курса калаçаймарăм

Хыпар çитменнине пула.

Каларăм-ха пĕрне, каларăм

Сан сывлăхна пĕлсе килме.

Малтан вăл маннă та, мăнтарăн,

Кайран — эс ĕлкĕрнĕ вилме.

Сана татах пырса курмашкăн

Шутлаттăм пысăк парнепе.

Сунаттăмччĕ савăнтармашкăн

Эп хамăн çĕн кĕнекепе.

Ах, самани те кĕрĕс-мерĕс,

Пăтрашăнса тăрать тĕнче.

Хыпарусем вăр-вар çитмерĕç

Вĕç-хĕрсĕр выçлăх тĕлĕнче.

Эс хăв та хытă кĕтрĕн пулĕ

Сывпуллашмашкăн пырасса.

Шав капланать вĕри куççулĕ,

Чун татăлать халь хуйхăрса.

Сан умăнта тупа тăватăп.

Илтсемччĕ манăн сăмаха:

Яланхиллех сана саватăп,

Сана Тур илтĕр çăтмаха.

Ах, астăван-тăр, астăван-тăр

Ман яшлăхри ĕмĕтĕме:

Ан тив, хăруш инкек йăвантăр —

Малалла

Çуркунне


Систермесĕр çур та çитрĕ, —

Юр куççульленет паян.

Юлашки хут çĕре витрĕ

Çӳхе утиялпалан.

 

Çурхи кун вăл — тавлашуллă, —

Хĕвел ăшшипе хĕртет.

Çурхи кăмăл — пăтрануллă, —

Çурçĕртен сив çил вĕрет.

 

Кураксем ытла ир килчĕç

Çуркуннене çул уçса.

Краклатса пĕр-пĕрне чĕнчĕç

Çĕнĕ йăва çавăрма.

 

Çуркунне васкавлăн çитрĕ, —

Кун куллен вăрăмланать.

Чĕрĕ чунăн ыйхă çĕтрĕ, —

Çут çанталăк тумланать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 714