Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕСар ачапа сарă хĕрĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Вăрман ачисемСулпикепе Валĕм хунАтăл шывĕ юха тăрать

Пуян тыр-пулшӑн


Çур аки вĕçленнĕ. Çĕнĕ тырă

Çитĕнмешкĕн тивĕç савăнма.

Ял çынни пĕлмест-шим ăнтăлма?

Пӳлмесем тулсассăн — шутсăр ырă.

 

Моторсен юрри уй-хиршĕн савăк,

Вăрлăх акăнать васка-васка.

Ĕçчене кĕтет хиртех яшка,

Илĕртет чуна хитре çанталăк.

 

Тăрисем те кĕвĕлеççĕ уççăн,

Куккуксен сасси хурăнлăхра.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ юрă чăтлăхра,

Вăрмана сăна-ха — ешĕл пурçăн.

 

Калчасем хитре шăтни — хаваслăх,

Куç шартмалăх симĕс океан.

Тĕлĕнсе сăначчăр Анăçран:

Аннă тырă — иксĕлми пуянлăх.

 

Хуп-хура çĕр ырлăхне панишĕн

Тав тăвас Турра чун-чĕререн.

Çĕкленет Раççейĕм çулсерен,

Пурăнас килет телейшĕн, миршĕн.

 

Çутăр сиплĕ çумăр ытаруллăн

Акана вĕçленĕ хыççăнах.

— Инкекпе синкек, ан çыпçăнах!

Çут хĕвел йăл култăрах ăрушăн.

Ҫурхи илемлӗх


Çĕмĕртсем юр пек шур çеçкере,

Ытараймăн — сăнаса тăрсан.

Вĕçесле тапса тăрать чĕре,

Сывлăм куç шартать — хĕвел тухсан.

 

Ачашлатăп çĕмĕрт туратне,

Тутлă шăршă сиплĕ пек пуçа.

Улмуççи те сарнă çунатне,

Шăршипе кăмăлăма уçать.

 

Тур пилленĕ çут çанталăка

Кам юратмĕ илĕртнĕ чухне?

Юрлама хушать пур кайăка

Ырăран та ырă çуркунне.

 

Çеçпĕл чечекне епле тиркес?

Кăн-кăвак çеçкийĕ — илĕртме.

Кăмăллăн татас та астивес,

Хăнăхман ăна эп тиркеме.

 

Сывлăш халь сипетлĕ кăкăра,

Хăй патне чĕнсех тăрать вăрман.

Çур илемĕ çиçтĕр сăвăра:

Хам çуралнă вырăн — ман тăван.

 

Ешĕл пурçăн витнĕ сукмакпа

Ярăнса утмашкăн меллĕрех.

Хĕр пекех илемлĕ хурăнпа

Калаçатăп шăппăн чиперех.

 

Пур тавралăх шутсăр хитрине

Сăмахпа калаймăн тĕплĕнрех.

Сисейместĕн ыр кун иртнине,

Юрă шăранать пек чĕререх.

Пӑтӑ пиҫмерӗ


Пурăнаççĕ те вара пурнăçа Туслашкинпа Юслашкин! Такам тесен такам тĕлĕнмелле. Ачаран пĕрле выляса ӳснĕ вĕсем. Унтан, паллах, хĕрсем патне пĕрле çӳренĕ ĕнтĕ. Халĕ, ĕçлессе уйрăм çĕрте ĕçлеççĕ пулин те, пĕр хулара пурăнаççĕ.

Пăхăр-ха, авă епле ĕçрен таврăнаççĕ вĕсем. Туслашкинĕ çинçе те вăрăм, хур аçи пек каçăрăлса утать. Юслашкинĕ кĕрĕкпе шăши-юсла вĕттĕн йăпăртатса пырать. Çĕлĕкĕсем иккĕшин те лупас пек. Курăр-ха, авă епле хирĕç пулчĕç. Алă тытрĕç. Пуçларĕç калаçма.

— Мĕнле чупать ман Юслашкин?

— Е-ерипен. Ма-айĕпе. Ху мĕнле?

— Эпĕ те. Ăçта васкас, мĕншĕн шавлас?

— Пит тĕрĕс. Васкаканни суккăр пулнă.

— Çапла. Шавлаканни те хăлхасăр пулнă, тет.

Пĕр-икĕ çаврăм пыр тĕпĕпе кăххăмлатса ӳсĕркелерĕç, вара сăмах-юмах малалла юхма тытăнчĕ. Сассисем-çке! Мĕн тери лăпкă, мĕн тери йăваш. Пурнăç çинчен тапратрĕç иккен.

— Пианино туянтăм, — Юслашкин тусне хулпуççирен çăт тутарса илчĕ Туслашкинĕ.

— Пианино?! Санăн пианино пурччĕ-çке? — тĕлĕнет Юслашкинĕ.

— Иккĕ пултăр терĕм. Мĕнлеччĕ-ха, пурри никамшăн та ытлашши мар тетчĕç-и?

— Аван. Эп те паян çĕнĕ костюм çĕлеттертĕм.

Малалла

Çурхи пахча


Çурхи пахча шăплăхĕнче

Шăпчăк юрă шăратать.

Эпир — иккĕн, урăх тĕнче,

Вăхăт шуни васкатать.

 

Ӳсĕрĕлнĕ пек туятпăр,

Çитрĕ самант уйрăлма.

Хамăра хамăр суятпăр:

«Вăхăт пур-ха урăлма…»

 

Шăпчăк юрласа ывăнчĕ,

Вĕçрĕ йăвине канма…

… Пахча сывлăмпа çăвăнчĕ, —

Вăхăт çĕр çине анма.

Ан пултăр юрату чикки!


Телейлĕ кулă — пурнăçăм,

Тунсăхласа нушаланмастăп.

Юратăвăм ман — тăнăçăм,

Ăна нихçан та манаймастăп.

 

Çĕклетĕп эп эрех черкки,

Ăна пĕр саншăн пушататăп.

— Ан пултăр юрату чикки! —

Чунран çунат хушса калатăп.

«Пулас килет ман ятсăр хĕрача...»


Пулас килет ман ятсăр хĕрача,

Эс хирĕç пул та ят хурса паллаш.

Телейлĕ тĕлĕк пек сассу ачаш,

Паллашрăн-тăк, калаç манпа, калаç.

 

Калаç манпа çурхи илем çинчен,

Хĕлле те çеçпĕл шăршине туям.

Сана чунтан саватăп эп тесен,

Пĕрремĕш илтнĕ евĕр йăл кулам.

 

Эп тинĕспе — ят тăрăх — хурăнташ,

Çĕн ят хураймăн ĕнтĕ, ан паллаш,

Сассу пулаймĕ ыйхă пек ачаш,

Шăпах юлар, эс ним те ан калаç...

Ан тив


Ан тив, укçам виç пус çеç пултăр,

Тумтирĕм кивĕ, чаплă мар.

Куллен кунах хĕвел йăл култăр —

Вара нимскер те хăруш мар.

 

Ан тив, нихçан никам ан савтăр —

Хитрелĕхпе эп паллă мар.

Юратăва юлташ шыратăр,

Тупсан — унпа пĕрле савнар.

 

Ан тив, иртен-çӳрен калаçтăр

Тăрăхласа та йĕрĕнсе.

Ыр Пирĕшти сумран ан тартăр,

Ялан вал тăтăр пиллесе.

 

Ан тив, тăван мана ятлатăр

Тиркетĕр мĕшĕлти тесе,

Атте-анне кăна ăнлантăр.

Вара телейлĕ эп, пĕлсем!

Вунӑ автобус


Эпизод

Чăваш халăх писателĕ, паллă капкăнçă Л. Я. Агаков хисепне

 

Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕ.

Эпир Шăхасан шкулĕнче, иккĕмĕш хутра, общежитире.

Каç пуласси инçе мар. Çуркунне. Юр кайса пĕтнĕ. Тулта та, пӳртре те — ăшă. Кăнтăр еннелли икĕ чӳречене те яри уçса хунă.

Пилĕк-ултă ача чӳрече сакки çинче халап çапса ларатпăр.

— Авă, Канашран автобус килет! — терĕ пирĕнтен пĕри. Пурте унталла пăхрăмăр. Аслă шоссепе Канаш енчен Шăхасаналла Шупашкара каякан автобус анать. Ун хыçĕнче тусан мăкăрланать. Эпир ун çинчен куç илместпĕр. Питĕ хăвăрт чупать-çке! Эх, мĕнле ларса курас-ши пĕрре ун çине?

— Автобус, автобус, — терĕ Ямаш ачи Стеклов (ятне астăваймастăп). — Пĕлетĕр-и эсир, тепĕр пилĕк-ултă çултан Шупашкарта вунă автобус пулмалла, тет.

— Кам каларĕ?

— Хам вуласа куртăм.

— Ăçта?

— Кĕнекере.

— Эй, суя-ят! — ĕненмерĕ Тăрăн ачи. — Вунă автобус таран, ăçта вăл? Кĕнекере вуларăм тет-ха тата.

— Ĕненместĕр-и?

Стеклов хăйĕн кравачĕ патне кайрĕ те пирĕн пата пĕр пĕчĕк кĕнеке илсе пычĕ.

Малалла

Юрату шерпечĕ


Юрату шерпечĕ пек туту —

Сĕртĕнсен ытла та киленӳллĕ.

Ан вăтан, чупту мана, чупту,

Юратсан çак туйăм килĕшӳллĕ.

 

Çылăх мар, хĕрӳллĕн юратни,

Юратмашкăн Турă хăй пил панă.

Унра — тунсăх, канлĕх, ыратни…

Чунсене çав туйăм тымар янă.

 

Юрату шерпечĕ ӳсĕртет,

Хăвна хăв туймастăн, ĕненместĕн…

Юрату — çунатлă çут кĕтрет,

Мĕн тăвать санпа вăл, пĕлейместĕн.

Уйрăлтăмăр


Самантлăха юратрăмăр…

Уйрăлтăмăр. Хуйхăртăмăр.

Паллах, эпир айăплă мар,

Çирĕпленмен чунри тымар.

 

Пĕрне-пĕри хăртмарăмăр.

Куçран пăхса ăнлантăмăр.

Эп — санăн мар. Эс — манăн мар.

Эппин, тек курас марччĕ шар.

 

Уйрăлтăмăр. Ютлантăмăр.

Сăмахăмăра татрăмăр…

Çапах эпир тăшмансем мар,

Пĕрне-пĕри ыр çул сунар.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 714