Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиПирĕн çулталăкÇич çунатлă куракПулас кинсемЮманлăхра çапла пулнăШăплăхри аслатиАвăн уйăхĕ

Сăпка юрри


Пепкеме,

Чĕппĕме —

Ыйхине,

Тутлине.

Сарă уйăх хăпарать,

Йăлтăр-йăлтăр курăнать.

 

Улмине,

Хĕрлине —

Ачине,

Танине.

Пĕр сас-чӳ çук таврара,

Çывăр канлĕ сăпкара.

Тĕлĕкре

Тӳпере

Эс вĕçен,

Хĕпĕртен.

Сывлăш уçă, тап-таса, —

Ярăн хыттăн талпăнса.

 

Юррине,

Хитрине —

Пепкеме,

Чĕппĕме.

Çывăр, чунăм, çут ирччен,

Пӳрте шуçăм кĕриччен.

Хĕл çывхарать


Таврана халь ыйхă пусрĕ,

Тĕлĕреççĕ йывăçсем.

Шурă хурăн пуçне усрĕ —

Тек юрламĕç шăпчăксем.

 

Шухă çил тытса лăскарĕ,

Хĕрхенмерĕ хурăна.

Çăкасем патне васкарĕ —

Чарма çук халь тек ăна.

 

Ир енне çĕркаç тăм ӳкрĕ,

Ĕшнери çут сак çине.

Шăрчăк тус та шăнса кӳтрĕ,

Сисрĕ хĕл çывхарнине.

Ыйхă чăпти


Вăхăт чупать малалла,

Кĕçех çитет кăнтăрла.

Пĕр Петĕр çеç ыйхăран

Халиччен те вăранман.

 

— Тăр, — тет ашшĕ ачине, —

Тăр, — тет ыйхă чăптине.

Хĕвел кулать тӳпере,

Вăл та: «Тăр», — тет Петĕре.

Ма йĕртетĕн?


Тимуш темшĕн юратмасть,

Теттесене упрамасть.

Вăл мулкача аллинчен,

Шур упана уринчен

Тапса туртать, хĕрхенмест,

Мĕн тунине хăй пĕлмест.

— Тимуш, мĕншĕн çĕмĕрен,

Теттесене ма йĕртен?

Сар кайăк


Садра,

Паркра,

Вăрманта —

Кăшт чăтлăхрах вырăнта —

Хыт сыхласа катаран

Вăл чĕнет çапла ялан:

 

— Ху та кур, кил-ха!

Ху та кур, кил-ха!

 

Эс курасшăн çывăхран —

Вăл вĕçсе тарать санран,

Кăштахран ак

Инçетрен

Çав сассах тата илтен:

 

— Ху та кур, кил-ха!

Ху та кур, кил-ха!

Пулӑра


Çырма хĕрринче,

Йăмра айĕнче,

Ларать Лариван

Иртенпех паян.

 

Пăхать вăлтине,

Юсать ăманне.

Йăл кулать чунтан

Пулли çаклансан.

Пакша


Турат çинчен турат çине

Пакша хавассăн сиккелет,

Чанк! тăратать хăлхисене,

Сас-чӳ çук-ши тесе итлет.

 

Кĕрхи кунта шĕшкĕлĕхре

Пакша васкать, апат пухать,

Пуш хăвăла кĕре-кĕре

Сар мăйăрне хурса тухать.

Йӗп те пур, ҫип те пур


Пăлтти-палтти

Сиккелесе кам çӳрет?

Куянсем.

Ак вĕсем.

Тупнă вăйă, пăхăр-ха!

Пĕрин урлă пĕри,

Теприн урлă тепри...

— Ай!

— Мĕн пулчĕ?

Чăрсăрри,

Харсăрри

Турат çине лекрĕ.

 

Шăлаварне,

Чи хаклине,

Çурмаранах çурчĕ.

Ак инкек:

«Йĕп çук,

Çип çук,

Мĕнле саплас халь ăна?»

— Чим.

Йĕп те пур,

Çип те пур.

— Ăçта?

 

— Çип арлама

Эрешмен

Пит ăста.

Йĕппине,

Киввине,

Хăйне кирлĕ маррине,

Илме пулать чĕрĕпрен.

Йĕп тупрĕç,

Çип тупрĕç,

Шăлаварне сапларĕç.

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп


Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Пăшать чĕрем — ĕмĕрĕм иртет.

Асăну сукмакĕпе чупатăп, —

Мана вăл та темме хирĕçлет.

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Çамрăклăх тени — чунра вилмест.

Таврăнмасть иртни, эп ăнланатăп, —

Кирек мĕнле чĕн ăна — килмест!

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Ача пек саватăп çĕннине.

Кăвайт çинчи вутă пек çунатăп, —

Шыв сирпĕнтерсен те хам çине.

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Лартăр вăл унта тăн кĕриччен.

Питĕрсе çăра çакса яратăп, —

Сăнаса тăмашкăн хĕрринчен.

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Тек шăнтаймĕçĕ кăра çилсем.

Çиле хирĕç çĕкленсе чупатăп, —

Çамрăклăхăм, ытамна илсем!

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп.

Чунăмра каллех ман — Çуркунне.

Юрату сукмакĕпе чупатăп, —

Саламлатăп вилĕмсĕр чунне!

 

Ватлăха эп читлĕхе хупатăп…

Ассăн-асăн тарăннăн сывлатăп…

Хама хам ыр кăмăллăх сунатăп…

Сывлăх пур… Эппин, эп — пурăнатăп…

Парăс


Парăса карса ишетпĕр

Иккĕн пурнăç киммипе.

Инçете куçпа виçетпĕр

Кăмăллăн, шыв юххипе.

 

Парăс, парăс, шурă парăс,

Питĕ çирĕп, парăнмасть.

Эпир иккĕн пĕрле харăс

Авăсмасăр çул ăнмасть.

 

Пулас марччĕ пирĕн кĕлмĕç,

Пĕрлĕхре çеç вăй-хăват.

Эпĕ — кимĕ, эсĕ — кимĕç

Пулса ишсен çеç сăвап.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 714