Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Лаох


С(Чув)2

А48

 

Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1970. — 93 с.

 

© Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1970 ç.

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке


ББК 84 Чув 7–5

М88

 

Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 3-мĕш том. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 687 с.

Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.

 

ISBN 5-7670-0272-8

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1990 ç.

Ҫавраҫил


ББК 84 Чув 7–4

П 37

 

Пласкин Г. А. Çавраçил: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Автор хăйĕн произведенийăнче революци хыççăнхи чăваш ялĕн сăн-сăпатне, хресченсен инкек-синкеклĕ те йывăр пурнăçне ăстан ӳкерсе кăтартнă. Романти тĕп геройсем, чăн пурнăçран илнĕскерсем, куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ. Писатель нэп вă-хăчĕпе колхозсем йĕркелеме тытăннă тапхăра çĕнĕ куçпа пăхса хаклать.

 

ISBN 5-7670-0659-1

© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993 ҫ.

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том


ББК 84 Чув 7–5

М88

 

Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 4-мĕш том. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 608 с.

 

Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.

 

ISBN 5-7670-0164-2

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç.

Пурнӑҫ утравӗсем


УДК 821(470.334)=512.111

ББК 84 (2Рос=Чув)

Д53

 

Дмитриев А.Г. (Ырьят) Пурнӑҫ утравӗсем. — Ульяновск, 2013. — 333 с.

 

Мӗн вӑл пурнӑҫ? Мӗн вӑл юрату? Этем ывӑл-хӗрне авалтанпах канӑҫ паман ыйтусем. Хуравӗсене кашни хӑйле парать. Анчах ку ансат ӗҫ мар. Автор ку е вӑл ыйтусене хӑй сӑввисемпе хайлавӗсенче чӗри витӗр кӑларса хуравлать.

 

© Ырьят (Дмитриев) А.Г., 2013

© Составление, оформление. Редакция газеты «Канаш», 2013

Хум пӑшӑлтатӑвӗ


ББК 84 Чув 7-5

К21

 

Карягина М.Ф. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Сӑвӑсем. — Шупашкар: П-п: «Пӑлхар», 1995. — 128 с.

 

Марина Карягинӑн чӑваш поэзийӗнчи хӑйне евӗр уҫӑмлӑ, ҫепӗҫ, пысӑк туйӑмлӑ сассине ҫак кӗнекене вуласан пӗлме пултаратӑр.

ISBN 5-7670-0924-4

 

© «Пӑлхар», 1995 ç.

Вăхăт таппи


84.3 Чув

Э84

 

Аркадий Ĕçхĕл. Вăхăт таппи. Статьясем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982. — 304 с.

 

Ку кĕнекене паллă чăваш писателĕ Аркадий Эсхель кулленхи пурнăç кăларса тăратакан çивĕч ыйтусемпе çырнă статьясене, чăвашсен литературăпа искусствăри паллă çыннисене халалланă очерксене кĕртнĕ.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1982 ç.

Пограничниксем


А 48

Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви, 1955. — 32 с.

 

Кĕнекере Василий Алентейĕн калавĕсене тупма пултаратăр.

Куçа-куçăн


С (Чув)

А90

 

Степан Аслан. Куçа-куçăн. Капкăн библиотеки 2(35)№. Шупашкар, КПСС Чăваш обкомĕн издательстви, 1977. — 42 с.

 

Чăвашсен паллă çыравçи Степан Степанович Аслан — «Ахрат», «Алла-аллăн», «Хăват», «Сехмет» романсемпе ытти чылай-чылай кĕнекесен авторĕ — кулă-шӳт çын ĕмĕрне тăсма пулăшнине самантлăха та манмасть, «Капкăн» валли калав çине калав çырать. Çапла ывăнма пĕлмесĕр ĕçле-ĕçле, канма пĕлмесĕр шӳтле-шӳтле утмăла çитрĕ вăл. Çитмĕле те çитĕ, унтан — сакăрвуннăпа тăхăрвунна... «Хăш чух кулмасăр чун ниепле те тӳсмест, — тет Степан Степанович. — Ара, путишле ĕç-пуç тупăнсах тăрать-çке пурăнан пурнăçра. Пĕри урлă пусса йăнăш тăвать, тепри кукăр аллипе ăна-кăна çаклатма тăрăшать, виççĕмĕшсем ӳсĕр пуçăн çапкаланса çӳреççĕ, янттине хапсăнаканнисем те пур. Вĕсемпе эпĕ...»

Вĕсемпе Степан Аслан куçа-куçăн калаçма именсе тăмасть, калас сăмаха тӳррĕн, пĕр кукăртмасăр калать, айăпа кĕнисене пит те вырăнлă йĕпле-йĕпле илет. Эппин, вулакансем, паллашар-ха вăл «Куçа-куçăн» мĕнлерех калаçнипе, паллашар та унăн ĕçне хак парар.

Кулăш кустăрми


Çĕпритун Шăпчăк. Кулăш кустăрми. — Вăрнар: Вăрнар типографийĕ, 1992. — 84 с.

 

Шӳтлĕ калавсемпе йĕплĕ сăвăсем. Петĕр Ялкирпа И. Иванов пухса хатĕрленĕ.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1992 ç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 10