Манăçмастăн, Мухтарăм…


Пĕр-пĕр путсĕр çынна тарăхсассăн

Ма калаççĕ-ши: «Йытă!» — тесе?

Эх, Мухтар, сан çумна тăратсассăн

Тивĕç мар вĕсем йытă ятне.

 

Куçунтаччĕ мĕн чухлĕ ыр шухăш,

Тӳрĕ кăмăллăхпа ăнлану.

«Çынсене çеç ялан кирлĕ тупăш.

Ун пек мар эп», — калатчĕ сăну.

 

Хăш чухне чунтанах хурланаттăм.

Чĕрене питĕ йывăр пулсан

Эп, Мухтарăм, сана ыталаттăм,

Калаçаттăм санпа кăмăлтан.

 

Хăв ятна илтсенех çĕкленеттĕн,

Пăлтăр-пăлтăр вылятчĕ хӳре.

Куçăмран пит шанса тинкереттĕн:

Мĕн пирки — ăнланаттăм тӳрех.

 

Сар чăхсем вăрçтарас тенĕ евĕр

Сан тавра кускалатчĕç ялан.

Эс вара вĕсене тĕкĕнмесĕр

Хăвалаттăн вĕрсе хăв патран.

 

Хăш чухне ытлашши хăтлансассăн

Ятлани те пулатчĕ, паллах.

Эсĕ айăплăн çеç пăрăнсассăн

Хисеплеттĕм сана ытларах.

 

Пĕчĕкскер, эсĕ пит кулăшлаччĕ.

Савăнаттăм кашни самантпа.

Сана кӳршĕ те пит юрататчĕ,

Юлташла вăл пуплетчĕ санпа.

 

Вăхăта çавăрма пĕлеймерĕм,

Хĕрхенӳсĕр васкать малаллах.

Ватлăхна та, каçар, сиплеймерĕм:

Турă хушнă — эппин, пулмаллах.

 

Кил хушши сансăр тунсăх та пушă.

Ăнсăртран-ши е хăнăхнă пек

Эс тухассăн туйнать те пĕр хушă…

Асилетĕп: эс çукчĕ-çке тек.

 

Çухату чунăма ыраттарчĕ,

Шикленеттĕм пĕр çакăншăнах.

Эс пулни савăк вăхăт хăварчĕ,

Çак телейлĕ çулсемшĕн тавах!

 

Манăçмастăн, Мухтарăм, нихçан та!

Çĕн хуралçă, тен, пулĕ ку чух.

Вăл темле выляса кăтартсан та

Сан сăнна эп унра курас çук…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2023-11-27 20:05:38):

Çĕн хуралçă, тен, пулĕ ку чух.

Эпир вара урăх йытă туянас темерĕмĕр.Пирĕн юратнă Байкалăн пысăклатнă сăнĕ сервант çинчен пире пăхса ларать, ун çине пăхсан вăл чĕрĕ пекех туйăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: