Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Красноармейски

Красноармейски, — Чӑваш Енри Красноармейски районӗн тӗп вырӑнӗ. Мӑн Шетмӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ.

Ялӑн тӗп вырӑнӗ Ленин тата Ҫӗнтерӳн 30 ҫул урамӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта выртать. Ял ҫырмасемпе виҫӗ пая пайланать. Кӑнтӑр пайӗнче ытларах пайӗ пурӑнать. Кунта 2,3,5 хутла ҫуртсем лараҫҫӗ. Вӑтам тата анӑҫ пайсенчи ҫурсем ытларах енӗпе пӗр хутлӑ. Унта йывӑҫ пӳртсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Ҫул-йӗр

Ял урлӑ икӗ ҫул иртет. Вӑл ҫулсемпе ял Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисемпе, Вӑрнар посёлокӗпе, тата районти ытти ялсемпе ҫыхӑнать.

Аталану

Ялӑн тӗп планӗ тӑрӑх Ленин, Г.Степанов урамӗсенче нумай хватерлӗ ҫуртсем хӑпартма палӑртнӑ.

Культура

Культура тӗлӗшӗнчен ялта 200 выранлӑ клуб, вулавӑш, лавккасем, Сбербанкӑн вырӑнти пайӗ, шкулсем, ача-пӑча сачӗсем, 150 вырӑнлӑ пульница пур.
Ҫуртсен картишӗсенче ачасене вылямалли вырӑнсем пур.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-12-23 22:28:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13095 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org