Тетелти «СУМ» лавкка ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — Чӑваш Ен (9 саккас), Шупашкар (4), Мускав (3), Пушкӑртстан (3), Чӗмпӗр (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, Тутарстанран, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр.
Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр. Вӑхӑт та ҫитмест чылай чухне. Анчах та шантарас килет — кӑҫал та пулин ӑна пӗтӗмешле хута яма тӑрӑшӑпӑрах.