Ытларикун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2012 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе сесси иртӗ. Унта эпир сӑмахсарсен сайчӗ пирки каласа панисӗр пуҫне ҫӗнӗ сайтӑн хӑтлавне те ирттерӗпӗр — унпа паллаштарӑпӑр. Пӗтӗмлетӳллӗ сесси 9 сехетре пуҫланать. Чӑваш терминологийӗпе ӗҫлеме кӑмӑллакансене хӑтлава пыма йыхравлатпӑр.
Терминсен онлайн-канашлӑвӗ http://termin.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Эпир ӑна «Хавал» пӗрлешӳпе пӗрле ӑсталарӑмӑр. Тӗп страницӑра тӗрлӗ пайсен йышне курма пулать. Унтах эсир ҫӗнӗ куҫарусемпе, куҫарӑва кӗтекен терминсемпе паллашайратӑр. Кашни терминӑн уйрӑм страници пур: сӳтсе явма, куҫарусем сӗнме пулать. Сайт ӗҫӗпе кулленех паллашса тӑма кӑмӑл пур пулсан — сире валли сайтри ӗҫ сӑнавӗпе терминсен тулли йышӗн страницисем пур.
Терминсене хушма, куҫарусем сӗнме регистрациленнисем кӑна пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл бета-верси шайӗнче ӗҫлет. Шухӑшласа хунӑ хӑш-пӗр япалана ҫеҫ туманнине шута илсен унпа паян та туллин усӑ курма май пулнине пӗлтерес килет. Хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 700 ытла термин, 420 ытла куҫару.
Терминсем ӑсталас кӑмӑл пур пулсан сире пурне те ҫак сайтра ӗҫлеме йыхравлатпӑр. Пирӗн шухӑшпа чӗлхере хальхи терминсем пур пулсан вӑл малалла аталанма пултарать.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.02.13 11:45 | |
Шел те, сайтăн хăтлавне тăвасси пулмарĕ — вăхăт тупăнмарĕ :(. Каярах хăтлăпăр — журналçăсене ятарласа пухса :). |