Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑшри романсен йышӗ вунҫичче ҫитрӗ. Ҫак кунсенче эпир Василий Алентейӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романне тата Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 4-мӗш кӗнекине кӗртрӗмӗр.
«Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романа Владимир Андреев сканерласа йӑнӑшсенчен тасатса пачӗ. «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» романри ӗҫсем 1950–1960-мӗш ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Унти геройсем: Улатти, Пракка, Лисук, Татюк, Хритун мучи — «пирӗн колхозри, пӗтӗм бригадӑри ҫынсен пӗр вӗллери хуртсем пек пулмалла» тесе тӑрӑшса, ырми-канми вӑй хуракан ял ӗҫченӗсем.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа вара ятарлӑ паллаштарма та кирлӗ мар. Ҫак ултӑ кӗнекеллӗ хайлавра революци умӗнхи чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра тӑватӑ кӗнеки те пур. Паян кӑна эпир 4-мӗшне кӗртрӗмӗр. Пиллӗкмӗш кӗнекене электронлӑлатас тӗлӗшпе те ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл унта вырнаҫӗ те пуль.
Пӗтӗмӗшле илсен хальхи вӑхӑтра хайлавсен йышӗ 7 пин патнелле ҫывхарать, саспаллисен калӑпӑшӗ — 40 миллиона ҫывӑх. Авторсен йышӗ те пӗчӗк мар — 1 пин ытла вӗсем пирӗн унта. Хайлавсене карас телефонӗпе вулама май пурри пирки те аса илтерес килет — вӗсене epub форматпа уҫласа илме пулать.
Неважно 2 // 6029.5.3863
2015.02.09 21:39 | |
вулавӑшра может вуламаллинче? |