Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хӑйӗн сайчӗн официаллӑ версине чӑвашла кун ҫути кӑтартма тытӑннӑ.

Вырӑслинче евӗрех материалсене икӗ тӗрлӗ уйӑрнӑ: пӗрисем — хыпарсем, теприсем — статьясем. Хыпарсен рубрикаторӗ вырӑсла версирен кӑштах уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта «Чӑваш Ен», «Политика», «Экономика», «Чӗлхе», «Истори», «Йӑла-йӗрке» категорисене уйӑрнӑ.

Хӑш-пӗр материала (сӑмахран, сылтӑм енчи колонкӑри икӗ статьяна) вырӑсла пичетлемӗҫ, вӗсем чӑвашла версипе паллашакансем валли кӑна пулӗҫ.

Пӗр чӗлхерен тепӗрне куҫмаллине сайтӑн ҫӳлти сылтӑм кӗтессине вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла версие хута яриччен ӑна чылай вӑхӑт тӗрӗслев-меслетпе ӗҫлеттернине пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1862.html
 

Вӗренӳ Каҫалсем вӑййа хатӗр
Каҫалсем вӑййа хатӗр

Ҫамрӑксен Тӑван ҫӗршыва юратас, чӑн-чӑн гражданин пулма пулӑшас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелекен «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер уҫнӑ.

Ӑна районта 46-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫалхине Комсомольски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Вӑййа уҫма райадминистраци пуҫлӑхӗ М.Р. Афанасьев, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.А. Максимов хутшӑннӑ.

Мероприятие ытти ҫулхиллех пуҫланӑ: малтан ушкӑнсем пӗтӗмӗшле тӑрса тухнӑ, республика тата ҫӗршыв ялавӗсене хӑпартнӑ. Халӗ ачасен хӑйсен ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма тивӗ. Чи пултаруллисем каярах республикӑра иртекен ҫавӑн пек вӑйӑра район чысне хӳтӗлӗҫ.

Сӑнсем (61)

 

Афиша

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран Алексей Писемский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Синкерлӗ шӑпа» спектакль премьери пулӗ. Хайлава чӑвашла Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер куҫарнӑ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Художник-постановщикӗ — Светлана Зверева, костюмсен художникӗ — Анастасия Донова.

«Синкерлӗ шӑпа» пьесӑри ӗҫсем 1862 ҫулта вырӑс ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ананий ятлӑ хресчен унччен Питӗр хулинче темиҫе ҫул пурӑннӑ. Суту-илӳпе аппаланса пурӑннӑ май ачасӑр ҫамрӑк арӑмне вӑл тӑтӑшах укҫа-тенкӗ ярса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ананий мӑшӑрӗ Лизавета улпута ҫыхланса кайнӑ. Вӗсен ача та ҫуралнӑ. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсем пирки спектакле курнӑ хыҫҫӑн пӗлме май килӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӑлкуҫ ялне шыв илесрен хӑпартнӑ дамба
Ҫӑлкуҫ ялне шыв илесрен хӑпартнӑ дамба

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӑлкуҫ ялне Эл юханшывӗ сарӑлни ҫуркуннесерен хӑратнӑ. Шыв илесрен иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех тӑпра хӑпартма тытӑннӑ-ха, анчах ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ҫавна пулах ҫурхи шыв ялӑн хӑш-пӗр урамне илнипе аптӑратнӑ. Ӗҫӗ йӳнӗ маррине кура ун патне ниепле те ал ҫитеймен темелле.

Пӗлтӗр ял старости Анатолий Иванов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен, «Акконд» предприяти пуҫлӑхӗнчен Валерий Ивановран укҫа ыйтса пӑхнӑ. Лешӗ ял халӑхне пулӑшма килӗшнӗ.

Тӑпра хӑпартассине нумаях пулмасть вӗҫленӗ. Ӗҫ 161 пин те 700 тенке кайса ларнӑ. Тӑкака йӑлтах депутат саплаштарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Ултавҫӑ-арҫын
Ултавҫӑ-арҫын

Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.

Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.

Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/
 

Республикӑра

Тӗнче шайӗнче иртекен «Музейри каҫ» акцие Куславкка та хутшӑннӑ. Ку Европӑри 42 ҫӗршывра иртет, 2000 яхӑн музей ҫӗр ҫывӑрмасть.

Куславккари Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче ку акци тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал унта театр лапамӗ йӗркеленӗ (ҫул ҫитменнисен «Каприз» театр студийӗ, ачасен «Мимиккласс» театр ушкӑнӗ).

Ӑсталӑх класӗсене Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Леснова тата Любовь Скворцова ирттернӗ. Татьяна Александровна «Телей кайӑкӗ» саше тума вӗрентнӗ. Любовь Александровна тӑмран «Чӑваш Ене ырӑ сунса кӗтетпӗр!» сувенир ӑсталма хӑнӑхтарнӑ.

Музейри фотосалонра кашниех чӑваш наци тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ. Музей ӗҫченӗсем «Каҫхине каласа кӑтартнӑ тӑван хула историйӗ» экскурси ирттернӗ, Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫурчӗ 20 ҫул тултарнине халалласа сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Музей 1994 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Хӑнасем курав залӗнче Канашри епархин куравӗпе паллашнӑ, Куславкка пирки видеофильм тата хӑтлав курнӑ. Кунтах «Куславкка тупмалли юмахӗсем» конкурс ирттернӗ. Ачасем хур тӗкӗпе ҫырса та пӑхнӑ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк «Россельхозцентр» специалисчӗ Елена Соколова
«Россельхозцентр» специалисчӗ Елена Соколова

Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр.

Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест.

Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле.

 

Хулара Шупашкарти кӳлмек
Шупашкарти кӳлмек

Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.

Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.

— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.

— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.

Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/64813
 

Культура

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Кунта кунашкалли пӗрремӗш хут иртнӗ. Концерт умӗн мӗн пур ушкӑн Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ Илларион асапҫӑн ҫветтуй ҫӑлкуҫӗ патне ҫитнӗ.

Фестиваль театрализацилесе утассинчен пуҫӑннӑ. Уява республикӑри 7 районти 9 ушкӑн хутшӑннӑ. Праҫник йӗркелӳҫисем — Ямаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Васильев, ҫак районти Егоркино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев ку уяв республикӑри халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.

Уявра чи малтанах «Ямаш» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса чӑваш юррисем шӑрантарнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗ, ҫак районти «Шӳлкеме» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Муркаш районӗнчи «Сурпан» вокал ансамблӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ, Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ.

Малалла...

 

Спорт

Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.

Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.

Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.

Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3332, 3333, 3334, 3335, 3336, 3337, 3338, 3339, 3340, 3341, [3342], 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, ... 3891
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 12

1912
113
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
44
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...