Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн виҫӗ факультечӗ пӗрлешесси пирки хыпарланӑччӗ. Ҫитес уйӑхран журналистика, филологи тата чӑваш филологийӗн факультечӗсем пӗр факультета пӗрлешӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗрен йӗркеленекен «Вырӑс тата чӑваш филологийӗ тата журналистика» факультет йышне кӗрӗҫ.

Факультета «чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профильсем валли кӑна бюджет вырӑнӗ лекмелле-мӗн. «Журналистика» специальноҫа алла илес текенсем тата «вырӑс чӗлхипе литератури, ӗҫлевлӗх филологи» профильсем бюджет вырӑнӗсемсӗр юлмалла теҫҫӗ. Кун пирки хальхи филологи факультечӗн деканӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Андрей Обжогин Интернет-хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ имӗш.

Сӑмах май, укҫалла вӗрентмелли йыша та самай чакарнӑ-мӗн. Журналист пуласшӑн «кӗмӗл» тӳлесех куҫӑмлӑ майпа вӗренме килӗшекенсем валли пурӗ те 10 вырӑн кӑна палӑртнӑ иккен, курӑмсӑр меслет валли — 25. Вырӑс чӗлхипе литературине тата филологине укҫа тӳлесех ӑша хывас текенсем валли 10 (куҫӑмлӑ майпа вӗренекенсем валли) тата 12 (курӑмсӑр меслет). «Чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профиле тӳлесе 3 ҫын куҫӑмлӑ майпа, 15-ӗн куҫӑнсӑр меслетпе вӗренейӗҫ.

Малалла...

 

Ҫимӗкре
Ҫимӗкре

Паян Ҫимӗк эрни пуҫланчӗ. Ытларах пайӗпе Ҫимӗке хальхи вӑхӑтра шӑматкунпа вырсарникун ирттереҫҫӗ пулин те, кӗҫнерникун пухӑнакан вырӑнсем те республикӑра сахал мар. Ку уйрӑмах кивӗ ҫӑва-масарсенче анлӑ сарӑлнӑ.

Ҫимӗк — ӗлӗкхи чӑваш уявӗ. Ҫимӗк вӑл савӑнӑҫ, ҫамрӑклӑх, юрату уявӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра халӑх ваттисене асӑнма ҫеҫ ҫӳрет пулсан ӗлӗкрех вара ку уявра халӑх савӑннӑ, юрланӑ — ешерекен, чечекленекен ҫанталӑкпа киленнӗ. Леш тӗнчене ӑсаннисем те чӗррисем патне ҫак кун килнӗ пулать — ҫавӑнпа та вӗсене апат-ҫимӗҫпе сӑйлас йӑла халӗ те упранса юлнӑ ӗнтӗ (православи тӗнӗ ӑна «родительская суббота» тума тӑрӑшать пулин те). Ҫимӗк кун хальхи вӑхӑтра ирхине мунча хутса кӗреҫҫӗ — ҫитмӗл те ҫичӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнаҫҫӗ (пирӗн тӑрӑхра — ҫичӗ курӑк шывӗпе). Курӑкне татаймасан та милӗкне те пулин ҫӗннине кайса хуҫса килеҫҫӗ.

 

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тӑрӑшакансемшӗн ыран хумхануллӑ кун пулӗ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унта ыран вӗренӳ заведенийӗн ректорне суйлӗҫ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче академи ректорне Николай Васильева кӗтмен-туман ҫӗртен ӗҫлеме пӑрахтарнӑччӗ. Яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлама Людмила Линик юриста шаннӑччӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче Людмила Линик Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑччӗ. Ректора сасартӑк ылмаштарнине ун чух Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви аслӑ шкул (академи асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать) тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе ӑнлантарнӑччӗ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килӗшменнине, аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне 2011 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне кура йӗркеленине, академине вара вӑл 2012 ҫулхи ҫуркунне кӑна ертсе пыма пуҫӑннине палӑртнӑччӗ. Ректора хӳтӗлесе студентсем митинга та тухса пӑхнӑччӗ.

Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ректор пулма тивӗҫ кандидатурӑсене аттестацилемелли лару иртнӗ. Пирӗн республикӑран сакӑр кандидат тӑратнӑ иккен, федераци министерстви вӗсенчен виҫҫӗшне — вӗсем кашниех академире ӗҫлеҫҫӗ — суйласа илнӗ.

Малалла...

 

Чӑваш Республикин никӗсӗ епле ҫурални, вӑл епле амаланни пирки ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Щербаков Сергей Владимирович, вӑл патшалӑх архивӗнче вӑй хурать, ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ хутсене тишкерсе чылай ҫӗнӗ материала ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа та «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнеке тӑван республикӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансен аллине ҫывӑх вӑхӑтра лекессе шанас килет.

Паян вара кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашлӑхпа тӑчӑ ӗҫлекен ҫынсем кунта чылайӑн пухӑннӑччӗ — кашни тенӗ пекех кӗнекене, уйрӑмах авторӑн ӗҫне ырларӗ. Пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнчӗҫ — 1917–1920 ҫултисемсӗр пуҫне каярахри тапхӑра та тишкермелле.

Мӗн ҫинчен-ха кӗнеке? Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ шухӑша ӗненес пулсан революциччен пирӗн халӑх тӗттӗм пулнӑ, нимӗнле наци идеологийӗ те пулман имӗш. Пӗтӗмпех большевиксем тӑрашнипе йӗркеленнӗ иккен, В.И. Ленин ырланипе. Республика таврашне тунӑ май та пирӗн халӑх, имӗш, вырӑссен, тутарсен тата ытти халӑхсен тӗслӗхӗсемпе усӑ курнӑ, хӑйӗн нимӗн те пулман. Ҫак кӗнеке вара суя шухӑша сирме пулӑшать, республикӑна тунӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫ епле пулнине тӗплӗн ҫутатса парать: мӗншӗн Элмен ҫапла йышӑну тунӑ; мӗншӗн республика пирӗн пӗчӗк тата ытти те.

Малалла...

 

«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», — теме юрататчӗ хӑй вӑхӑтӗнче кукамай. Ун чух самани урӑхларахчӗ те ялти мӗнпур арҫын вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫлетчӗ, хӗрарӑмӗсем вара — е фермӑра, е хирте. Сенӗк-кӗреҫе йӑтса ҫӳресси ман валли мар тесе ӗҫ тиркекенсем те пурччӗ-ха, паллах. Хӑшӗсем (сӑмахӑм хамӑр тӑрӑхрисем, Шупашкар районӗсем пирки пырать) ҫӗвӗҫ пулса тӑрӑшнине астӑватӑп. Паян йӑлт урӑхла — арӗ-арӑмӗ ҫичӗ ютра тӑрӑшать. Ҫапла-ҫапла. Хӗрарӑмӗсем те ачисене кукамӑш-асламӑшӗсемпе пӑрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеҫҫӗ. «Пыл сӗрнӗ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кӑмӑлсӑрланса йышӑнаҫҫӗ. «Ялта ӑҫта ӗҫлемелле? 5 пин укҫашӑн-и?» — касса татаҫҫӗ ун йышшисем туххӑмрах.

Официаллӑ цифрӑсем тӑрӑх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 453 ҫын ют региона тухса кайнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтеркен служба 9 тӑрӑхри 15 организаципе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ҫав шутра Мускав хулипе облаҫӗ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаҫӗсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округӗ пур.

Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫичӗ юта ҫӳрекенсем тата та йышлӑ-ха.

Чӑваш Енри строительсем ҫичӗ ютра вӑтамран 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ иккен.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 20-25-мӗшӗнче иртнӗ Халӑхсем хушшинчи VI Шупашкар кинофестивалӗ тавра паянхи кун та калаҫусем лӑпланмаҫҫӗ. Сӑлтавӗ вара акӑ мӗнре иккен. Ҫӑвӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатрта куракансене «Калавсем» (выр. «Рассказы») кинопа паллаштарнӑ. Кино курма килекенсемпе Сергей Фетисов актера вара залра 18 ҫула ҫитмен ачасем ларни килӗшмен пулать — ара, асӑннӑ фильма 18 ҫултан аслӑраххисем валли ӳкернӗ-ҫке. Кинотеатр администрацийӗ вара ҫак йышӑнӑва вара тӗпе хуман, ачасене зала кӗртнӗ.

Ҫапла вара ҫак ӗҫ-пуҫпа кинотеатрта Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури тӗрӗслев ӗҫӗ ирттернӗ, администраци йӗркисене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарса янӑ. Хула сучӗ ҫитес кунсенче ҫак ӗҫ-пуҫпа йышӑну палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63395.html
 

Ҫӗнӗ паллӑн ӗлки
Ҫӗнӗ паллӑн ӗлки

Юнкун, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи ШӖМӗн ГИБДД управленийӗнче администрациллӗ саккунне улшӑну кӗртес тӗлӗшпе пресс-конференци иртнӗ.

Упралени пуҫлӑхӗ Владимир Романов ҫул-йӗр йӗркипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем ҫинчен тата тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ.

— Утӑн 1-мӗшӗнчен хулара фото-видео регистратор приборӗ вырнаҫнӑ таврашӗнче ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ паллӑн ГОСТ формине, тулаш сӑнне, пысӑкӑшне управление федераллӑ ведомствӑран ярса панӑ та ӗнтӗ, — палӑртса хӑварнӑ Владимир Романов.

Ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва кӑшт та пулин лайӑхлатма пултарасса инспектрсем шансах тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63388.html
 

Шырлӑх курнӑ храм
Шырлӑх курнӑ храм

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ир еннелле Шупашкарти Граждан урамӗнчи чиркӗве ҫаратнӑ имӗш.

Чиркӳ пӳлӗмӗнчен ҫынсем парнеленӗ капӑрлӑхсем ҫухалнӑ. Шырлӑх суммине паллӑртмаҫҫӗ — ара ҫӗрӗ, хӑлха ҫакки, вӑчӑр таврашне ятарласа хакламан, вӗсем киотра иконпа пӗрле ҫакӑнса тӑнӑ. Парнеленӗ япаласен хакне те пачӑшкӑсем шутласшӑн пулман пуль ӗнтӗ.

ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрра йытӑпа шырама май килмен — тӗн йӗркине пӑснӑран ҫивӗч сӑмсаллӑ чӗрчуна чиркӳ ӗҫченӗсем кӗртесшӗн пулман имӗш.

 

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кӗрешекен кунта, Шупашкар хулинче «Сывлӑх троллейбусӗ» ятпа акци иртӗ.

Асӑннӑ акци пирӗн республикӑра пӗрремӗш хут иртмест. Иртнӗ ҫулсенче вӑл ӑнӑҫлӑ пулнине шута илсе ҫак япалана йӑлана кӗртме палӑртнӑ. Акци тӗллеве — хула халӑхне наркоми проблемипе паллаштарасси, усал лару-тӑрӑва хирӗҫ епле кӗрешмелли пирки каласа парасси.

Акци Хӗрле тӳремре 10:00 сехетре пуҫланать, 1, 15 тата 17-мӗш троллейбуссенче иртӗ. Хутшӑнакансем: Ачасен полици академийӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑксен «Сталь» патриотла юхӑмӗпе «Чӑваш Ен» фондӑн хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекен яш-кӗрӗм.

Мероприятие йӗркелесе пыракансем — Раҫҫей Федераллӑ службин Чӑваш Енри наркомани ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управлени, Чӑваш Республикин прокуратури тата Шупашкарти Калинин районӗнчи наркоманипе кӗрешекен комисси.

 

Республика кунӗ ҫывхарса килнӗ май уявпа саламлама Шупашкара ятарласа паллӑ вырӑс ҫӑлтӑрӗсем килсе ҫитӗҫ. Вӗсенчен пӗри вырӑс эстрада юрӑҫи — Филипп Киркоров. Унӑн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче 20:00 сехет валли «Экспо-Контур» курав центрне ҫитме пултарӗҫ — концертне курма. Вӑл кунхине ҫавӑнтах «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» курав тата «Мисс Поволжье» ӑмӑрту иртӗ. Асӑннӑ мероприятисем куракансемшӗн тӳлевсӗр.

Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑна тата тӗпер паллӑ ҫӑлтӑр — Раҫҫей тата Голливуд шайӗнчискер — килсе ҫитет. Олег Такторов — спортмен, актер, ӑна нумайӑшӗ «Солдаты», «Тайна Чингис Хана», «Generation П», «Билет на Vegas» киносериалсем тӑрӑх пӗлме пултарать. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче хула администрацийӗ кӑмӑл пур пулсан 9 сехет тлне Хӗрлӗ тӳреме йыхравлать, кунта ирхи зарядка иртӗ. Паллах, Олег Такторовпа.

 

Страницӑсем: 1 ... 3329, 3330, 3331, 3332, 3333, 3334, 3335, 3336, 3337, 3338, [3339], 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...