Юпан 23–24-мӗшӗсенче республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле «Халӑх ӳнерӗ, актуаллӑх. Этнокультурӑра килӗштерсе ӗҫлесси. Йӑлари формӑсем. Аталану ыйтӑвӗсем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртмелле.
Ун пек конференцие хӑй вӑхӑтӗнче 2007 ҫулта ирттернӗ. Флоклористикӑпа фольклораҫӑсем умӗнче ҫавӑнтанпа ҫӗнӗ задачӑсем тухса тӑнӑ. Конференцире музыка фольклорӗн иртнӗ вӑхӑчӗпе хальхине, фольклора халӑх патне ҫитерессипе халӑх ҫипуҫне, чӑваш наци музыка инструменчӗсемпе выляма вӗрентессине, фольклористикӑн регионти ыйтӑвӗсене, ача-пӑчан хальхи вӑхӑтри фольклористикине тата ыттине сӳтсе явмалла.
Конференцире ҫӗршыври паллӑ фольклористсем тухса калаҫмалла. Сӑмахран, Мускаври П.И. Чайкковский ячӗллӗ консерватори профессорӗ Вячеслав Щуров, Тутарстанри Ш. Марджани ячӗллӗ истори институчӗн историпе культура центрӗн ертӳҫи Геннадий Макаров, Чӑваш патшалӑх гуманитарии ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ Михаил Кондратьев тухса калаҫмалла.