Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнче ача-пӑча программисене чи лайӑх ерсте пыракана палӑртассипе конкурс иртнӗ. Ӑна тапхӑрпа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пӗрлешӗвӗсем хутшӑннӑ. Ку вӑл конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнтӗ. Хальхинче «Ертсе пыракан шкулӗ» (педагогӗ А.В. Антонова), «Флористика» (педагогӗ Л.А. Раськина), «Тӗлӗнтермӗш киҫтӗк» (педагогӗ И.А. Филиппова) пӗрлешӳсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ. Кружок ачисен кӗске сӑмахҫаврӑнӑшне хӑвӑрт калассипе, хитре калаҫассипе, фантази кӑтартассипе, юратнӑ уявсемпе паллаштарассипе «ала витӗр» тухма тивнӗ. Ача-пӑчан шоу-программисен чи лайӑх ертӳҫи ята Ирина Захарова, вӑйӑ программисене ертсе пырассипе Ризиля Шрша, чи лайӑх калаҫнипе Айдар Камалетдинов ҫӗнтернӗ. Анастасия Пизенова «Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Татьяна Новикова Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ. — Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӳлхӗррисем кӗпер тунӑ самант Унччен Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗн ҫыннисене пӗр ыйту пӑшӑрхантарнӑ: Йӑрар юханшывӗ урлӑ каҫӑ ҫук, кивви юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула ҫинҫе каҫӑ урлӑ выльӑх-чӗрлӗхе каҫарма хӑрушӑ пулнӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗнче халӑх пухура ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ. «Пӗччен сурсан типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тесе ахальтен каламан. Ыйтӑва хускатнӑ та ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Кӳлхӗрринчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Маргарита Сергеевӑпа Федор Николаев самай пулӑшнӑ. Ялӑн тӑватӑ урамӗнче пурӑнакан халӑх каҫӑ тӑвас тесе тӑватӑ кун ырми-канми ӗҫленӗ. Маргарита Сергеева стройматериал туянмашкӑн укҫа пухма пулӑшнӑ, хӑй те спонсор пулӑшӑвӗ панӑ, халӑх валли апат пӗҫӗрнӗ. Федор Николаев арҫынсемпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Юрий Муравьев тракторпа тӑпра турттарнӑ, Владимир Гордеев машинӑпа стройматериал кӳрсе килнӗ. Виталий тата Сергей Ефремовсем, Александр Егоров, Валера Игнатьев, Валера Яковлев, Валера Вошняев, Олег Григорьев, Олег Денисов, Михаил Иванов, Венямин Иванов, Андрей Геннадьев тата ыттисем 7 метр тӑршшӗ, 4 метр сарлакӑш кӗпер хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ Юлашки ҫулсенче Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн студенчӗсем Германие стажировкӑна каяҫҫӗ. Ав кӑҫал та 10 ҫын нимӗҫ фермерӗсен опычӗпе паллашма Баден-Вюртемберга тухса кайнӑ. Техникум директорӗн ҫумӗ Надежда Александрова каланӑ тӑрӑх, Европӑри технологипе паллашас кӑмӑллӑ студентсем суйлав витӗр тухаҫҫӗ. Германие ют ҫӗршыври практикӑпа паллашмашкӑн пуласлӑхра хӑйсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме палӑртнисем тӗллевленнисем каяҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ фермер хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ. Чӗлхене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ. Студентсем, Германие кайма палӑртнисем, нимӗҫ чӗлхине тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, нимӗҫ халӑхӗн культурипе, пурнӑҫӗпе паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ача ҫурчӗн сайтӗнчи сӑн Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри ятарлӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче 315 ача пурӑнать. Ку, 2011 ҫулхипе танлаштарсан, икӗ хут сахалрах. Палӑртма кӑмӑллӑ: ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ усрава илнине пула чакать. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ятарлӑ организацисенче 335 ача пурӑннӑ, 2012 ҫулта — 548, 2011 ҫулта — 597, 2009 ҫулта — 776. Ака уйӑхӗнче ав ача-пӑча учрежденийӗнче пурӑнакан 12 шӑпӑрлан ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ. Вӗсенчен 4-шне Шупашкарта усрава илнӗ, 3-шне — Улатӑрта, тепӗр виҫҫӗшне — Ҫӗмӗрлере, иккӗшне — Ҫӗрпӳре. Юлашки ҫулсенче республикӑра тӳрленмелли тӑватӑ интернат шкула, виҫӗ ача ҫуртне хупнӑ. Халӗ пӗтӗмпе виҫӗ ача ҫурчӗн, тӳрленмелли сакӑр интернат шкул, ачасен ятарлӑ икӗ шкул, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен начар аталанакан ачасен пӗр ҫурчӗ алӑкӗ уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Курава васкӑр! Ҫу уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче «Мир Луксор» кинотеатрта пулать вӑл. Кирек кама та хапӑл унта. Кашниех Ӗнчӗ ҫӗршывне (Индие) халалланӑ сӑнӳкерчӗсене курма пултарать. «Инди пирки — пӗр сӑмах та!» проект авторӗ — Мускаври сӑн ӳкерме юратакан Димитрий Иуанов. Экспозицире — илемлӗ 20 сӑн. Вӗсем пурте тӗлӗнмелле Ӗнчӗ ҫӗршывӗ пирки. Сӑваплӑ Ганга, Гималай тӑвӗсем, Джайпура, чухӑн Мумбай… Куравра сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнисӗр пуҫне туслӑ тӗлпулу та йӗркелеҫҫӗ. Унта кашниех кӑсӑклантаракан ыйту пама, Инди чейӗпе сӑйланма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 197 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 94,5 проценчӗ пулать. Тӑхӑр районта плана пурнӑҫланӑ. Ытти хӑш-пӗр районта ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ — 8 муниципалитетра 90 процентран иртнӗ. Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, улатӑрсем юлса пыраҫҫӗ. Унта планпа пӑхнин 61,1 проценчӗ чухлӗ кӑна акнӑ. Ҫуртрисенчен чылайӑшӗ каярах акмалли культурӑсем иккен, куккуруса унта 2700 га акма палӑртнӑ, хуратула — 500 га. Аграри ведомстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар акнине те тишкернӗ. Кӑҫал вӑл 6,6 пинпе танлашнӑ. Чи вӑйлӑ ӗҫленӗ кун ака уйӑхӗн 29-мӗшне тивнӗ — ун чух 18,4 пин гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек кун ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тивнӗ. Ҫавӑн чухне 17,2 пин гектар ҫӗннӗ. Паянхи кун хуҫалӑхсем ытти культура акасси-лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмине тунтикун тӗлне 4,8 пин гектар лартнӑ. Кунсӑр пуҫне пахча-ҫимӗҫе 340 гектар, горчицӑна 1125 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 11,4 пин, нумай ҫул ӳсекеннисене 3,8 пин гектар акнӑ. Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче 400 га сахӑр кӑшманӗ, Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче 500 га рапс акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Лев Кузнецов министр Раҫҫейӗн Президенчӗ Владимир Путин «Ҫурҫӗр Кавказ енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркелесси ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ ведомство асӑннӑ региона социаллӑ пурнӑҫпа экономика енчен аталантарас яваплӑ пулӗ. Ҫӗнӗ министерствӑна Лев Кузнецов текен ҫынна шаннӑ. Унччен хайхи Красноярск енӗн кӗпӗрнатторӗнче тӑрӑшнӑ. Кузнецов кӗпӗрнаттӑр ӗҫ опычӗ ҫӗнӗ вырӑнта пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Раҫҫей министрне ҫитнӗ кӗпӗрнаттӑр Красноярск енне 2010 ҫулхи нарӑсранпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Хӑрушсӑр тӑван ҫӗршыв» общество организацийӗ патшалӑх саккасӗ валли пӗлтӗр туяннипе регионсен коррупциллӗхне палӑртнӑ. Раҫҫейӗпе илсен пирӗн республика 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку вӑл 83-рен. Тепӗр майлӑ каласан, эпир ытла коррупциллисен шутӗнче мар иккен. Чӑваш Енре пӗлтӗр патшалӑх саккасӗ валли 37 миллиард тенкӗлӗх туянмалли конкурс ирттернӗ. Пӗтӗмпе — 18,8 пин ытла хутчен. Ҫӑхавсене тӗрӗсех шӑрҫаланӑ тӗслӗхсем 92 хут тӗл пулнӑ, контракта алӑ пусма 47 хутчен чарса лартнӑ. Патшалӑх валли суту-илӳ ирттерессинче чи коррупциллӗ регионсен шутне Чечен Республики, Чукотка автономи округӗ, Дагестан Республики кӗнӗ. Уйрӑмах «тасисем» хушшине Брянск облаҫӗ, Мӑкшӑ тата Тутар республикисем лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |